Патӑрьел районӗнчи пӗр ялти культура ҫурчӗ 400 алӑклӑ пулса тухнӑ. Ун пекки пулма пултараймасть тесе тӗлӗнет-тӗр вулакан. Анчах хут ҫинче темле те «ӳкерсе» хума май пур мар-им вара? Шӑпах ҫавӑн пек хӑтланнӑ та асӑннӑ районти 30 ҫулти усламҫӑ.
Вӑл ялти культура ҫуртне юсасси пирки муниципалитет килӗшӗвӗ туса ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӗҫне ҫитернӗ хыҫҫӑн 2012-мӗш ҫулта икӗ чӳрече вырнаҫтарни тата 400 алӑка сӳтсе йӗркене кӗртни пирки отчет тунӑ. Ҫав хут тӑрӑх усламҫӑна хыснаран 140 пин тенкӗ тӳленӗ.
400 алӑклӑ культура ҫуртне юсани пирки нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫӑна халӗ улталанӑшӑн явап тыттарас хӑрушлӑх пур. Анчах ҫакна та палӑртмалла: тӗпчев пынӑ вӑхӑтра вӑл мӗнпур тӑкака саплаштарнӑ — улталаса илнӗ укҫана тавӑрса панӑ.