Политика
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ РФ Патшалӑх канашӗн тата ҫӗршыв аталанӑвӗн палӑртнӑ кӑтартӑвне сӑнакан комисси ларӑвне хутшӑннӑ. Ларӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ. Унта, тӗпрен илсен, социаллӑ экономика пурнӑҫ аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗршыв шайӗнчи хушусем епле пурнӑҫланнине тишкернӗ. Палӑртнине, Владимир Путин шухӑшӗпе, федераци влаҫӗсем те, регионсем те пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. Президент влаҫ органӗсемпе тӗрӗслев енӗпе ӗҫлекен общество организацийӗсем килӗштерсе ӗҫлени пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Путин указӗсене пирӗн патра епле пурнӑҫлани пирки чарӑнса тӑнӑ. «Ҫул карттипе ҫыхӑннӑ мӗнпур мероприятие — ун пеккисем 9 пулнӑ — эпир пурнӑҫласа пыратпӑр. 37 хушӑва Раҫҫейӗн Тӗрӗслев управленийӗ сӑнаса тӑнӑ, 17-шне пурнӑҫа кӗртнӗ», — тесе пӗлтернӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн гражданла пуҫарусен комитечӗ республккӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине ятран пӗлесшӗн иккен. Асӑннӑ комитет ҫакна Чӑваш Енӗн парламентне халӑхӑн сахал пайӗ шаннипе сӑлтавланӑ-мӗн. Социологи тӗпчевӗ ҫынсен 29,3 проценчӗ кӑна асӑннӑ органа шанать иккен, шанманнисем вара — 40,1% имӗш. Саккун кӑларакан органа ҫавӑн чухлӗн шанманни Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ историйӗнче пуҫласа палӑрнӑ имӗш. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине Гражданла пуҫарусен комитечӗ ҫынсем депутатсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлменнипе ҫыхӑнтарнӑ. Кашни депутат вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине тӗнче тетелӗнче ятран кӑтартма пуҫлани ку лару-тӑрура аван пулмалла-мӗн. Асӑннӑ комитет сӗнекен мелпе Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Мускав хула думин тата хӑш-пӗр регион парламенчӗсенче те ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ. Тен, Чӑваш Енри «халӑх тарҫисем» те ку информацие хӑйсен суйлавҫисене пӗлтерме хаваспах килӗшӗҫ-и?.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
Чӑваш ӑслӑлӑхпа ӳнер халӑх академийӗ конкурс ирттерме шухӑшланӑ. Ӑна генеологи йывӑҫне хатӗрлекенсем хушшинче йӗркелӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче ун пеккине 2003 тата 2007-мӗшсенче ирттернӗ. Анчах малтан вӑл республика шайӗнче пулнӑ, хальхинче вара ытти регионта пурӑнакансен ӗҫӗсене те йышӑнаҫҫӗ. Конкурса шухӑшласа кӑларакансем ҫынсем йӑх-тымарпа кӑсӑкланасси юлашки ҫулсенче ӳссе пырать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑх-несӗлсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланни этем хӑйне хӑй ӑнланасси ӳссе пынин палли тенӗ-мӗн конкурс положенийӗнче. Йӑх-несӗл йывӑҫне ӳкерсе конкурса хутшӑнма никама та чармаҫҫӗ. Анчах унта сахалтан та улттӑмӗш-ҫиччӗмӗш тымар таран кӑтартни кирлӗ. Йывӑҫа алӑпа та ӳкерме юрать, электрон хатӗрсемпе хатӗрлесен те йышӑнӗҫ. Авалхи сӑнӳкерчӗксемпе тата иллюстрацисемпе пуянлатсан аван. Конкурса ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетмелле. ХУШНИ: ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Валерий Клементьев ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, конгресс ку конкурса хутшӑнмасть. Хыпарти информацие эпир ҫав тӗлӗшпе ҫӗнетрӗмӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Максим Михайлов Нумаях пулмасть республикӑра «Театр юбилейӗсем — 2013» инҫет олимпиади иртнӗ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗскере хальхинче СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Олимпиадӑна хуласемпе районсенчи хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен музыка тата ӳнер шкулӗсенче ӑс пухакансене тата республикӑри культура училищинче вӗренекенсене явӑҫтарнӑ. Ӗҫсене тӗрлӗ ене пӑхса хакланине пӗлтереҫҫӗ: литературӑпа ӗҫлеме пултарнине, ӗҫсене илемлетнине кура, ыйтӑва хуравлани тӑрӑх, материала уҫса панине шута илсе... Проекта Тӑвайӗнчи ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева хутшӑннӑ. Вӑл унта тӗп парнене — Гран-прие ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш композиторӗсемпе классик-композиторсен пултарулӑхӗпе ӑна Светлана Глухова преподаватель паллаштарнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Енре пурлӑх хуҫисем ытларах чухне хӗрарӑмсем иккен. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Вӗсене мӗнпур хваттерпе ҫурт-йӗр, ҫӗр участокӑн, ытти пурлӑх пурӗ 615,6 пин штук тивет иккен. Арҫынсен харпӑрлӑхӗнче вара — 575,1 пин кӑна. Хӑш хулапа районта лару-тӑру еплине тишкернӗ те, этемлӗхӗн черчен ҫурри ҫине ҫыртарнӑ пурлӑх Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Канаш, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче хӗрарӑмсен пурлӑхӗ арҫынсеннинчен пушшех те самай-мӗн. Кунта асӑнман ытти районта вара арҫынсем ҫине ҫыртарни нумайрах иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Культура министрӗ ыйтупа килнӗ хӑнана йышӑннӑ кун Шӑматкун Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ — туризма спорт министерствинчен илсе культура министерствине пӑхӑнтарнӑ. Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спорт министрӗ Сергей Мельников хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак улшӑнӑва ырланӑ — ҫурҫӳрев тем тесен те культурӑпа ытларах ҫыхӑннӑ тесе пӗлтернӗ. Ун шучӗпе чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе культурин эткерлӗхӗ пирӗн пата килекен туристсемшӗн ыттисенчен кӑсӑклӑрах имӗш. Ҫавӑн пекех вӑл «Этникӑлла Чӑваш Ен» туристсен кану кластерне туса ҫитерсен ҫулҫӳревҫӗсем пирӗн пата чылайӑн килессе шанать имӗш. Ун валли кӑҫалтанпа федераци хыснинчен те укҫа уйӑрма пуҫланӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Куравра. Тимӗр Акташ сӑнӗ Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче кӑсӑклӑ курав иртнӗ — Палтай Микуҫӗ 50 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗскер. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх унта паллӑ ӳнерҫӗ хатӗрленӗ япаласемпе паллашма май пулнӑ — тимӗр укҫасемпе, тумтирсемпе, ытти тӗрлӗ эрешсемпе. Юбилей ячӗпе саламлама чылай ҫын пуҫтарӑннӑ — сӑмах каланӑ май Микуҫ Палтайне Митта Ваҫлей ячӗллӗ медале ӑсталама пултарнӑшӑн тав тунӑ. Ҫавӑн пекех ӳнерҫӗн ҫитӗнӗвӗсене те палӑртнӑ — унӑн ӗҫӗсене Чӑвашра ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пысӑк хаклаҫҫӗ иккен. Саламлакансен йышӗнче Николай Лукианов, Вера Кузьмина, Илле Иванов, Сархан Семёнов, Владимир Алмантай, Праски Витти, Марина Карягина, Владислав Николаев, Тимӗр Тяпкин тата ыттисем пулчӗҫ. Балтаев Николай Михайлович 1963 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. Паллӑ ӳнерҫӗ тимӗре илемлетес енпе ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтенче вӑл Павловори ӳнер училищинче, В. Мухина ячӗллӗ ӳнерпе промышленноҫӗн аслӑ училищинче пӗлӳ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культура институчӗнче халӑхӑн ӳнер пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ пулса вӑй хурать. |
Пӑтӑрмахсем
Пирус тавраш сиенлӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет. Сывлахӗ те сиенленет, укҫи те тӑкакланать. Нумай пулмасть пӗр Шупашкар ҫыннипе укҫа енчен тӑкаклӑ пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен. Пируспа ҫыхӑннӑскер. Хайхи усламҫӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ — Мускав ҫынни пируса йӳнӗпе сутнӑ иккен. Унпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн пирусне Мускав кайса илмелли пирки пӗлтернӗ. Пирӗн усламҫӑ хӑварт кӑна тӗп хулана ҫитнӗ, анчах сутӑҫпа тӗл пулма май килмен, ҫавах та лешӗ шанчӑка ҫухатмалла мар тесе пӗлтернӗ имӗш — пирус туянас тесен укҫине куҫармалла ҫеҫ, вӑл вара тавара тарнспорт компанипе ярса парӗ. Шупашкар ҫынни килӗшнӗ, ахӑртнех усламне тӑвасшӑн ҫуннӑ пулинех. Мускаври ҫын тавара чӑн та ярса панӑ, анчах та усламҫӑ кунта курупкасене уҫсан унта кирпӗч ҫеҫ пулнине курнӑ. Ҫапла май Шупашкар ҫыннин самай хаклӑ хакпа кирпӗч туянма тивнӗ. Халь ку ӗҫпе тӗрӗслев пырать. Ултавҫӑна шыраҫҫӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Шупашкар / Н. Плотников сӑнӗ Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ. Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ. Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Замечательные люди Чувашии» (чӑв. «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем») кӗнекесен ярӑмӗ ҫӗнӗ кӑларӑмпа пуянланнӑ — Чӑваш кӗнеке издательстви Юрий Артемьев паллӑ литературовед Константин Иванов поэт пурнӑҫӗ ҫинчен кӗнеке хатӗрлени пирки пӗлтерет. «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессемертие» (чӑв. Константин Иванов: пурнӑҫӗ, шӑпи, вилӗмсӗрлӗхӗ) ят панӑскер вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн кун-ҫулне тӗплӗн уҫса парать. Тӑван халӑхӑмӑрӑн классикӗн пултарулӑхне тишкернӗ май Юрий Артемьев тӗнче культурипе ҫыхӑнтарса уҫса пама пӑхнӑ тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче. Кӗнекене хатӗрленӗ май автор архив хучӗсемпе, фактсемпе, хальхи вӑхӑтра пурӑнакансен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Автор пирки каласан, вӑл — СССР писательсен союзӗн пайташӗ, критик, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 1941 ҫулта Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче, М. Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. 1982 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫлекенскер вырӑс тата тӗнче литературин, халӗ вара вырӑс литературин кафедрине ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |