Культура
![]() «Асамат кӗперӗ» центрта Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче «Чӑваш халӑхӗн ӑсӗпе илем тӗнчи» курав уҫӑлнӑ. Экспозицире — ЧР халӑх ӳнерҫин, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Моисей Спиридоновӑн 60 ытла ӗҫӗ. Курава Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Моисей Спиридоновӑн 20 ҫулта (1920–1945 ҫулсенче) акварельпе ӳкернӗ ӗҫесенче чӑваш тӗррин орнаментне, эрешлесе тӗртнӗ пире, вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑ капӑрлӑха, йывӑҫран касса тунӑ хатӗр-хӗтӗре сӑнланӑ. Уйрӑмах качча каякан хӗрӗн ҫитти, каччӑ тутӑрӗ, хӗрарӑм кӗпи, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр, пиҫиххи, арҫын халачӗ пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ эрешсене сурпансем ҫинче кӑтартнӑ. Вӗсене Моисей Спиридонов Чӑваш Енри районсене экспедицисене ҫӳренӗ вӑхӑтра пуҫтарнӑ. Моисей Спиридонов — живописец, портретҫӑ, график, ӗлӗкхи тӗрӗсене пухаканӗ, чӑваш орнаменчӗн тӗпчевҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раиса Михайловӑн ӗҫӗсем Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче пурӑнакан ҫынсем ал ӗҫне юратаҫҫӗ. Ҫакна курав та ҫирӗплетет. Кунерти информаципе культура центрӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа чӑваш наци тӗррин «Хӗрарӑм аллин ӑшши» курав йӗркеленӗ. Мӗн кӑна ҫук-ши кунта: тӗрленӗ тутӑрсем, сӗтел ҫиттисем, салфеткӑсем, ал шӑллисем… Орнамент пуян, тӗссем вара — йӑлана кӗнисем. Ҫакна пӗтӗмпех пӗр хӗрарӑм ӑсталанӑ. Вӑл — Кунерти ветерансен ҫурчӗн заведующийӗ Раиса Николаевна Михайлова. Курава ҫитнисене уйрӑмах тӗрленӗ минтер илӗртнӗ. Курава чӑваш тӗррин илемне туйма вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() «Антонина» — сцена синче Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шӑмӑршӑри культура аталанӑвӗн центрӗнче ачасен «Антонина» халӑх ансамблӗ юбилейла концерт лартӗ. «Антонина» 20 ҫул тултарнӑ! 1994 ҫулта районти культура ҫуртӗнче ачасен «Антонина» хореографи ансамблӗ йӗркеленнӗ. Ушкӑн ертӳҫи паянхи кунччен те — Антонина Васильевна Нефедова. 1999 ҫулта халӑх пултарулӑхӗнчи йӑлана сыхлама, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн хореографи ансамбльне халӑх ятне панӑ. Ушкӑн сумлӑ ҫак ятпа паянхи кунччен ҫӳрет. «Антонина» халӑх ансамблӗ хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать. Ташшисем ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлаҫҫӗ. Репертуарӗ пуян: вырӑс, украин, тутар, еврей, чикан халӑхӗсен ташшисем пур (Шӑмӑршӑ район сайчӗ чӑвашлисем пурри пирки пӗлтермест). Ачасем эстрада ташшисене та аван ташлаҫҫӗ. «Антонина» республика, район шайӗсенче иртнӗ конкурссенче пӗрре май ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта «Созвездие» центр «Наци пуянлӑхӗ — 2014» пӗтӗм тӗнчери инҫет интернет конкурсӗ ирттерме палӑртнӑ. Вӑл ытти хӑш-пӗр конкурсран уйрӑлса тӑрӗ. Фестивале Ҫӗр чӑмӑрӗнчи кирек мӗнле вырӑнтан та пӑхма май пулӗ. Йӗркелӳҫӗсем конкурса тӗнче тетелӗнче онлайн мелӗпе кӑтартма палӑртнӑ. Фестивале яланхи пекех 5–17 ҫулсенчи пултаруллӑ ачасем хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Еврокурав тата Ҫӗнӗ хум финалисчӗсем. Хальлӗхе конкурсҫӑсен списокӗ паллӑ мар-ха, мӗншӗн тесен заявкӑсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Конкурс Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1–4-мӗшӗсенче Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пулӗ. Конкурсҫӑсем тӗрлӗ номинаципе жанра хутшӑнӗҫ: «Ҫӗршыв патриочӗсем», «Вокал», «Хореографи тата мода театрӗ», «Ӳнер сӑмахӗ». Конкусҫӑсене Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври вокал тата хореографи ӳнерӗсен профессионалӗсем хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне халалланӑ пресс-конференцире ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова кӑҫал Роспотребнадзор тимлӗ пулассине пӗлтернӗ. Чӑваш Ене ППЭ вӑхӑтӗнче федераци инспекторӗсем килӗҫ. Пӗлтӗр шкултан вӗренсе тухакансем ППЭре пысӑк балсем пухни сисчӗвлентернӗ-мӗн. Ун чухне пирӗн выпускниксем Раҫҫейри лидерсен йышнӗ кӗнӗччӗ. Светлана Петрова каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзор мӗншӗн иккӗленни паллӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре ППЭ правилисене пӑснӑ виҫӗ ача ҫеҫ ҫакланнӑ. Анчах шкултан вӗренсе тухакансем тӗнче серепинче чӑн-чӑн КВМсене (контрольпе виҫев материалӗсем) тупма та пултарнӑ-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем экзамена хатӗрленсе, хуравсене пӗлсе килнӗ имӗш. Иккӗленӗве тата акӑ мӗн вӑйлӑлатать: ачасем халӑх тетелӗсенче педагогсене шпаргалкӑсемпе улаталани, экзаменра вӗрентекен пулӑшни пирки ҫыраҫҫӗ. Министр ҫумӗ кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, экзамен тытмалли вырӑнсенче видеосӑнав, металл шыракан аппарат лартӗҫ. Тӗрлӗ вӑхӑт поясӗсем валли КВМсем расна пулӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсене тӗнче серепинче шыранин усси ҫук-мӗн. Ҫитменнине, Роспотребнадзор тӗнче серепине суя КВМсем вырнаҫтарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Елчӗк район прокурорӗ Василий Николаев (сулахайри) ертсе пыракан коллектив субботникра Октябрь урамӗнче вырнаҫнӑ районти прокуратура умӗпе утса иртме кӑмӑллӑ тесе пӗлтерет Елчӗк район администрацийӗ. «Саккун хушнипе пурӑнма хистекен прокуратура ӗҫченӗсем хӑйсем те кулленхи пурнӑҫри кашни кунхи ӗҫе пысӑк яваплӑха туйса пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ. Иртнӗ кунсенчи уяр ҫанталӑкпа усӑ курса ушкӑнпа тухса территорие тирпей-илем кӗртни те ҫакнах ҫирӗплетсе пачӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем ыттисенчен маларах, районта ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче экологи уйӑхӗ пуҫланичченех тума ӗлкӗрчӗҫ», — шӑрҫаланӑ райадминистраци сайтӗнчи информацире. «Ҫуркуннехи илеме маларах курас килнипе вӑхӑта васкатса урама тасатма, тирпейлеме тухрӑмӑр», — тенӗ иккен прокуратурӑра тӑрӑшакансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула влаҫӗсем велосипедпа ҫӳрекенсем юлашки вӑхӑтра йышланса пынине асӑрханӑ. Ҫак транспорт хатӗрӗн лайӑх енӗсен шутӗнче хӑвӑрт ҫитме май килнине, ӑна туянма йӳннине, усӑ курма ансатне, сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшнине асӑнаҫҫӗ. Анчах вырӑна ҫитсен ӑна ӑҫта лартса хӑвармалла-ха? Хуҫасӑр тӑраканскере атту куҫ хывакансем те часах тупӑнӗҫ. Шупашкарта велосипедпа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ парковкӑсем тутарасшӑн. Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем хӑйсен территорийӗнчи суту-илӳ предприятийӗсен территорийӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. «Мега Молл» суту-илӳ центрне «Спортмастер» лавкка енчен кӗнӗ ҫӗрте, «Мегастроя» «Мега сад» енчен кӗнӗ тӗлте, «Лента» суту-илӳ комплексӗ патӗнче ятарлӑ вырӑнсем пур иккен. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ те велосипедсене ҫӑрана питӗрсе илмелли вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Унпа вӑл хӗлле усӑ курмасть, ҫуркунне вара кӑларать. «Шупашкар» универмаг, «Дар»–«Шупашкар» пасар» общество, «Кӗрӗк», Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи авторынок, Кӑнтӑр пасарӗн, «Метро» суту-илӳ центрӗн, «ОВАС», «Диапазон», «Тройка» ертӳҫисем те велосипедпа ҫӳрекенсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме хатӗр-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫуллахи каникулта ачасене канма кайма путевка илме заявкӑсене кӑҫал икӗ тапхӑрпа йышӑнӗҫ. Ҫакна асӑннӑ ҫырусене хӑй тӗллӗн йӗркелекен программӑна «шеллесе» тунӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна лекекен тиеве пӗчӗклетесшӗн-мӗн. Тата заявкӑсене йышӑнакан программӑна ҫӗнетнӗ иккен. Ҫапла вара ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗсене икӗ тапхӑрпа йышӑнассине республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова ашшӗ-амӑшне шелленипе сӑлтавланӑ. Пӗлтӗр харӑс йышӑнма тытӑннине пула программӑра чӑрмавсем пулса иртнӗ пулать те ҫавна май ашшӗ-амӑшӗ тан мар условие лекнӗ. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче заявленисене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Чӑваш Енри социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йышӑнӗҫ. Тепӗр эрнерен, акан 19-мӗшӗнче, ытти муницпалитетра пухма тытӑнӗҫ. Маларах заявка панисене чаплӑрах вырӑнсене лекӗҫ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар, пурне те пӗр пек валеҫӗҫ тесе ӗнентернӗ министр ҫумӗ нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире. Хула тулашӗсенчи лагерьсенче пӗтӗмпе кӑҫал 15279 ача канӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 15 процент нумайрах. Ашшӗ-амӑшне путевка хакне хысна шучӗпе 5 процентран пуҫласа 50 процент таран саплаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Акан 18-мӗшӗнче (ку кун эрнекуна лекет) Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Тӑвай ентешлӗхӗн кунӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Программӑра: Тӑвай районӗнчен тухнӑ паллӑ юрӑҫсен концерчӗ, Тӑвай райповӗ туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн суту-куравӗ, алӗҫ ӑҫтисен куравӗ. Тӑвайсем пурне те уява йыхравлаҫҫӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ваттисен ҫурчӗн заведующийӗ Людмила Федорова ҫӗнӗ тухӑҫшӑн савӑнать Шупашкар районӗнчи Шӑмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем хушма хуҫалӑх та тытаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен теплица та пур. Унта халӗ кӑҫал пӗрремӗш тухӑҫ — симӗс сухан — туса илнине пӗлтереҫҫӗ. «Вӑл — витамин ҫӑлкуҫӗ. Ӑна эпир салата та яратпӑр, яшкана та», — теҫҫӗ иккен ҫуртра ӗҫлекен социаллӗ ӗҫченсем. Шӑмӑшсем теплицӑпа кӑна мар, ҫурт чӳречисене те тивӗҫлипе усӑ кураҫҫӗ иккен. Хӑяр, помидор тата пӑрӑҫ калчи ӳссе ларнӑ. Вӗсене теплицӑна куҫарма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Кӗҫех ытти пахчаҫимӗҫ те: редис, укроп, салат тата петрушка — ӳссе ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |