«Чӑвашпа Чӗмпӗрӗн экономикӑпа политкультура анлӑшӗ: пӗтӗмлетӳ тата малашлӑх». Ҫак ятпа ӗнер Шӑмӑршӑра ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта пирӗн республикӑн тата Чӗмпӗр облаҫӗн ертӳҫисем: Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ — Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ.
Икӗ енлӗ хутшӑнусем пирки каланӑ май Михаил Игнатьев регионсем географи тӗлӗшӗнчен кӑна мар, ӑс-хакӑл енпе те ҫывӑххине палӑртнӑ. «Пирӗн иртнинче тата хальхинче пӗр пекки нумай», — тенӗ вӑл. Унтан вӑл 1968 ҫулта Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗн пӗлтерӗшне, унта ӑс пухнӑ Константин Иванов поэта аса илнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнче ытти халӑхпа танлаштарсан чӑвашсем йышпа виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннине палӑртнӑ Михаил Васильевич. Ҫавна май вӑл асӑннӑ облаҫ кӗпӗрнаттӑрне чӑваш этносне, чӗлхине тата культурине упраса хӑварма майсем туса панӑшӑн тав тунӑ.
Сӑнсем (27)