Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш Енӗн Гидрометцентр пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес кану кунӗсенче ҫанталӑк сивӗтет, самаях вырсарникун.

— Паян Шупашкарта ҫанталӑк ҫуллахи кунсем пекех хӗвеллӗ, шӑрӑх. Каҫ еннелле вара таврана ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ҫилӗ килет, градусӗ вара +5 – +10 ҫитет. Шӑматкун кӑнтӑралла ҫанталӑк сывлӑшӗ каялла ӑшӑтӗ — +17 – +18 ҫитӗ. Вырсарникун вара ҫуллахи ҫанталӑк ҫуркуннехи ҫанталӑка улӑштарать, «-1» градуса анса ларать, — каласа парать Чӑваш Ен Гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева. Сивӗтне кунсенче ҫӑмӑр ҫӑвасси палӑрмасть. Ҫапах кану кунӗсенче ҫынсем планланӑ ӗҫсене ҫанталӑка пула урӑх кунсене куҫарма лекет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62803.html
 

ҪУ
17

«Атӑл юрри» ҫӗнӗрен янӑраса кайрӗ
 Йелмел Микулайе | 17.05.2013 10:32 |

Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Шевле» литпӗрлешӳ тӑрӑшнипе «Атӑл юрри» журналӑн ҫӗнӗ саманари 2-мӗш номерӗ кун ҫути курчӗ. Пурӗ вара ун 4 номер тухнӑ.

Аса илтеретпӗр. Ку кӑларӑмӑн малтанхи икӗ номерӗ Чӗмпӗрте 1920 тата 1921 ҫулсенче тухнӑ. 2000 ҫулта «Канаш» хаҫат ӗҫченӗсем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тата пиртен уйрӑлса кайнӑ вырӑнти чӑваш ҫыравҫисен тӗрлӗ жанрлӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кунта тӗрлӗ ҫулхи вулакансем хӑйсене кирлине тупӗҫ. Тиражӗ — 900 экземпляр.

 

Кӗҫнерникунтан Куславкка хули туристсене йышӑнма тытӑннӑ. Волгоград хулинчен теплоходпа килсе ҫитнӗ хӑнасене ҫак районти Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.

Ҫакна кӗтмен хӑнасем хытах тӗлӗннӗ-мӗн. Унтан вӗсен хулан паллӑ вырӑнӗсенчен пӗринче — Н.И. Лобачевскин музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Куславккасен ырӑ кӑмӑлӗпе пехиллӗхӗпе хавхаланнӑскерсем чунтан тав сӑмахӗ каланӑ, «Эпир сирӗн хулӑра юратса пӑрахрӑмӑр», — тесе сывпуллашнӑ.

 

Пысӑк хуласенче пурӑнакансене wi-fi тенипе тӗлӗнтереймӗн. Ҫакӑн пек меслет пулӑшнипе Тӗнче тетелӗн уҫлӑхне кафесенче, суту-илӳпе кану ҫурчӗсенче тата ытти вырӑнта кӗме май пур. Паллах, пуринче те мар-ха, ҫапах та…

Улатӑрти «Почта» ятлӑ чарӑнӑва Интернет уҫлӑхне кӗмелли вырӑна ҫавӑраканни — «Билайн» компани. Чарӑнура тӳлевсӗр Интернетпа пӗрре кӗрсен 30 минут усӑ курма май пур. Wi-fi технологиллӗ планшетлӑ, коммуникаторлӑ е ноутбуклӑ ҫынсене талӑксерен паракан трафик — 1 Гб.

 

Тӗрӗсрех каласан, вӗсем кӑна мар, хӑй вӑхӑтӗнче ҫак тытӑмра тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те кӗҫех хваттерлӗ пулӗҫ. Сӑмах кунта айӑпланӑва пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри уйрӑмӗнче халь тимлекенсемпе унта маларах вӑй хунисем пирки пырать.

Ҫурт-йӗр туянма паракан сертификата нумаях пулмасть харӑсах 51 ҫынна панӑ. Хаклӑ хутсене укҫа ҫине куҫарса пӑхсан, 51 ҫын валли патшалӑх 80 миллион тенкӗ уйӑрнине палӑртмалла.

 

Чӑваш Енӗн вӑй-хал культури тата спортпа туризм министерстви Китая ӗҫпе е канма каяс текенсене унта кайӑк-кӗшӗк грипӗ ҫӳрени пирки асӑрхаттарать. Ҫакна вӑл Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен служба пӗлтернине тӗпе хурса систерет.

Китайра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе чирлекенсен шучӗ ӳссе пырать иккен. Ҫав амака палӑртнӑ 102 ҫынтан 20-шӗ вилнӗ. Усал чире ҫаклатнисене Цзянсу, Чжэцзян, Аньхой и Хэнань провинцийӗсенче тата Шанхайпа Пекин хулисенче шута илнӗ-мӗн.

 

Ку пӗтӗмлетӗве республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса тунӑ. Пысӑк тата вӑтам предприятисен кӑҫалхи икӗ уйӑхри (тӑватӑ уйӑх тесшӗн пулман-ши, ҫу уйӑхне ҫитрӗмӗр вӗт тесе те, тен, шухӑшлӗҫ теприсем. Ҫук, йӑнӑш ҫырмарӑмӑр) финанс лару-тӑрӑвне тишкернӗ те тупӑшлӑ ӗҫленисем 16 районта иккенне палӑртнӑ.

Тупӑш уйрӑмах нумай илнисем Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Ҫӗрпӳ, Муркаш, Вӑрнар, Етӗрне районӗсенче иккен. «Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пур пердприяти те тупӑшлӑ ӗҫленӗ», — хыпарлать министерство.

 

Ҫакӑн евӗр организаци туса хурасси пирки республика Правительствин черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. Ӑна «Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсассипе ӗҫлекен республикӑри фонд» ят пама палӑртнӑ. Вӑл коммерцилле мар организаци пулӗ. Республикӑн Ҫурт тӑвӑм министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, унӑн тивӗҫӗ — нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрлехи пурлӑха юсассипе ҫине тӑрасси.

Сӑмах май, Раҫҫейӗн Ҫурт-йӗр кодексӗнче хваттерӗн харпӑрлӑх хуҫисем тӗплӗ юсав валли пухакан укҫана харпӑрлӑхҫӑсен пӗрлехи счечӗ ҫине е регионсенче йӗркелекен ятарлӑ оператор (хайхи-майхи паҫӑр асӑннӑ фонд тенине пӗлтерет те ӗнтӗ ку) «кӗсйинче» пухса пыма юранине палӑртнӑ. Ҫурт-йӗре юсама хваттер харпӑрлӑхҫисен уйӑхсерен мӗн чухлӗшер тӳлессине республика шайӗнче ятарлӑ документ кӑларса йышӑнмалла.

 

Ҫу уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче Шупашкарта халӑхсем хушшинчи VI кинофестиваль иртет. Ун пирки юнкун журналистсене Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов, Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов тата фестивале уҫассишӗн тата хупассишӗн яваплӑ Дмитрий Капустин режиссер-постановщик каласа кӑтартрӗҫ.

Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, мероприяти ҫулсерен кӑсӑкланса пырать, халӑх та ҫав вӑхӑтра кинотеатра ытларах туртӑнать. Йӗркелӳҫӗсем кӑҫал 10 пин ытла ҫын пырасса шанаҫҫӗ. Фильмсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Билетсене тунтикун кассӑсене ҫитерӗҫ.

Конкурс программине 12 фильм кӗртнӗ. Вӗсен списокне Интернет уҫлӑхӗнче ҫӑмӑллӑнах тупма май килнине кура эпир вӗсене асӑнса тухмӑпӑр.

Фестиваль Президенчӗ пулма «Мосфильм» концернӑн тӗп директорӗ Карен Шахназаров килӗшнӗ. Фильмсене хаклама ӳнерӗн ҫав енӗпе ӗҫлекен тӗрлӗ специалист — режиссёрсем, актёрсемпе продюсерсем, кино критикӗсем тата ыттисем — килсе ҫитӗ.

Кинофестиваль тунтикун, каҫхи ҫичӗ сехетре, «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта Александр Прошкинӑн «Искупление» фильмпа уҫӑлать те ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 15 сехетре вӗҫленет.

Малалла...

 

«Ӳссен эсӗ кам пулатӑн?» — ҫакӑн пек калаҫу пулса иртрӗ ӗнер республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче. Мероприяти хулари 20-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсемпе иртрӗ. Вӗсем Наталия Герасимова класс ертӳҫипе пырса ҫитрӗҫ.

Аслӑ классене ҫитсен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ҫул юппине пырса тухать: унталла каймалла-и е кунталла-и? Тен, унта та, кунта та мар, пачах тепӗр енне?.. Ҫапла пуҫ ватнӑ самантра вырӑссен пӗр юмахӗнчи самант аса килӗ. Астӑватӑр-и: сулахаялла кайсан вилӗм тупӑн, сылтӑмалла кайсан лашуна ҫухатӑн, тӳрӗ кайсан телей тупӑн тенӗччӗ-и-ха унта?.. Ҫапла, юмахра ӑҫта кайсан мӗн пулассине калаҫҫӗ хӑть. Пурнӑҫра вара апла мар — ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма тивет.

«Епле професси суйлассине палӑртнӑ-и-ха эсир?» — ыйтрӗ ачасенчен вулавӑшӑн информаципе библиографи уйрӑмне ертсе пыракан Наталья Петроградская библиотекарь. «Космонавт!» — шӳтленӗн туйӑнчӗ ачасенчен пӗри (чӑннипех ҫавӑн патне ӑнтӑлать пулсан ӑна ӑнӑҫу сунасси ҫеҫ юлать). «Учитель», «инженер», — хуравларӗҫ хӑшӗсем. Чылайӑшӗ вара шарламарӗ.

Ҫӗр ҫинчи ҫӗр-ҫӗр профессирен пӗри — журналист. Ҫакӑн пирки каласа кӑтартрӗҫ те ачасене библиотекарьсем.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3351, 3352, 3353, 3354, 3355, 3356, 3357, 3358, 3359, 3360, [3361], 3362, 3363, 3364, 3365, 3366, 3367, 3368, 3369, 3370, 3371, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...