Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӑслӑлӑх

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тата тепӗр ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Археологическая карта Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архоелоги картти) ятлӑскер. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле пулса хатӗрленӗ, пичетленӗ.

Кӗнекере XIX ӗмӗртен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран археологи палӑкӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унччен кун ҫути курман карттӑсем те ҫӗнӗ кӑларӑмра вырӑн тупнӑ иккен. Палӑксен ятне, вӗсем хӑш тӗлтине кӑтартнисӗр пуҫне вӗсене тӗпченин историйӗпе, коллекцисене ӑҫта упрани таранах паллаштарнӑ-мӗн.

Кӗнекене Василий Каховский историка тата археолога асра тытса кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1586.html
 

Хулара

Паян Шупашкарта Хӗл Мучин резиденцийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна кӑҫалхипе 8-мӗш хут уҫаҫҫӗ. Хӗл Мучие курма республикӑри ачасем кӑна мар, ун тулашӗнчисем те килни пирки хыпарлать Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби. Резиденцие уҫнӑ май Хӗл Мучи патне янӑ чи лайӑх ҫырусен авторӗсене палӑртаҫҫӗ иккен. Хӗл Мучи хӑй те шӑпӑрлансене ҫыру ярса хуравлать-мӗн.

Ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫула халалласа хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ мероприяти иртет. Вӗсене кӑрлачӑн 13-мӗшӗчченех йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫак тапхӑрта пурӗ 1 700 ытла мероприяти пулмалла иккен. Йӗркелӳҫӗсем вӗсене 120 пин ытла ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри халӑх тарҫисене пӗр кун лифтпа ҫӳреме чарасшӑн. Ҫак шухӑша Патшалӑх Канашӗн ӗнерхи сессийӗнче чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов каларӗ. Ку вӑл сывӑ пурнӑҫ тытса пырасси пирки калаҫнӑ май пулчӗ темелле. Спикер каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пырать.

Этем тенине хушнипе кӑна итлеттерме ҫӑмӑлах мар-тӑр. Хӑвӑнтан пуҫла теҫҫӗ-и-ха кун пек чух? Тен, ҫавна шута илсе те пулӗ Юрий Попов сывӑ пурнӑҫ йӑлипе пурӑнассине депутатсен тата влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсенчен пуҫламаллине палӑртрӗ. Шухӑшне аталантарнӑ май вӑл эрнере пӗрре лифтпа хӑпарма чарма сӗнчӗ. «Калӑпӑр, юнкун», — терӗ вӑл.

Анчах залра ларакансем ку шухӑша хапӑлласах йышӑнни сисӗнмерӗ. Правительствӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ 15 хутлӑ пулнӑран хӑраса ӳкрӗҫ-ши — калама хӗн. Хыснана перекетлеме май парать тени те вӗсен шухӑшне улӑштараймарӗ пек туйӑнчӗ.

 

Ҫул-йӗр

Самара Шупашкартан вӗҫекен самолетсене паянтан пуҫласа ҫула тухма чарнӑ. Ҫак транспортпа ҫӳрекенсемшӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫапла хӑтланни питех мар ӗнтӗ. Анчах та республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, самолетсем вӑхӑтлӑха кӑна вӗҫме чарӑннӑ. Капла хыпара вӑл Шупашкарти аэропорт хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет.

Асӑннӑ хулана самолетсене раштавӑн 31-мӗшӗччен вӗҫме чарнӑ иккен. Сӑлтавне те ӑнлантарнӑ. Асӑннӑ хулапа Шупашкара унччен «Тутарстан» авиакомпани самолечӗсем ҫыхӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ компани самолечӗсене «Ак Барс Аэро» текен компание парас ӗҫ пырать-мӗн. Унчченхи компание Росавиаци тӗрӗсленӗ те (ҫакна, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Тутарстанра асӑннӑ компанин самолечӗ персе аннӑ хыҫҫӑн тунӑ) унта кӑлтӑк чылай тупса палӑртнӑ иккен.

 

Ял пурнӑҫӗ Юр кӗлеткесем
Юр кӗлеткесем

Ҫӗнӗ Ҫул уявне кӗтсе илме Хӗрлӗ Чутай районӗнчи кашни ялах тӑрӑшса хатӗрленет. Кив Атикассинчи Культура ҫурчӗ умӗнчи площадка ҫак кунсенче юмахри сӑнарсемпе тулса ларчӗ.

Каҫсерен кунта илемлӗ чӑрӑш иртен-каякана савӑнтарать. Кунтах Аслӑ Хӗл Мучипе Юрпике тата вӗсен тусӗсем — тепӗр тӑватӑ Хӗл Мучи. 2014 ҫул хуҫи лаша ҫула тухма хатӗр. Иртнӗ Олимп элемӗ — упа, икӗ пингвин, икӗ матрешка. Кунтах юр тӑвайкки те ӑсталаса лартнӑ.

Илемлӗ кӳлепесене ӑсталанӑ ҫӗрте уйрӑмах библиотека ӗҫченӗ Ираида Аксакова, Кив Атикаси Культура керменӗн тата Ҫӗнӗ Атикасси клубӗн методисчӗсем Галина Гордеевӑпа Вячеслав Бармин хастар пулнӑ. Ытти культура работникӗсем те, кашниех, пултарнӑ таран пулӑшнӑ. «Ҫӗнӗ Ҫула пӗрле, хаваслӑн кӗтсе илӗпӗр!» — теҫҫӗ юр кӗлеткесем.

Сӑнсем (19)

 

Культура Уявра / Т. Акташ сӑнӳкерчӗкӗ
Уявра / Т. Акташ сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Ҫул умӗн пӗр эрне юлсан Нартукан уявне уявлама пуҫлаҫҫӗ. Ку уяв вӑхӑтӗнче ӗлӗк тӑвансемпе пухӑнса «ларма» ирттернӗ. Чӗнекеннисем арҫын ачасемпе каччӑсем пулнӑ, вӗсем нумайлӑха хӑнана хӗрсемпе тӑванӗсене чӗннӗ — ҫапларах ӑнлантарса парать Виталий Станьял «Мир чувашской культуры» (чӑв. Чӑваш культурин тӗнчи) кӗнекере. Эрне тӑршшӗ вӑл пынӑ. Уяв вӑхӑтӗнче ача-пӑча уйрӑмах савӑннӑ — Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне лартса капӑрлатнӑ, тӑррине сакӑр кӗтеслӗ ҫӑлтӑр вырнаҫтарнӑ, юнашар — автанпа мулкач кӳлеписене. Ачасене ертсе ҫӳрекенне Хӗл турханӗ тенӗ, унпа пӗрле Юрпикепе Ҫилачи чуптарса ҫӳренӗ. Савӑнӑҫлӑ уявра ачасем нартукан сӑввисем вуланӑ (хальхи пек вӑйпа вӗренттернӗскерсем мар, хӑйсем шуталса кӑларнисем те пулнӑ).

Раштавӑн 23-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкарти «Старая площадь» (чӑв. Кивӗ тӳрем) кафере «Сувар» тӗпчев фончӗ ӗлӗкхилле Нартукан уявне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ. Уява ертсе пыма Сархан Семёнова суйланӑ, — пӗлтерет уявӑн техӗмлӗ шӑршипе апатне тутанса пӑхнӑ Тимӗр Акташ журналист.

Пухӑннисем чӑвашсен йӑли-йӗркине чӗртме, ӗлӗк ирттернӗ уявсене ирттерме чӗнсе каланӑ — ку вӑл ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен йӑли-йӗркине упраса аталантарма пулӑшӗ тенӗ.

Малалла...

 

Персона

Эпир пӗрремӗш хут ҫулталӑк ҫыннине суйлас терӗмӗр. Ку ӗҫе пӗрремӗш хут йӗркеленине кура пӗтӗмӗшле сасӑлав ирттерес терӗмӗр — чӑвашлӑхшӑн тивӗҫлӗ ӗҫсем тӑвакансене те асӑнтӑмӑр, ура хураканнисене те. Тӳрех темиҫе ҫыншӑн сасӑлама юрать. Эсир суйланӑ ҫынна кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче палӑртӑпӑр.

Кандидатсене суйланӑ чухне эпир Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫутатнӑ хыпарсене тӗпе хутӑмӑр. Тен, ку йыша кӗмен ҫынсем те ҫак ҫулталӑк тӑршшӗнче ырӑ ӗҫ тунӑ пулӗ, анчах та эпир ҫутатманнине пула вӗсем пирки пӗлместпӗр. Тепӗр тесен ыттисене сӗнме те пултаратӑр — np@chuvash.org адреспа ҫырӑр, эсир сӗнекен ҫын мӗнле пысӑк ӗҫ тунине пӗлтерме ан манӑр, тата ҫакӑн ҫинчен хыпарлакан каҫӑ ярса парӑр. Тӳрех асӑрхаттаратпӑр, Николай Плотникова сӗнме кирлӗ мар (сасӑлав чӑнлӑха кӑтартаймасса пултарӗ). Маларах пӗлтерсен сирӗн кандидатшӑн ытларах ҫын сасӑлама пултарӗ.

Аяларах ҫулталӑк ҫынни пулма тивӗҫлисен йышне курма пултаратӑр. Вӗсене хушамат-псевдоним тӑрӑх йӗркеленӗ (сасӑлавра вӗсем яланхи пек урлӑ-пирлӗ вырнаҫнӑ /скрипт ҫапла йӗркелет/). Ячӗпе хушамачӗ хыҫҫӑн кандидата мӗнле ӗҫе пула тӑратнине кӑтартнӑ (ҫывӑх вӑхӑтра ырӑ ӗҫ пирки пӗлтерекен каҫӑсемпе пуянлатӑпӑр).

Малалла...

 

Чӑвашлӑх Чаваш наци конгресӗн элемӗ
Чаваш наци конгресӗн элемӗ

Раштавӑн 23-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн ларусен залӗнче районти обществӑлла пуҫарулӑх ушкӑнӗн йӗркелӳ пухӑвӗ иртрӗ. Ӑна регионсемпе нацисем хушшинчи туслӑхпа этноҫыхӑнӑва вӑйлатас, чӑваш нацин ӑс-хакӑлпа пурлӑх культурине аталантарас тӗллевпе пуҫарнӑ. Пухӑва Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Шестаков А.В., ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, муниципалитетӑн бюджетлӑ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, культура тата вулавӑшпа музейсен ӗҫченӗсем, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем хутшӑнчӗҫ.

Пухӑва Чӑваш Республикин муниципаллӑ органсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, Чӑваш наци конгресӗн Президиум пайташӗ Николаев С.А. ертсе пычӗ. Вӑл Чӑваш наци конгресӗн юлашки Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисемпе паллаштарчӗ, тӑван халӑхӑн ырӑ йӑли-йӗркине упрамалли тата ӑна малалла аталантармалли ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ. Чӑваш наци конгресӗ районсемпе хуласенче хӑйӗн уйрӑмӗсене уҫма палӑртнине пӗлтерчӗ, ҫавна май ӑна Трак енре те уҫма сӗнчӗ.

Пуху пӗр саслӑ пулса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмне уҫма йышӑнчӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Чӑвашлӑх

Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснисем «Ҫавал» ентешлӗх 20 ҫул тултарнине паллӑ туса савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ. Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет.

Ҫӗрпӳсене саламлама чи малтан ентешлӗх ертӳҫи Владимир Егоров тухнӑ. Вӑл паллӑ радиожурналист, Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Чӑваш радиора вӑй хунӑ, хальхи вӑхӑтра наци радиовӗнче тӑрӑшать. Саламлакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина пулчӗҫ, вӗсем районӑн чи маттур та хастар ывӑл-хӗрне Хисеп хучӗсемпе парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева вара уйрӑм чыс турӗҫ — районӑн депутатсен пухӑвӗ иккен ӑна «Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗҫтернӗ.

Юрӑ-кӗвӗпе вара чылай ушкӑн кӑмӑла ҫӗклерӗ — уява килнисен кӑмалне уйрӑмах Чиркӳллӗ Ямашри «Ямаш» фольклор ушкӑнӗ ҫӗклерӗ. Ҫавӑн пекех «Цивиляночка», «Шурвар» ушкӑнсем те пулчӗҫ. Ача-пӑчасем те пултарулахпа савӑнтарчӗҫ — «Ҫавалсене» саламлама Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӑс пухакан ачасем ҫитнӗччӗ.

Эпир те Ҫӗрпӳ районӗн ентешлӗхне 20 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлатпӑр!

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/40.html
 

Пӑтӑрмахсем

Арӑмӗпе упӑшки ҫӳпҫипе хупӑлчи тесе тӗрӗсех каланӑ ҫав ӗнтӗ ваттисем. Пӗрле ӗҫекенсем пирки те хӑш чух ҫапла калама юрать-тӗр.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пӗр кунӗнче Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче 39-ти хӗрарӑмпа арҫын хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ӳсӗрскерсене йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта йӗркеллӗ тытмалли пирки асӑрхаттарма пӑхнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе вӗсене шалти ӗҫсен пайне илсе кайма тӑнӑ. Ҫакӑншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ хӗрарӑм полицире ӗҫлекен хӗрарӑмпа ҫапӑҫма тапранса кайнӑ — пуҫран чышкӑпа темиҫе хутчен ҫапса янӑ.

Аллине ирӗке яракан ӳсӗр хӗрарӑм Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче кухня ӗҫченӗнче тӑрӑшаканскер пулнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3363, 3364, 3365, 3366, 3367, 3368, 3369, 3370, 3371, 3372, [3373], 3374, 3375, 3376, 3377, 3378, 3379, 3380, 3381, 3382, 3383, ... 3804
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 12

1931
94
Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...