Шупашкарта 64 тенкӗлӗх пурлӑха пула тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун чухлӗ тенкӗлӗх вӑрланӑшанах пуҫиле майпа айӑпламаҫҫӗ-ха. Административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха.
Ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче вӑл Шупашкарти Ҫӗнӗкӑнтӑр раойнӗнчи лавккасенчен пӗринчен икӗ булка тата салат илсе тухас тенӗ. Тӳлемесӗрех. Ҫакна лавкка хуралҫисем сиснӗ. Пурлӑхӗ 64 тенкӗлӗх кӑна пулин те суту-илӳ точкинчи пурлӑхшӑн яваплӑскерсем полицейскисенех пӗлтерме йышӑннӑ. Лешсем 64 тенкӗлӗх тавара вӑрлакана тытса чарма персе ҫитнӗ.
64 тенкӗлӗх тавара пӗчӗк ача е выҫӑ студент куҫ хывнӑ пуль текенсем йӑнӑшаҫҫӗ. Ирпе апатланма шутласа лавккаран вӑрлама тӑни – 24 ҫулти ӳсӗр хӗр.
Вӑрлакана йӗрке хуралҫисем шалти ӗҫсен пайне илсе каяс тесе машинӑна лартма тӑнӑ. Лешӗн каяс килмен те вӑл малтан пӗр полицейские алӑран ҫыртса лартнӑ, кайран теприне.
Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн ӑна административлӑ майпа айӑпласа пӗр пин тенкӗлӗх явап тыттармалла тунӑ. Пуҫиле ӗҫне вара влаҫри ҫынсене хирӗҫ тӑнӑшӑн пуҫарнӑ.