Культура
Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке «Пирӗн пурнӑҫ» Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗ «Пӗрремӗш юртан — юр кӗлетке» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерчӗ. Фотоконкурса пӗр ял тӑрӑхӗнчен, икӗ шкултан, виҫӗ ача пахчинчен тата районта пурӑнакан ҫичӗ ҫын пурӗ 60 сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ. Конкурс условийӗпе — район хаҫатне 2014 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗ валли ҫырӑннине ӗнентерекен квитанци ярса памалла тата сӑнӳкерчӗкре район хаҫатне тытса тӑмалла пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫичӗ номинаципе палӑртнӑ: • «Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке» — Людмила Утриванова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Хӗвел» ушкӑнӗ. • «Район хаҫачӗпе чи туслӑ юр кӗлетке» — Надежда Гусельщикова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Пилеш» ушкӑнӗ. • «Лаша ҫулталӑкне сӑнлакан юр кӗлетке» — Елена Туйманкина, Атнарти ача пахчи тата Альбина Макарова, Мишеркасси. • «Чи савӑнӑҫлӑ юр кӗлетке» — Вера Нагорова, Хусанушкӑнь шкулӗ. • «Ял тӑрӑхӗнчи юр кӗлетке» — Тралькасси ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем. • «Хӗл мучипе Юрпике кӗлеткисем» — Леонид Хохлов, Хӗрлӗ Чутай ялӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Хӗвел» ТМЯП хӗвел хӑвачӗпе ӗҫлекен пӗрремӗш электространцие хута янӑ. Вӑл савутӑн 1 800 тӑваткал метрлӑ тавар кӑларакан тӗп корпус умӗнче вырнаҫнӑ иккен. Пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 44 кВт, ку электростанцие савут хӑй усӑ курӗ. Электростанцие савӑнӑҫлӑн уҫнӑ ҫӗре Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, «Хӗвел» компанин тӗп пуҫлӑхӗ Игорь Ахмеров тата Ҫӗнӗ Шупашкарӑн администраци пуҫлӑхӗ Александр Сироткин хутшӑннӑ. Пӗрремӗш электростанцие маларах компани ҫак ҫулталӑкрах хута ярасси пирки шантарнӑ иккен. Иван Моторин вара хӑйсен сӑмахне тытнӑшӑн вӗсене тав сӑмахӗ каланӑ. Хӑват паракан установка 350 ҫӳхеҫурхахлӑ модульсенчен тӑрать, вӗсене тимӗр юпасем тытса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӗвел ҫуттинчен пухнӑ хӑвата электроэнергие куҫаракан хатӗрсем вырнаҫнӑ. Комплекса ҫын сӑнаса тӑни кирлех те мар иккен, хутран-ситрен тӗрӗслени те ҫителӗклӗ. Пурӗ 25 ҫул ним мар ӗҫлемелле имӗш вӑл. Электростанцие хута янӑ пулин те тулашран электричество ҫавах илсе тӑмалла пулӗ. 44 кВт ҫитмест ӗнтӗ, савута самай ытларах кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Елчӗк районӗнчи «Энтепе» тулли мар яваплӑ обществӑра, ӑна икӗ ҫул каялла йӗркеленӗ, ҫӗнетсе юсанӑ ферма уҫӑлнӑ. Ӑна 200 пуҫ ӗне тытмалӑх тунӑ. Фермӑна юсаса ҫӗнетме хуҫалӑх банкран 21 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ. Проктӑн пӗтӗмӗшле хакӗ вара 25 миллионпа танлашнӑ. Апла тӑк ыттине хуҫалӑх хӑй хывнӑ пулса тухать. Хальхи вӑхӑтра фермӑра 150 пуҫ ӗне тытаҫҫӗ. Ӳлӗмрен йыша ӳстерме, ҫулталӑкра 900 тоннӑран кая мар сӗт туса илме палӑртаҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетнӗ фермӑна уҫма республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин хутшӑннӑ. Сӑнсем (45) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Раштавӑн 18-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Чӑваш Республикин культура тава ӗҫченӗн Валентина Элпин 100 ҫулхи юбилейне халалласа литература каҫӗ иртнӗ. Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхне ҫыравҫӑ ҫынсемпе килӗшӳре тата ҫураҫура пурӑннипе сӑлтавлать иккен. Уяв каҫӗ тӗлне музейре «Телейлӗ ҫын» курав ятарласа хатӗрленӗ. Ӑна Валентина Эльпине халалланӑ. Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗренекенсем авторӑн «Сӗмсӗркке» тата «Вӑйсӑррисене» хайлавӗсен инсценировкине лартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Культура отраслӗ валли специалистсем хатӗрлекен Чӑваш патшалӑх культура институтне Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви тухӑҫсӑр ӗҫлекеннисен шутне кӗртнӗччӗ. Спецификӑллӑ ун пек аслӑ шкула «кӗмӗл» туса илме ҫӑмӑл маррине ӑнланма пулать ӗнтӗ. Культура отраслӗнчи специалистсем хатӗрлекен института укҫа парсах вӗренме кӗрес текенсем ҫукрах-тӑр. Анчах тепӗр мониторинг тӗлне ӑна тухӑҫлисен шутне кӗртесшӗн. Кун пирки ӗнерхи пресс-конференцире республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ. Лару-тӑру халех лайӑхланма пуҫланӑ иккен. Аслӑ шкула вӗренсе пӗтернисенчен специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнисен шучӗ унччен 96 процентпа танлашнӑ тӑк, халӗ ку цифра та пысӑкланнӑ-мӗн. Шучӗпе вӑл 98 процентпа танлашмалла иккен. Хальхи вӑхӑтра культурӑпа ӳнер институчӗпе культура училищине пӗрлештерес ӗҫ пырать. Ҫакӑ та аслӑ шкул тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Анчах ҫав тапхӑр хыҫҫӑн самолетсем вӗҫме чарӑнмӗҫ-ха. Кунта сӑмах Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче йӗркеленӗ авиаҫыхӑну пирки пырать. Асӑннӑ округри регионсем хушшинче сывлӑш ҫулӗн ҫыхӑнӑвне йӗркелесси ҫинчен калакан программӑна тата тепӗр виҫӗ ҫуллӑха тӑснӑ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ программӑпа йӗркеленӗ вӗҫев хакӗн ҫуррине кӑҫал хыснаран саплаштарнӑччӗ. Ҫав тӑкака федераци хыснипе регион бюджечӗ хӑйсем ҫине ҫурмалла илнӗччӗ. Килес ҫултан ку енӗпе йӗрке кӑшт улшӑнӗ. Пассажир ҫав-ҫавах ҫур хака ҫеҫ тӳлӗ-ха. Улӑшнӑвӗ регионсене пырса тивӗ, килес ҫул вӗсем ҫур хака саплаштарма тесе уйӑракан суммӑран 40 процентен кӑна саплаштарӗҫ, тепӗр 60 процентне федералсем хӑйсем ҫине илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарӑн Ленин районӗнче ҫамрӑксен правительстви йӗркеленнӗ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитнӗ май вӗсем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх уйрӑмӗсемпе пӗрле «Хӗл Мучине чӗнсе-и?» проект пурнӑҫлама тытӑннӑ. Чи малтанхи хут ачасене савӑнӑҫ кӳме И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗпе «Рябинка» (чӑв. Пилеш) микрорайон ачисемшӗн Хӗл Мучипе Юрпике пулма Кабардаев Дмитрий, Романова екатерина, Шогулин Александр, Школьникова Екатерина хаваспах килӗҫшрӗҫ. Юмах тӗнчин тумтирне тӑхӑнса ҫамрӑксем ачасене кӑна мар, ваттисене те саламларӗҫ. Шӑпӑрлансем, паллах, парнесемсӗр юлмарӗҫ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Шупашкар / Н. Плотников сӑнӗ Адыгей Республикинче ҫак вӑхӑтра туризмпа ӗҫлекен федераллӑ агентство йӗркеленӗ туристсен наци продуктне тӗнче шайӗнче анлӑ сарас меслетлӗхӗн пӗтӗм Раҫҫей канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енрен те унта пирӗннисем кайнӑ. Ӗнер канашлӑва уҫнӑ — тӗрлӗ тӳре-шара хӑйсен сӑмахне каланӑ. Ҫавӑн пекех кӑсӑклӑ проектсен хӑтлавӗсене те ирттернӗ. Чӑваш Енрен килнӗ делегатсем «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» круиз маршручӗн проектне кӑтартнӑ. Ӑна хатӗрлекенсем ҫак ҫула Вӑтам ӗмӗрхи историпе ҫыхӑнтарнӑ имӗш — ҫак ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ тӑрӑхсенчи купсасем ҫӳренӗ, вӑл ҫул Скандинавинчи ҫӗршывсене Хӗвелтухӑҫри патшалӑхсемпе пӗр ҫыхха тӗвӗлеме пултарнӑ. Пирӗн тӑрӑхра вара, темиҫе ҫул пӗрлешнӗ вырӑнта, купсасем каннӑ, ыттисемпе тӗл пулса суту-илӳ тунӑ. «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» круиз маршрутне «Этникӑлла Чӑваш Ен» туристсен кану кластерне те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Мӑрат шкулӗ Ҫак вӑхӑтра Куславкка тӑрӑхӗнчи Энтри Пасар шкулӗ ҫеҫ мар 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Кӗҫ-вӗҫ ҫавраҫул тултарнине Комсомольски районӗнчи Мӑрат шкулӗ те уявламалла. Ку шкула 1913 ҫулта Герасимов Никита Герасимович пуҫарӑвӗпе уҫнӑ, вӑл малтанлӑха Афанасий Горшков ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Нумай вӗрентеймен ҫав вӑл, часах хупӑннӑ. 1918 ҫулта ҫеҫ вара ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ. Ун чухне те вӗренӳ уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче иртнӗ. Пӗрремӗш шкул ҫуртне 1930 ҫулта хута янӑ — халь унта историпе таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫак шкула таврари ачасем те ҫӳренӗ — Шурутран, Кармалтан, Тукайран. 1934 ҫулта ӑна тулли мар вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1959 ҫултанпа вӑл сакӑр клас вӗренмелли шкул шутланнӑ. 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧАССР Министрсен Кабинечӗ хушӑвӗпе вӑл вӑтам шкул пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра шкулта 143 ача вӗренет. Кунта 20 вӗренӳ пӳлӗмӗ, спортзал, акт залӗ, 80 ача лармалӑх апатлану пӳлӗмӗ, компьютер класӗ пур. Ҫавӑн пекех шкулта тренажерсен пӳлӗмӗ те, ӑсталӑх лаҫҫи те, медицина пӳлӗмӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Раштавӑн 18-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культура ҫуртӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш ҫул пухӑнчӗ ӗнтӗ. Фестивале районти 13 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хаклав пайташӗсен йышӗнче районти культурӑпа спорт пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, вӗренӳ пай пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, администрацин культурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен эксперчӗ Алина Михуткина тата Валентина Грачева пулчӗҫ, вӗсем уява хутшӑннӑ фольклор ушкӑнӗсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне палӑртрӗҫ. Кашни коллектив хӑйнеевӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать, кашниех пултаруллӑ, артистсенчен пӗрре те кая мар! Уява Хӗрлӗ Чутайри шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Рябинушка» (чӑв. Пилеш) ача-пахчине ҫӳрекенсем уҫрӗҫ. Шӑпӑрлансем чӑваш вӑййисене вылярӗҫ, хӑйсен уҫӑ сассисемпе хитре юрӑсем юрласа куракансене савӑнтарчӗҫ. Кӑҫалхи фестивале пӗрремӗш хут Мӑн Этменти «Савӑнари» ушкӑн та хутшӑнчӗ. Куракансем кашни номерех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ. Хаклав пайташӗсем уява пӗтӗмлетнӗ май пӗрремӗш вырӑна Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи «Сӑр таппи» фольклор ансамблӗ, иккӗмӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри «Ҫартмас» тата Штанаш ял тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» ансамблӗсем йышӑннине пӗлтерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |