Шупашкарта чрезвычайлӑ режима палӑртнӑ. Ӗнер каҫхи 9 сехет ҫурӑра Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра кирпӗчсем йӑтӑннӑ. Ҫурт 1-мӗш хутран пуҫласа 4-мӗш таран ҫурӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурӑлнӑ вырӑна ҫав ҫуртра пурӑнакансем асӑрханӑ та васкавлӑ службӑна пӗлтернӗ. Кӑштахран ҫуртри ҫынсене эвакуациленӗ. Пӗтӗмпе 70 хваттерти 153 ҫынна ҫуртран кӑларма тивнӗ. Хальлӗхе 117 ҫын тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. 36-ӑн, ҫав шутра — 4 ача, Шевченко урамӗнчи вӑхӑтлӑх пунктра кӗтес тупнӑ.
Суранланнисем, шар курнисем ҫук. Ҫуртри газа, электричествӑна сӳнтернӗ. Халӑ унта никама та кӗртмеҫҫӗ.