Уйрӑм хушма хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт хакне утӑ уйӑхӗнчен 1-мӗшӗнчен тытӑнса уннӑ пахалӑхне кура тӳлеме тытӑнмалла. Ку шухӑша Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та палӑртнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере Шупашкар районӗнче пулнӑ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов та ку шухӑша палӑртнӑ иккен. Район администрацийӗн ларусен залне ветеринарсене, сӗт пухакансене пухсах ҫавӑн пирки ӑнлантарнӑ.
Республикӑра ял хуҫалӑх предприятийӗсем сӗт сутасси ӳссе пырать иккен-ха, анчах уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче ӗне тытакансем чакнӑ май сӗт сутасси те чакать-мӗн. Кунта ҫынсенчен сӗте йӳнӗрехпе туянни те витӗм кӳрет пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӑхран сӗт пахалӑхӗ тивӗҫтерменни пирки те калаҫҫӗ. Пухаканӗсем ҫынсем сӗте шывпа тата ыттипе хушаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ иккен, ҫыннисем вара сӗт пуҫтараканӗсем сахалтарах тӳлессишӗн вӗсем ҫине йӑвантарасшӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
10 кунта пӗрре сӗт пахалӑхне тӗплӗн тӗрӗслесен, 10 кунта пӗр-икӗ хутчен сӗтри ҫу хисепне виҫсен йӗрке пуласса шанаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкар районӗнче халӑхран сӗте 5 организаци пуҫтарать иккен. Литршӑн вӗсем 17–18 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.