Республикӑра
Пултаруллӑ ӗҫченсенчен пӗрисене чысланӑ самант Паян республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне — Раҫҫей тата чӑваш пичечӗн кунӗсене — паллӑ тунӑ. Уяв Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче иртнӗ. Фойере яланхиллех МИХсем, издательствӑсем тата карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем (пичет кунӗпе вӗсем хӑш енчен ҫыхӑннине ӑнлансах пӗтереймерӗмӗр те… Юрӗ, пурне те пӗлмесен те) хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе паллаштаракан куравсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн стенчӗ умӗнче вара тележурналистсем ӑна тӳрӗ эфирта уяв ячӗпе саламлама май туса панӑ. Михаил Игнатьев пресса кирек хӑҫан та халӑх шухӑшне йӗркелекен инструмент пулса тӑнине палӑртнӑ. Республикӑн Правительствипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем вара МИХсемшӗн уҫӑ пулма, пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки вӑхӑтра пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ тенӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл журналистсене гражданла активлӑ позици йышӑннӑшӑн, тӑван республикӑна юратнӑшӑн, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пырассине сарнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш Ен влаҫӗ хӑйне тӗрӗс критикление те кӑмӑлланине палӑртса хӑварнӑ Элтепер. Сӑнсем (80) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта иртнӗ ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче «550 ырӑ ӗҫ» марафон ирттерме йышӑннӑ. Вӑл паян кун та малалла тӑсӑлать. Ҫавна май Шупашкарти 26-мӗш ача-пӑча пахчине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантарасси» учреждени ертӳҫин ҫумӗ Елена Фарфоровская пырса ҫитнӗ. Паллах, пушӑ алӑпа мар. Ачасене вӑл Шупашкарта ырӑ ӗҫсем туни, ятарлӑ акцисемпе маарфонсем ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ учреждение ҫӳрекен Валерия Никонова ашшӗ-амӑшӗ ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫынсене тав туса сӑмах та каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян Кӳкеҫре чӑвашсен облаҫри ҫар комиссарӗ пулнӑ пӗрремӗш ҫынна, Иван Ефимова, хисеплесе асӑну хӑми уҫнӑ. Вӑл асӑннӑ районти Юртукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗн пысӑк пайне патшалӑх службине халалланӑ. 1920–1925 ҫулсенче Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш комиссарӗ пулнӑ. Ҫак должноҫе шанса панӑ чух вӑл 24 ҫулта кӑна пулнӑ. «Такам паллакансем пулнӑ-тӑр, ҫавӑнпа ун пек должноҫе шаннӑ пулӗ», — тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Ун чух тӑван-пӗтен тӑрӑх суйласси йӑлара пулман теҫҫӗ. Иван Ефимов хӑйне евӗр шухӑшлама пултарнипе репсубликӑра ҫар ӗҫне ертсе пыма тивӗҫнӗ. Кайран вӑл 10 ҫул Сталин лагерӗсенче ларнӑ. Ирӗке тухсан Шупашкарта пурӑннӑ. Кунта ҫакна та палӑртса хӑварар: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Кӳкеҫре чӑвашсен пирвайхи прокурорне Александр Лбова халалласа район прокуратурин ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми уҫнӑччӗ. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Таллинн хулинчи (Эстони) наци культура обществисен «Лира» пӗрлешӗвӗ «Полет Синей птицы» (чӑв. Телей кайӑк ҫулӗпе) ҫамрӑк талантсен ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Вӑл кӑҫалхипе Эстоние 21-мӗш хут пухӑннӑ — конкурс ҫулсеренех иртет. Хальхинче унта Раҫҫейрен, Беларуҫран, Латвирен тата Эстонин тӗрлӗ хулинчен килнӗ конкурсантсем ӑмӑртнӑ. Нарвӑри «Нарспи» чӑваш обществинчен Алина Кузнецова хутшӑннӑ — ҫӗнтерупе таврӑннӑ. Анне ҫинчен чӑвашла юрӑ жюрине те килӗшнӗ, куракансене кӑмӑлне те кайнӑ. Ҫапла май вӑл «Наци культурине упранишӗн» диплома тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Кил хуҫи Людмила Данькова Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнче хӑйне евӗрлӗ музей пур иккен — нумай пулмасть ун пирки «Чӑваш Ен» телеканал каласа панӑ. Ку музея килсен унпа паллашма кӑна мар май пулӗ, кил хуҫи — Людмила Данькова — хӑналаса та ярӗ. Хӑнасене кунта яланах чӑваш юрри-ташшисемпе кӗтсе илеҫҫӗ. Килӗнче те авалхи япаласем нумай. Ку музея тӑвас шухӑш имӗш 6 ҫул каялла ҫуралнӑ — хӑйӗн упӑшкипе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӑна килне йӗркеленӗ. Авалхи япаласене те Людмина тахҫанах пухать имӗш — сахал мар пухӑннӑран музей йӗркелесси ҫуралнӑ та. Хӑш-пӗр япаласене кӳршӗсем те илсе килсе панӑ. Чи кӑсӑклӑ япаласен шутӗнче ҫак хӑна музейӗнче (ҫапла ят памалла пуль?) 1876 ҫулхи сӑра пичкипе ҫӑпата пур. Ҫавӑн пекех музей 1900 ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесемпе пуян. Ӗҫлекен патефон та кунта пур. Музея хӑнасем килсех тӑраҫҫӗ. Аякран килнисем те пулкалаҫҫӗ. Хӑш-пӗр кун ҫемьисемпех килсе пурӑнаҫҫӗ — пӗлтерет вырӑнти культура ҫуртӗнче ӗҫлекен кил хуҫи. Пӗрре ҫапла цирк артисчӗсем те хӑнара пулнӑ иккен — вара музейпе ҫӗменсем те, тилӗсем те паллашнӑ. Яла ҫити ҫул ҫукки ҫеҫ пӑшӑрхантарать Людмила Даньковӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкарти «Промтрактор» савута хирӗҫ пысӑк индустри паркне тума тытӑннӑ. Тахҫанах палӑртнӑ ӗҫсене тинех тума пуҫӑннӑ теме пулать. Чи малтанах шыв пӑрӑхӗсемпе шӑк-пӑх пӑрӑхӗсене вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫаврӑнса каймалли ҫул ӑҫта пулассине те палӑртмалла. Ун хыҫҫӑн индустри паркне газ ҫитерӗҫ тата электроэнергипе тивӗҫтерӗҫ. Ку ӗҫсене ҫуркуннесене хатӗрлесе ҫитересшӗн иккен — ҫапларах республикӑраи капиталлӑ ҫурт тӑвӑм управленийӗн директорӗ Владимир Громов шантарнӑ. Республика правительстви инфраструктурӑна кӑна туса парӗ — ҫурчӗсене предприятисем хӑйсем хӑпартӗҫ. Ӑҫта мӗн туса лартасси пирки каласан вырӑнӗсене те палӑртса хунӑ иккен. Пурӗ 10 лаптӑк уйӑрнӑ. 7 компани ӗҫе пуҫӑнма хатӗр, тепӗр виҫҫӗшӗ аукцион ирттерессе кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Клуб хатӗрленӗ япаласен пуххи / Н. Плотников тунӑ сӑн Ӗнер, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче «6х7» галерейӑра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗн центрӗнче ӗҫлекен «Тӗрӗ тӗнчи» чӑваш тӗррин клубӗ хатӗрленӗ ӗҫсен куравӗ уҫӑлнӑ. Ку клуб хӑйӗн ӗҫне 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче пуҫланӑ. Ӑна пуҫлас тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче нумай вӑй Валентина Минеева хунӑччӗ. Паянхи куна илес пулсан клуба вулавӑш ӗҫченӗ Кузнецова Надежда Михайловна ертсе пырать. Унта тӗрлӗ ҫулсенчи ҫынсем ҫӳреҫҫӗ — шкул ачисенчен пуҫласа канӑва тухнисем таранах. Надежда Михайловна тӑрӑшнипе ҫак клубра хатӗрленӗ ӗҫсем республикӑри ӑмӑртусене те, Чӑваш Ен тулашӗнчисене те сахал мар хутшӑнаҫҫӗ. Ӗҫсене тӑратнипе кӑна мухтамалла мар ӗнтӗ — вӗсем чылай чухне ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреҫҫӗ. «6х7» галерейӑри курав килсен эсир алшӑллисемпе те, тутӑрсемпе те паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех кӗрӳ тутрисем те, хӗрарӑм тумтирӗ те унта пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӑрнар районӗнчи 1-мӗш шкулта Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ Иван Никифоров ҫуралнӑранпа 104 ҫул ҫитнине хатӗрленме тытӑннӑ. Вӑл чылай ҫул педагогикӑра ӗҫленӗ. Вӑрнарта пурӑннӑ. 94 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ Иван Никифоров ячӗпе хисепленсе тӑрать. Асӑну кунӗ тӗлне шкул вулавӑшӗнче «Эпир асра тытса пурӑнатпӑр» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта Никифоровпа ҫыхӑннӑ материалсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, статьясемпе паллашма май туса панӑ. Шкулта викторина, класс сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, математика олимпиада, хаваслисемпе тавҫӑруллисен конкурсне ирттерме палӑртаҫҫӗ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Иван Никифоров ҫуралнӑ кун, мӗнпур класра ун пирки аса илсе калаҫу ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Саминара хутшӑннисем Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра тата тухӑҫлӑ вӗрентесси» семинар иртнӗ. Семинарта чӑваш чӗлхине хальхи вӑхӑтра аталантармалли майсем пирки калаҫнӑ, ҫавӑн пекех «Г.Н. Волков академикӑн чун-чӗм еткерлӗхне шкулсенче вӗрентесси», «Ачасен пуплевӗн лексика пуянлӑхне ӳстересси», «Класс тулашӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑма витӗм кӳни» тата ытти доклада итленӗ. «2014 ҫул — Культура ҫулталӑкӗ. Ҫавна май пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем тӑван культурӑпа, историпе мухтанма-мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене тытса пырсан халӑхӑмӑр та, чӗлхе те сыхланса юлатех. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — семинара хутшӑннисем ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ӗнер Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн малашнехи аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва унта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем пухӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх самай пулӑшу кӳнине палӑртнӑ. Сӑмахне цифрӑсемпех ҫирӗплетнӗ — иртнӗ ҫул асӑннӑ отрасль валли республикӑра пӗтӗмпе 2,45 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. 2012 ҫулхипе те танлаштарса пӑхнӑ: укҫа виҫи 19 процент хутшӑннӑ. Ял хуҫалӑхӗнче аш-пӑш тата сӗт туса илни ҫулталӑкӗпех тупӑш кӳнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та фермӑсене малашне те юсаса-ҫӗнетсех тӑмалла. Сӗт-ҫӑва тирпейлесе республика тулашне ӑсатассине те йӗркелемелле. Михаил Игнатьев сӗт отрасльне мӗн чухлӗ усламҫӑна явӑҫтарни тӑрӑх район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен ӗҫне хаклама май пуррине те систерсе хӑварнӑ. 3–5 ҫулта ял хуҫалӑхне пысӑк укҫаллӑ пӗр инвестора та явӑҫтарайман тӑк, район админстрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитереймест тесе пӗтӗмлетме юрассине палӑртнӑ. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов иртнӗ ҫул 23 фермӑна юсанине е ҫӗнӗрен туса лартнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |