Культура
Чӑваш Енре шотланди культурин фестивалӗ кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртмелле. Вӑл кӑрлачӑн 20–26-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пулӗ. Фестиваль кӑсӑклӑ пулассӑн туйӑнать. Унта Мускаври, Воронежри, Хусанти, Чулхулари тата Шупашкарти юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. Хальхи фестиваль вӑхӑтӗнче поэзи, литература, истори, юрӑ-ташӑ ӳнерӗн каҫӗсем иртмелле. Уява вара Великобританипе Шотланди культурине, историне, акӑлчан чӗлхине вӗренекенсене пуҫтарнипе уҫӑлӗ. Унта шотланди ташшисен хусканӑвӗсене те кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Новая газета» илсе кӑтартнӑ скриншот Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине мӗнле самолётпа тата кам шучӗпе тухса кайнине журналистсем пӗлесшӗн текен хыпара эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ тема пирки Regnum информаци агентстви те нумаях пулмасть статья пичетленӗ. Чӑваш Енре епле хаклани пирки чарӑнса тӑнӑ май агентство кунти политиксен шухӑшне илсе кӑтартнӑ. Вӗсен шучӗпе шӑв-шав ҫӗкленнинче ӑна курайман ҫынсен алли сисӗнет. Тепӗр тесен, ҫакна Федоров пирки аса илтермелли хӑйне евӗр утӑм тесе те ӑнланма пулать тесе шухӑшлакансем пур-мӗн. Ҫапах та ҫав шӑв-шав Федоров ят-сумне варалаймассине шанаҫҫӗ. Ведомствӑн сайтӗнче унчченхи самолета лартса массӑллӑ информаци хатӗрӗсене калаҫма сӑлтав туса панишӗн министерствӑра ӗҫлекенсене вара «вӗҫтерме» пултарӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тӗрлӗ пулӑшупа япала хакне виҫӗм ҫулхи раштаврине тата пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫӗнчине танлаштарса пӑхнӑ та хаксем 6,3 процент хӑпарнине асӑрханӑ. Раҫҫейре ҫак цифра 6,5 процент-мӗн. Официаллӑ статистикӑна ӗненсен, апат-ҫимӗҫ хакӗ пӗлтӗр 6,3 процент чухлӗ хӑпарнӑ, ҫимӗҫ мар тавар — 4,8 процент. Инфляцие тӗрлӗ пулӑшу хакӗ ӳсни ытларах витӗм кӳнӗ теме юрать, мӗншӗн тесен пулӑшушӑн пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 9,5 процент чухлӗ ытларах тӳлеттерме тытӑннӑ. Кунта ҫутӑ, газ, коммуналлӑ пулӑшу хакӗ хӑпарнине те кӗртмелле-тӗр ӗнтӗ. Официаллӑ статистика медицина пулӑшӑвӗн, пассажир транспорчӗпе ҫӳренин, экскурсипе туризм тавраш, право пулӑшӑвӗ хакланнине ӗнентерет. Страхланишӗн, санатори-курортра каннишӗн, выльӑх тухтӑрӗнчен пулӑшу ыйтнишӗн пӗлтӗр унчченхинчен сахалтарах тӳлеттернӗ. Апат-ҫимӗҫрен пӗлтӗр ҫӑмарта уйрӑмах хакланнӑ: пурӗ — 26,6 процент. Чӑкӑт, эрех, сӗт-ҫу тавраш, ҫӑкӑр, пулӑ туянма та унчченхинчен ытларах кӑларса хума тивет. Пылак ҫимӗҫ: джем, варени, повидло, пыл, ҫӑнӑх, аш-пӑш йӳнелнӗ. Пируса йытӑ ҫимен апат теҫҫӗ те, туртакансем ӑна пӗрех туянаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Халӑх «тарҫисене» ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пӑшӑрхантарать. Депутатсене шухӑшлаттаракан тӗп самантсен шутӗнче федераци хыснинчен килекен укҫа-тенкӗ, республикӑн хӑмла отрасльне тӗкӗ кӳресси, ял хуҫалӑх продукцине туса илекен Чӑваш Енри пердприятисене федераци сечӗн лавккисем патне ҫул уҫса парасси, яла кадрсемпе тивӗҫтересси. Тухтӑрсемпе вӗрентекенсене унта илӗртес тесе патшалӑх енчен маларах йышӑну турӗҫ-ха. Ялта тухтӑрта ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ ҫамрӑк специалистсене 1 миллионшар тенкӗ ним мар кӑларса тыттараҫҫӗ. Вӗрентекенсене вара ҫурт-йӗр тума е туянма тесе илекен кредитӑн тата ҫав укҫа проценчӗн пӗр пайне саплаштарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ӗҫлекенсем ҫуккипе халтан каяҫҫӗ. Механизатор-дояркӑсем кӑна-и, инженерсемпе агрономсем, ветеринарсемпе зоотехниксем каясшӑн мар. Ял хуҫалӑх специальноҫне илекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ нумай-ха, анчах вӗсем яла талпӑнни сисӗнсех каймасть. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен специалистсене те яла ҫапла майпа илӗртсен аван тесе шухӑшлаҫҫӗ Патшалӑх Канашне депутата суйланнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Тӗрӗссипе, унта вӗсем хӑйсен шучӗпех тухса кайнӑ-ха. Атту ятарлӑ ирӗк илмесӗр пирӗн ҫӗршыва килсе тӗпленнисене суд йышӑнӑвӗпе ирӗксӗр, ытларах чухне тата патшалӑх хысни шучӗпе тӑван енне ӑсатаҫҫӗ. Ун пеккисене иртнӗ ҫул, акӑ, 107 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсенчен 60 проценчӗ ҫул укҫине хӑйсем тӳленӗ. Китай ҫыннисем пирки каларӑмӑр та, хайхисем, пурӗ пилӗк ҫын, пирӗн республикӑра фильм ӳкерсе пурӑннӑ-мӗн. Темӗскер пӗлес-тӗпчес тӗллевпе пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн вӗсем пирки. Иртнӗ кӗркунне ҫакскерсене тӑван енне ӑсатнӑ. Миграци саккунне пӑсакансене административлӑ майпа та, тепӗр майлӑ каласан, штрафласа, явап тыттараҫҫӗ-ха. Тӑван тӑрӑхне кӑларса яриччен вӗсене Шалти ӗҫсен министерствин ятарлӑ приемникӗнче тытаҫҫӗ. Саккунлӑ мар майпа кунта пурӑннӑскерсен Раҫҫее тепӗр хут килес тесен пилӗк ҫул таран чӑтма тивет — йӗрки ҫапла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗмӗрле иртнӗ уйӑхӑн пӗр кунӗнче полицире арҫын ҫакӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе ШӖМӗн районти пайне илсе пынӑ. Те тӗрмене хупса хурасран хӑранӑ ӗнтӗ 41-ри хӗрӗнкӗ (вӑл урах пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн) арҫын — ботинка шнурокӗпе камерӑра ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ. Халӗ ку факт пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпарлаҫҫӗ. Камерӑна хупнӑ чухне арҫыннӑн шнурокне кӑларса илмен тесе халӗ полицейскисене айӑплама пултараҫҫӗ. Сӑмах май, полицире ҫын хӑй ҫине алӑ хуни виҫӗм ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ. Ун чухне 29-ти арҫын шнурокпа ҫакӑнса вилнӗ. Ҫав каҫ дежурствӑра пулнӑ полицейские суд условлӑ майпа айӑпланӑччӗ. Хӑй ҫине алӑ хунӑ ҫамрӑк арҫыннӑн ашшӗ-амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тесе 400 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Юсаса ҫӗнетсен Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗ ҫакӑн пек пулмалла Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Тулаш тата шалаш енчен илемлетнипе пӗрлех вӗсене пысӑклатӗҫ. Республикӑн тӗп хулин архитектурӑпа хула тӑвӑм управленийӗ культура учрежденийӗсене сармалли проектсене пӑхса тухса «Салают» тата Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗсене пысӑклатма йышӑннӑ. «Салют» калӑпӑшӗ 3 800 тӑваткал метр чухлӗ сарӑлӗ. Хусанкай ячӗллин — 5300 тӑваткал метр. Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне картиш еннелле пысӑклатӗҫ. Ҫак тӗллевпе ун ҫумне виҫӗ хутлӑ хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. Ҫӗнӗ лаптӑка хореографи пӳлӗмӗсене тата унта ӗҫлекенсене ӗҫ пӳлӗмӗсем туса пама шухӑшлаҫҫӗ иккен. Курав залӗн калӑпӑшӗ те сарӑлӗ те ним мар пин ҫынна вырнаҫтарма май килӗ. «Салюта» вара урам енчен пысӑклатмалла. Унта та курав залӗ пин ҫын таран вырнаҫмалӑх сарӑлӗ. Унсӑр пуҫне ӑна ҫак культура учрежденине тӑватӑ хутлӑ тӑвӗҫ. Сӑмах май, Трактор тӑвакансен культура керменӗ юсав списокне кӗмен курӑнать. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӗсӗнсе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал Чӑваш Енӗн наци библиотеки Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче кун ҫути курнӑ пичет кӑларӑмӗсене сканерлама палӑртать. Ҫак ӗҫе вӑл электронлӑ фонд хатӗрленӗ май пурнӑҫлама шухӑшланӑ. Иртнӗ ҫул вулавӑш Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫӗсен 107 томне тата Хусанти Император университечӗн Археологи, истори тата этнографи хыпарӗсенчен истори пӗлтерӗшлӗ 93 статьяна сканерланӑ. Электронлӑ фонда пуянлатассине вулавӑш маларахах пуҫланӑ-ха. Унччен вӑл Николай Ашмарин, Николай Золотницкий, Василий Магницкий, Василий Сбоев ӗҫӗсене, Хусан кӗпӗрнин адрес тата справка кӗнекисене тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе электронлӑ майпа копиленӗ. Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе Наци библиотекисӗр пуҫне Шупашкарӑн пӗрлехи вулавӑш тытӑмӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи тӗп вулавӑшсем хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш ӳнер музейӗ 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вырӑс живопиҫӗн шедеврӗпе пуянланнӑ. Аваллӑх управҫи Павел Беньков художникӑн «Утмӑлтуратсем» ӳкерчӗкӗллӗ пулса тӑнишӗн музей ӗҫченӗсем Раҫҫейӗн Культура министерствине тав тӑваҫҫӗ. Беньков — Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков ӳнерҫӗсен вӗрентекенӗ. Чӑваш ӳнер музейӗнче маларах авторӑн пӗр ӗҫӗ, Шмулевич актрисӑн портречӗ, кӑна пулнӑ. Чӑн-чӑн ӗҫсене, оригинала, тупса илме питӗ йывӑр иккен. «Утмӑлтуратсем» натюрморт унччен художникӑн Хусанти юлташӗсем патӗнче упраннӑ, каярах ӑна художникӑн мӑнукӗ Марина Лещинская илсе кайнӑ. Ӳкерчӗке музее илес тесе унпа нумай сӑмахланӑ-мӗн. Ӳлӗмрен вӑл пирӗн республика ҫыннисене савӑнтарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ар хӑвачӗ чакни арҫынсене хурлантарни специалистсемшӗн вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Шупашкарти аптекӑсенчен пӗрине ҫамрӑк арҫын ҫак нушапа пырса кӗни фармацевта тӗлӗнтермен-тӗр. Ара, ун пек япала ҫултан килет-им тенӗ пулӗ. Ар хӑватне ӳстермелли эмеле ыйтаканскере вӑл кӑмӑлпах пулӑшма васканӑ. Йӳнӗ мар эмелшӗн арҫын 5 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Кӑштахран арҫын тем юмахласа-пуплесе укҫана каялла илнӗ те аптекӑран тухса кайнӑ. Фармацевт арҫын аптекӑран тухса кайсан ҫеҫ эмелне те, укҫине те тыттарса янине ӑнланса илнӗ. Йӗрке хуралҫисем кӗҫех ултавҫӑ ҫулӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл Чӗмпӗр хулинчен килнӗ 31 ҫулти чикан пулнӑ иккен. Унӑн юнпа пӗр тӑванӗпе тепӗр тӑванӗ те (иккӗшӗ те хӗрарӑмсем) ҫынсене улталани пирки пӗлтереҫҫӗ. Ар хӑватне вӑйлатакан хаклӑ эмел илнӗ арҫынна шыраса йӗрке хуралҫсием Чӗмпӗре те темиҫе хут та кайнӑ-мӗн. Анчах вӑл нихӑшӗнче те килте пулман. Тарса ҫӳресе пӗтереймӗп тесе-ши, пӗринче вӑл хӑйех полицие пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |