Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнчи Тепте ял старости Игорь Овчинников кӳршӗри Вӑтам Ирҫери «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча пахчине ан хупчӑр тесе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патнех ҫитнӗ. Староcта Михаил Васильевича пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учреждение 30-а яхӑн ача ҫӳрет. Ача-пӑча пахчине хупсан шӑпӑрлансене ӑҫта ямалла тесе пӑшӑрханаҫҫӗ иккен ашшӗ-амӑшӗ. Тӗрӗссипе, вӗсем кӑна мар-тӑр-ха. Унта ӗҫлекенсен те сехри хӑпнӑ пуль. Ара, ялта ӗҫ вырӑнӗсӗр юл-ха... Пӗчӗккисен учрежденийӗ санитари правилисен нормисене тивӗҫтерсе тӑманнине кура юсама хупмалла-мӗн. Шикленсе ӳкнӗ староста тата ял ҫыннисен шучӗпе ӑна юсама мар, пуҫӗпех хупса лартӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Тептере тата Вӑтам Ирҫере пурӑнакансене лӑпланма хушнӑ. Етӗрне район администрацийӗ ача-пӑча пахчине юсама 1,2 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ иккен. Ҫав укҫана тӗплӗ юсав ирттерме уйӑрӗҫ. Мӗнпур ӗҫе ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче пурнӑҫламалла. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ӑна уҫма хатӗрлесе ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ӗнер, акан 14-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн йышӑну тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ярса паракансем паян та пулчӗҫ — вӗсене те кӗртрӗмӗр. Пурӗ ҫапла 160 ӗҫе яхӑн пухӑнчӗ. Вӗсенчен 100 ытла видеосӑвва ӗнерпе паян кӗртрӗмӗр. Кӗскен ҫапла пӗтӗмлетме пулать. Тӗрлӗ тӑрахсенчен хутшӑнчӗҫ. Пире уйрӑмах, конкурса Тутарстанри чӑвашсем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пани савӑнтарчӗ. Вӗсене ятарлӑ ҫырупа пӗлтермен пулин те кӳршӗллӗ республикӑри виҫӗ районтан вуншар ӗҫ килчӗ. Чӑваш Енрен те видеосӑвӑсем тӗрлӗ тӑрӑхсенчен ҫитрӗҫ: Муркаш районӗнчен, Шупашкар районӗнчен, ҫавӑн пекех Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Красноармейски, Тӑвай, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенчен, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗрпӳри шкулсенчен. Тӗрлӗ ӳсӗмрисем хутшӑнчӗҫ — 5 ҫулхи хӗрачаран пуҫласа ҫитӗнсе ҫитни таранах. «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӑн йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗсене пирӗн акан 24-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ишлейри ҫак кивӗ котельнӑй укҫа мурӗ кӑна Шупашкар районӗнчи Ишлей тӑрӑхӗнчи Ишлей ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен 27 ҫын — вӑл шутра культура ӗҫченӗсем 24-ӑн — виҫӗ уйӑх шалусӑр ларать иккен. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Яков Кушев: «Акӑ тепӗр ҫын ӗҫрен каясшӑн. Кампа ӗҫлемелле малашне?» — тесе пуҫ ватать тесе пӗлтерет «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат. Шалусӑр ларнине пула кӑҫал ял тӑрӑх администрацийӗн икӗ ӗҫченӗ кунтан тухса кайнӑ та-мӗн. «Ишлей ял тӑрӑх администрацийӗн финанс ӗҫӗ-хӗлне Шупашкар районӗн централизациленӗ бухгалтерийӗ йӗркелесе пырать. Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче район администрацийӗн финанс пайне ЧР Арбитраж сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртмелли документ ҫитнӗ. Ишлейсем Газпромӑн Шупашкарти, районсен хушшинчи пысӑк организаци умӗнче парӑма, пурӗ 3 миллион та 600 пине яхӑн тенкӗ, кӗнӗ. Ӑна ял тӑрӑх администрацине 3 уйӑхра тӳлесе татма ыйтнӑ. Кун пек суммӑна яваплисем палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне тупса парайман, ҫавӑн пекех шута хупма чаракан нимӗнле документ та тӑратман. РФ Бюджет кодексӗн 242.5 статйин 7-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн финанс пайӗ Ишлей ял тӑрӑх администрацийӗн шучӗ ҫине куҫакан укҫа-тенке тӑкакламалла мар тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн Культура министерстви «Раҫҫей» тата «вырӑс» сӑмахсем пӗр пек тесе шухӑшлать иккен. Ҫакна вӑл «Патшалӑхӑн культура политикин никӗсӗ» программа проектӗнче палӑртса хӑварнӑ. Документа ҫӗршыв Президенчӗн Администрацине ярса панӑ та ӗнтӗ. Проектра «Вырӑс (Раҫҫей) культурин цивилизациллӗ тӗшши» Раҫҫей империйӗ, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗ аталаннӑ тапхӑрта ылмашманнине палӑртнӑ. «Раҫҫей патшалӑхӗн йышӗнчи халӑхсем ҫӗршыв аталаннӑ май пӗрлехи культурӑна йышӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем Раҫҫей культуринче тӗл пулман наципе культура уйрӑмлӑхӗсенчен пӑрӑннӑ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен автор проекчӗсем. «Факт енчен пӗр пеккине кура «вырӑс» тата «Раҫҫей» ӑнланусене уйрӑма май ҫук», — тенӗ-мӗн документра. Ҫав вӑхӑтрах унта «Пӗрлехи Раҫҫей культури Раҫҫейӗн тымар халӑхсен ҫитӗнӗвӗсене ӗмсе илнӗ» шухӑш та пур иккен. Культура министерстви «мультикультурализм идеологине ним тусан та йышӑнмалла мар» шухӑшлӑ иккен. Раҫҫейӗн йӑлана кӗнӗ хаклӑхӗсемпе килӗшсе тӑмалла мар тыткаланине «пултарулӑх ирӗклӗхӗ» тата «наци хӑй тӗллӗнлӗхӗ» текен нимле ӑнлав та тӳрре кӑлараймассине палӑртать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫапларах пӗлтерет ЧНК сайчӗ. Асаилтеретпӗр, ҫак конкурс иртнӗ шӑматкун Чӑваш патшалӑх филармонинче иртрӗ. Унта пурӗ 37 юрӑҫ хутшӑннӑ. Юрлакансем Чӑваш Енри тӗрлӗ районӗсемсер пуҫне Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенчен, Ӗремпур, Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен ҫитнӗ. Мала тухнисен йышӗнче ҫавӑн пекех ҫаксене асӑнма пулать: Ульяна Питакова (Шупашкар, 1-мӗш вырӑн), Кристина Николаева (Шупашкар районӗ, 2-мӗш вырӑн), Анатолий Ефимов (Пушкӑртстан, 3-мӗш вырӑн) тата Лидия Одинцова (Шупашкар, 3-мӗш вырӑн). Вӗсем фестиваль-конкурсӑн лауреат ятне тивӗҫнӗ. Дипломантсем: Ангелина Васильева (Шупашкар), Марина Васильева (Пушкӑртстан), Зарима Князева (Елчӗк районӗ), София Афанасьева (Чӗмпӗр облаҫӗ), Оксана Казанцева (Пушкӑртстан) тата Ольга Егорова (Ӗремпур облаҫӗ). Сарӑту облаҫӗнчи Анна Некезовӑна «Чи ҫепӗҫ чӑваш юрӑҫи» номинацире палӑртнӑ, Тутарстанри Анжелика Еремеевӑна — «Куракансем килӗштернӗ юрӑҫ», Шупашкарти Михаил Иванова — «Хӑйне евӗрлӗ ӑста юрлакан юрӑҫ». Куславкка районӗнчен Елена Терентьевӑна вара «Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн парни» лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мария Жачева тунӑ сӑн Пӗр хӗрарӑм ҫӑкӑрти полиэтилен хутаҫа пула чутах чыхӑнса кайман. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Pro Город» хаҫат редакцине Мария Жачева тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Вӑл ҫӑкӑрта… полиэтилен хутаҫ тупнӑ. Ҫӑкӑра Шупашкарти пӗр савут пӗҫернӗ. Хӗр каланӑ тӑрӑх, хутаҫа ҫӑкӑрпа пӗрле пӗҫерме пултарнӑ. — Лавккара тырра вӗтетмесӗр пӗҫернӗ ҫӑкӑр туянтӑм. Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — унра тӗлӗнмелле япалана асӑрхарӑмӑр. Хутаҫ унта епле лекме пултарнӑ-ха! Прозводство мӗн хӑтланать! Аппетит пӗтрӗ. Чутах чыхӑнса каяттӑм. Ҫак ҫӑкӑра текех туянас килмест, — тенӗ Мария Жачева. «Pro Город» хаҫат корреспонденчӗ ҫак ҫӑкӑра пӗҫернӗ савутпа ҫыхӑннӑ. — Кунашкалли пирӗн патра пӗрремӗш хут, — тенӗ производство лабораторийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Ильмендерова. — Вӑл ӑҫтан тупӑннӑ — пӗлместпӗр. Савут ҫакна тӗпчӗ. Кунашкалли тек пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хуняма» спектакльти самант Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫ ялӗнчи драма ушкӑнӗ ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ефим Никитин пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Хуняма» постановкӑна Ҫӗпрелте кӑтартнӑ. Ҫак спектакльпех вӗсем нумаях пулмасть Санарпуҫ клубӗн сцени ҫине тухнӑ. Ун чухне зала халӑх лӑк тулли пухӑннӑ. Ушкӑн спектакле тӗплӗн, темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ. Ҫакна Депутатсен пухӑвӗн Санарпуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗ Татьяна Михайлова пуҫарма сӗннӗ. Вӑл хӑй те рольсенчен пӗрине калӑпланӑ. Илемлӗх ертӳҫи Елена Михайлова та роле чунран вылянӑ. Санарпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Оксана Александрова, Калининӑри РайПора ӗҫлекен Наталья Филиппова, Светлана Антонова библиотекарь, васкавлӑ медпулӑшун фельдшерӗ Валентина Дмитриева та спектакле хутшӑннӑ. Декорацисене культура учрежденийӗн директорӗ Маргарита Горшкова хатӗрленӗ. Спектакль сюжечӗ кашнине ҫывӑх. Унта аслӑ ӑрурисемпе ҫамрӑксен хутшӑнӑвӗ пирки. Куракансем геройсемпе пӗрле куляннӑ, савӑннӑ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑн хӑш-пӗр вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене суйламалли кун пулчӗ. Сасӑлав 11 районта иртрӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав 44 кандидат хутшӑннӑ. Ку вӑл пӗр вырӑншӑн вӑтамран 3 кандидат кӗрешнӗ пек пулса тухать. Кашни округрах «Пӗрлехи Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ. Элӗк районӗнчи Шӗмшевӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулас тесе кӗрешӗве тӑватӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ хӑйсем тӗллӗн кандидатурӑсене тӑратнӑскерсем, тӑваттӑмӗшӗн Анатолий Семеновӑн, ятне маларах асӑннӑ парти сӗннӗ. Юлашкинчен асӑнни ҫӗнтернӗ те. Канаш районӗнчи Атнаш ял тӑрӑхне ӳлӗмрен Сергей Михайлов, Комсомольски районӗнчи Шурута Елена Козлова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла Владимир Алексеев, Вӑрмар районӗнчи Кавала Василий Адюков ертсе пырӗҫ. Элӗк районӗнчи Ехремкасси ял тӑрӑхӗнче вара вырӑнти депутата суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Музей директорӗ хӑнасемпе Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче историпе асӑну музейӗнче чӑвашсен паллӑ кӳлепеҫи Алексей Петрович Майраслов ҫурланӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлнӑ. Куравра — кӳлепеҫӗн 23 ӗҫӗ. Алексей Майрасловӑн пурнӑҫне музей архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем, ытти материалсем уҫса параҫҫӗ. Курав пултаруллӑ кӳлепеҫӗн ӗҫтешӗсем, тус-юлташӗ, тӑванӗсем ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Майрасловӑн пултарулӑхне килӗштерекен ҫынсем айккинче юлман. Курава килнисен йышӗнче — ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗн членӗ, кӳлепеҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Кузьмин, Анна Брагина ӳнерҫӗ, Николай Федотов живописҫӑ, «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн директорӗ Александр Вражкин, Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн режиссерӗ Станислав Васильев, «Аксар» студин директорӗ Алексей Иванов тата ыттисем те. Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петров ку мероприяти питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Музей заведующийӗ Владимир Петров Алексей Майрасловӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ скульптура палӑкӗсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Энергетиксем канашлаҫҫӗ Шупашкарта нефтьпе газ промышленноҫӗнчи ҫӗнӗ энергетика оборудованийӗсем пирки сӳтсе явма пухӑннӑ. Конференцие Топливӑпа энергетика комплексӗн ассоциацийӗн энергетикӗсем пухӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Конференцие уҫнӑ май Михаил Игнатьев Чӑваш Ен аталаннӑ промышленноҫлӑ пулнине палӑртнӑ. Ку енпе илсен, электротехника отраслӗн предприятийӗсем тӗп вырӑн йышӑнни ҫинчен каланӑ. «Шупашкар хули — реле хӳтӗлевӗн тата автоматикин хатӗрӗсене, микропроцессор япалисене кӑларакан центр. Пирӗн продукцие ыйтаҫҫӗ. Пахалӑх енӗпе вӑл ют ҫӗршыври аналогсенчен кая мар. Эпир «Росатом», «Русгидро», «Газпром» йышши пысӑк компанисемпе, нефтьпе газ промышленноҫӗн тата ытти нумай предприятипе ӗҫлетпӗр. Пирӗн нефть те, газ та ҫук. Тӗп пунялӑхӑмӑр — ӗҫчен халӑх. Ҫавӑнпах эпир этеме, ҫамрӑксене укҫа-тенкӗ хыватпӑр. Вӗсен шухӑшӗ, ҫӗнӗлӗхӗ тивӗҫлӗ кӑтарту тума май патӑр тесе тӑрӑшатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев. «Энерго ТЭК» коммерцилле мар юлташлӑхӑн правленийӗн председателӗ Виктор Шеховцев конфренцие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн республика Элтеперне, Экономика министерствине тата электротехника предприятийӗсен ертӳҫисене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |