Ӗнер Пушкӑртра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Инкек республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Палтас (пушк. Балтас), Краснокама, Калтаси районӗсене пырса тивнӗ. Тӗслӗхрен, Палтас районӗнчи Янактаево ялӗнче 87 ҫурт ҫивиттине илсе пенӗ, Калтаси районӗнчи Калекин ялӗнче 12 ҫурт ҫивиттине салатнӑ. Краснокама районӗнчи Карый ялӗнче те 187 ҫурт сиенленнӗ.
Пуринчен ытла Янаул районӗнчи Канигово, Кивӗ Куюк ялӗсем тата Янаул хулин «Тухӑҫ» микрорайонӗ шар курнӑ. Республикӑри ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫил-тӑвӑл пурӗ 500 яхӑн ҫурта сиен кӳнӗ, 26 ял-хула ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула пурӗ 2 ҫын вилнӗ, 40 яхӑн ҫын аманнӑ. Инкеке лекнӗ ҫынсене вӑхӑтлӑха вырнаҫтарма 15 вырӑн йӗркеленӗ.