Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫул
Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫул

Шупашкарта, Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула тунӑ ҫӗрте, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче инкек пулнӑ. Ун чухне рабочисем 3 метр тарӑнӑш шӑтӑкра ӗҫленӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗр йӑтӑнса аннӑ.

Инкек пирки 16:30 минутра пӗлтернӗ. Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнче газ пӑрӑхне хураҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӗр рабочин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 90 сантиметр сарлакӑш шӑтӑкра сварщик ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ та. Тепӗр рабочи ӑна пулӑшма тӑна, анчах ун ҫине те тӑпра ӳкнӗ, анчах ытлах нумай мар. Ҫавӑнпа ӑна ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ, медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Тепӗр рабочине, шел те, ҫӑлма май килмен. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

 

Афиша Чӑваш наци музейӗ
Чӑваш наци музейӗ

Чӑваш наци музейӗ сӑнӳкерчӗксен «Ҫемье музейӗ» конкурс ирттерет. Ӑна ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ.

Конкурс ҫӗртмен 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, пӗтӗмлетӗҫ.

Конкурса ҫак темӑсемпе сӑнӳкерчӗксене йышӑнӗҫ:

• «Ҫемье йӑли-йӗрки»;

• «Ҫемье историйӗ»;

• «Ҫемье реликвийӗ»;

• «Ҫемье коллекцийӗ»;

• «Ҫемье йӑви»;

-•«Куракансем кӑмӑлланӑ парне».

Ӗҫсене chnm6@cap.ru электронлӑ почтӑна ямалла. 62-35-10 телефонпа шӑнкӑравалса ыйтса пӗлме те пулать.

 

Сывлӑх

Ӑсчахсем карас телефонӗ ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл аллерги пуҫарма пултарать-мӗн.

Ку кӑна мар. Карас телефонӗпе усӑ куракан ачан ҫывӑрас килет, иммунитечӗ те хавшать. Ӑсчахсем ҫакна чылай тӗпчев тунӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетнӗ.

Сӑнав акӑ мӗн палӑртнӑ: карас телефонӗнчи хими пӗрлешӗвӗсем, металсем ачана аллерги пуҫарма пултараҫҫӗ. Чылай чухне ку — никеле пула. Вӑл кашни карас телефонра тенӗ пекех пур. Аслӑ ҫыншӑн ку сиенлӗ мар.

Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне ачана карас телефонне ытлах тыттарма сӗнмеҫҫӗ. Уйрӑмах кунӗпе телефон йӑтса ҫӳрекен ачасем тӗлӗшпе асӑрхануллӑ пулмалла.

 

Ял пурнӑҫӗ Уявра
Уявра

Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра халӑхӗ ял уявне паллӑ тунӑ. Ӑна уявламашкӑн ҫынсем пурте пӗрле хатӗрленнӗ, сцена ӑсталанӑ, лапама илем кӗртнӗ.

Уява Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров уҫнӑ. Праҫнике Валентина Флегантова тата Елена Владимирова ертсе пынӑ. Уявра кӑҫалхи юбилярсен грамотӑпа чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Любовь Африканова, Елена Иванова, Ираида Осипова, Валентина Исакова, Любовь Иванова, Маргарита Макарова. Ольга Африкановӑна вара 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ.

Уява Вӑрнарти культура ҫурчӗн артисчӗсене чӗннӗ. Вӗсем ял халӑхне юрӑ шӑрантарса, ташӑ ташласа савӑк кӑмал парнеленӗ, шӳтсем каланӑ, вӑйӑсем выляттарнӑ.

Ял халахӗ те концерта хастар хутшӑннӑ. 86-ри Татьяна Флегантова тата 82 ҫулти Зинаида Софронова хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ.

Венера Владимировӑпа Земфира Африканова шӳрпе пӗҫернӗ. Халӑх чылайччен саланман, тепӗр ҫул та ҫакнашкал уяв йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.

Сӑнсем (11)

 

Статистика

Чӑвашстат ҫынсем ӑҫта канма кайнине палӑртнӑ. 2013 ҫулта Чӑваш Енри турист фирмисенче 39 пин туриста йышӑннӑ. Танлаштармашкӑн: 2012 ҫулта — 82,5 пин. Ют ҫӗршыва каякансем пӗлтӗр 24,4 пин ҫын пулнӑ.

2012 ҫулта ҫынсем ытларах Египета кайнӑ-тӑк пӗлтӗр Турцие ытларах вӗҫнӗ. Ӑна 24,3% турист суйланӑ. Египета 21,7% ҫеҫ кайнӑ. Рейтингра ун хыҫҫӑн — Испани (7,3%), Пӗрлешӳллӗ Арап Эмирачӗ (5,9%), Греципе Таиланд (0,7–0,9%).

Раҫҫей тӑрӑх 12,6 пин турист ҫула тухнӑ. 2012 ҫулта — 58,1 пин ҫын. Вӗсенчен 43,7% Чӑваш Республики йышӑннӑ, 26,1% — Краснодар крайӗ, 13,5% Санкт-Петербург, 8,5% — Мускав облаҫӗ.

 

Культура Куравра
Куравра

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче Китай Халах Республикин сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Унтах чей тутанса пӑхнӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Китайран килнӗ делегацие чӑваш ҫӗрӗ ҫине килнӗ ятпа саламланӑ.

Вадим Ефимов Китай хӑйӗн культурипе, философийӗпе, тавракурӑмӗпе пуян пулнине палӑртнӑ. Куравра шӑпах ҫаксемпе паллашма май пур та. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ халӑх хӑйсен чӗлхине — чӑваш тата китай чӗлхисене — ӗлӗкхиллех сыхласа хӑварнӑ. Ҫавӑнпа Китай ҫыннисем Республика кунне хутшӑнни Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ.

Куравра — Гуйчжоу тата Аньхой провинцисенчи сӑнӳкерчӗксен ӳнерӗ. Вӗсем Китай Халах Республикин йӑлине, ҫутҫанталӑкне ӳҫса параҫҫӗ.

Чей ӗҫес йӑла та кӑсӑклӑ иртнӗ. Китай ҫыннисем ӑна мӗнлерех ирттермеллине кӑтартнӑ. Вӑй хушакан техӗмлӗ чейе кашниех тутанма пултарнӑ.

Аса илтерер: Китай делегацийӗ хӑйӗн пултарулӑхне Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне, Муркаш, Комсомольски районӗсенче те кӑтартать.

Сӑнсем: влаҫ органӗсен порталӗнчисем (21), Тимӗр Акташӑн (6)

 

Хулара

Ӗнер, асӑнупа хурлӑх кунӗнче, Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплекӗнчи Мухтав монуменчӗ патне чечексемпе кӑшӑлсем хунӑ. ЧР Элтеперӗпе пӗрле ҫак мероприятие министерствӑсемпе ведомствӑсен, ЧР МЧСӗн тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.

Шӑп 73 ҫул каялла фашистсем Совет Союзне тапӑнса кӗнӗ, вӑрҫӑ 1418 куна тӑсӑлнӑ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗ ҫӗршыв историйӗнче хура йӗрпе ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна май кашни ҫак кун ҫулах Мухтав монуменчӗ патӗнче пуханаҫҫӗ, палӑк умне чечексем хурса вӑрҫӑра пуҫ хунисене аса илеҫҫӗ.

 

Республикӑра Анастасия Баранник
Анастасия Баранник

Шупашкарта «Атӑлҫи мисӗ — 2014» конкрс иртнӗ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетнӗ.

Кӑҫал конкурсра Сарӑту пики ҫӗнтернӗ. Анастасия Баранник Сарӑтури Плеханов ячӗллӗ социаллӑ экономика институтӗнче вӗренет. Анастасия темиҫӗ тур витӗр тухса ыттисенчен маттур пулнӑ. Вӑл конкурса Раҫҫей регионӗсенчен, Никама пӑхӑнман патшалӑх пӗрлӗхӗнченчи ҫӗршывсенчен килнӗ 31 чиперккерен ирттернӗ.

Кӑҫал ҫӗнтерӳҫе 305 пин тенкӗпе чысланӑ. Кунсӑр пуҫне Анастасия Баранник Милана каймашкӑн путевка ҫӗнсе илнӗ, «Шупашкар пир-авӑрӗ» партнерпа ӳкерӗнме контракт тунӑ.

Жюри пайташӗсем «Воом» модель агентствин (Итали, Милан) ертӳҫи Marta Drisaldi, Шупашкар пир-авӑр фабрикин дизайнерӗ Наталья Кватромани (Дани), Санкт-Петербург патшалӑх экономик университечӗн Шупашкарти филиалӗн директорӗ Сергей Яковлев, ЧР халӑх артистки Татьяна Альпидовская тата ыттисем пулнӑ.

Шупашкара ҫак кун Филипп Киркоров ҫитнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Атнарсем ҫул юсаҫҫӗ
Атнарсем ҫул юсаҫҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗ тӑван атврлаӑха хӑтлӑх кӳрессипе вӗҫӗмех ҫине тӑрать. Хальхинче унта Атнар ялӗнчи ҫулсене сарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Асӑннӑ яла хӑтлӑх кӗртессипе туканашсем пӗлтӗр те ӗҫленӗ-ха. Ун чухне вӗсем Сурски тата Садовӑй урамсене вак чул сарса тухнӑ. Кӑҫал вара ал Атнарти Шкулҫум тата Заречнӑй урамсем патне ҫитнӗ.

Вырӑнти ял тӑрӑхӗ иртнӗ уйӑхрах юсавҫӑ-предприятие палӑртма аукцион иттернӗ. Конкурсра «Автодорсервис» текен тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ. Унпа ӗҫе пурнӑҫласси пирки килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Халӗ Атнарти маларах асӑннӑ урамсене хӗрсех хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.

Сӑнсем (11)

 

Афиша

«Чӑваш Республикинчи лаша спорчӗн пӗр центрӗ Патӑрьел районӗнче вӑйлӑ аталаннӑ. 1968 ҫултанпа ҫав районти юртӑ лашасем нумай конкурс, чупу ҫӗнтерỹҫисем пулнӑ. Совет Союзӗн, Раҫҫейӗн ипподромӗсенче малти вырӑнсене сахал мар ҫӗнсе илнӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Комсомольски район администрацийӗнче.

Анчах Каҫал енче те ҫитӗнӳсем пур. Сӑмахран, 1981 ҫулта «Затейник» юртӑ лаша Патӑрьелӗнчи ипподромра 21 лаша хушшинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫав лаша Г.Ф. Волков ертсе пынӑ хуҫалӑхран пулнӑ. Ҫавӑн пекех З.Ш. Заргиров хуҫалӑхӗнчи «Гораций» юртӑ лаша 2006 ҫулта ҫӗршывӑн тӗрлӗ ипподромӗнче палӑрнӑ. Районти ытти хуҫалӑх лашисем те сахал мар конкурсра ҫӗнтернӗ, кашни ҫулах Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи лаша спорчӗн республикӑри «Камай уйӗ» уявне хутшӑннӑ. Унта пӗрре кӑна мар «Урожай», «Красный маяк» хуҫалӑхсен лашисем палӑрнӑ, парнесене тивӗҫнӗ.

Кӑҫал та Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, районти ипподромра пысӑк уяв, юртӑ лашасен чупӑвӗ, куравӗ пулать. Ҫак спорта кӑмӑллакансене программӑпа паллашма сӗнеҫҫӗ:

12:30–13:30 сехетре джигитсене курса киленме пулӗ;

13:30–14:30 сехетре пирвайхи чупусем, юртӑ лашасем ӑмӑртӗҫ;

14:30–14:40 сехетре вырӑнти ӑратлӑ лашасем «Ял джигичӗсем» чупура вӑй виҫӗҫ;

15:00–15:10 сехетре мала тухайман, 6, 7, 8, 9, 10 вырӑнсем йышӑннӑ юртӑ лашасен чупӑвӗ пулӗ;

15:20–15:30 сехетре малтанхи чупура 1–5-мӗш вырӑнсене тухнӑ лашасен финал ӑмӑртӑвӗ иртӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3342, 3343, 3344, 3345, 3346, 3347, 3348, 3349, 3350, 3351, [3352], 3353, 3354, 3355, 3356, 3357, 3358, 3359, 3360, 3361, 3362, ... 3931
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
125
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...