Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Канаш районӗнчи суд приставӗсем вырӑнти «Атлант» спортпа сывлӑх центрне ӗҫлеме чарса лартнӑ. Ҫапла тума вӗсене Патшалӑхӑн пушар надзорӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ кӑлтӑксем хистенӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснӑшӑн спорт обьектне административлӑ майпа айӑпласа 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче центра тепре тӗрӗсленӗ те каллех кӑлтӑк сиксе тухнӑ. Ҫӗннисем мар, унчченхисенех пӗтермен иккен. Ҫитменлӗхсене йӗркипе асӑнса кайма кирлех мар-тӑр. Инкек-синкек сиксе тухасса кӗтсе ларман, пушарпа кӗрешекенсем суда тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре центра ӗҫлеме 30 кунлӑха чарса лартма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа приставсем «Атланта» ӗҫлеме вӑхӑтлӑха чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=107656
 

Республикӑра

Республикӑра — кадр улшӑнӑвӗ. Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗн Иван Моторинӑн паянхи йышӑнӑвӗпе сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне Александр Медюкова ӗҫрен хӑтарнӑ.

Александр Медюкова ку должноҫа правительство пуҫлӑхӗ пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Унччен вӑл «Ростелеком» акционерсен обществин республикӑри филиалӗнче тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2007–2011 ҫулсенче, сӑмахран, Медюков асӑннӑ предприятин (тӗрлӗ ҫулта вӑл тӗрлӗ ятлӑ пулнӑ) Шупашкарти филиалӗнче ертӳҫӗре тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна «Ростелекомӑн» республикӑри филиалӗн коммерци директорӗ пулма шаннӑ, каярах вӑл ертӳҫӗ пуканне йышӑннӑ.

Медюков 1969 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ. Виҫӗ ача ашшӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Светлана Асамат юрринчи йӗркесене юри ылмаштартӑм. Унта вӑл «Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма» тетчӗ-ха. Кунта вара Вӑрнар районӗнчи 31 ҫулти пӗр хӗрарӑм ача ҫине ача хӑй усаллӑхне ниҫта шӑнӑҫтарайман чух кӑларса яма ҫуратнӑ тейӗн. Ҫакскерӗн хӗр пӗрчӗкӗсенчен чи асли вуннӑра пулнӑ, вӑталӑххи — тӑххӑрта, кӗҫӗнни — улттӑра.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен вӑл хӑйӗн амӑш тивӗҫне пурнӑҫламан. Апат та йӗркеллӗ ҫитермен-мӗн, ҫипуҫпа иртӗхтермен. Хӑйӗн пырне хӗртме вара манман. Пирусне мӑкӑрлантарма та укҫа-тенкине майлаштарса пынӑ. Килне ӳсӗр ҫынсем пухнипе ачасене ҫывӑрса канма та паман. Ҫемьен пӗртен пӗр тупӑшӗ ача укҫи пулнӑ. Ӗҫсен хӗрарӑм кӑраланса кайнӑ. Ал айне мӗн кӗнӗ, ҫавӑнпа ҫапнӑ. Пӗринче тата пируса пӗр хӗрӗн аллине пусса сӳнтернӗ.

Усал амӑшӗн тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Опекӑпа попечительство органӗсем ӑна амӑш правинчен хӑтарас тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хайхисем маларах ку ҫемьери лару-тӑру пӗлсех кайман-ши?...

 

Республикӑра

Чӑваш Енри нумай ӗҫ тӑвакан центр автоматизациленӗ ҫӗнӗ йышши тытӑм ҫине куҫнӑ. Информаци тытӑмне иртнӗ ҫул вӗҫӗнче юсаса ҫӗнетнӗ. Кӑҫал ӑна тест мелӗпе тӗрӗсленӗ те тытӑм аван ӗҫленине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑта илсен нумай ӗҫ тӑвакан центра автоматизациленӗ тытӑм ҫине йӑлтах куҫарса пӗтернӗ.

Тытӑм ҫынсем патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ илме тӑратакан хутсене шута илекенскер иккен. Программа республикӑри мӗнпур центра пӗрлештерет. Унӑн лайӑх тепӗр енӗ шутӗнче ведомствӑсем хушшинчи электронлӑ хут ҫаврӑнӑшне йӗркеленине палӑртаҫҫӗ. Ансатрах каласан, нумай ӗҫ кӳрекен центр ӗҫченӗсем кирлӗ информацие федерацин ӗҫ тӑвакан органӗсене тӳрремӗнех ыйтса яма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра Кунерти шкул // raznesi.info сайтран илнӗ
Кунерти шкул // raznesi.info сайтран илнӗ

Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче икӗ финн — Анттипе Лаури — чарӑннӑ. Вӗсем велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ-мӗн. Ют ҫӗршыв ҫыннисем шӑпах вӗсем патӗнче канма чарӑннӑшӑн кунерсем савӑннӑ иккен. Урамри тасалӑх, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем финнсене тӗлӗнтернӗ.

Пӗрремӗш кунхине финнсемпе вулавӑшра тӗлпулу йӗркеленӗ. Лаурипе Анттие ял историйӗпе, кӗнеке фончӗпе паллаштарнӑ. Акӑлчан чӗлхин учителӗ Т.И.Александрова тата 10-мӗш класс вӗренекенӗсем Н.Ильина, Е.Романова, Е.Волкова куҫаруҫӑ вырӑнӗнче пулнӑ.

Иккӗмӗш кун финнсемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ иртнӗ. Ирхине вӗсем Кунер шкулне ҫитнӗ, вӗсем валли унта экскурси йӗркеленӗ. Анттипе Лаурине ҫӗнӗ спорт залӗ, хоккей курупки килӗшнӗ. Финлянди — хоккей ҫӗршывӗ, анчах, тӗлӗнмелле те, унта кунашкал «пуянлӑхпа» мухтанаймаҫҫӗ-мӗн.

Аттипе Лаури ҫулҫӳреве 4 ҫул хатӗрленнӗ. Хельсинкирен пушӑн 29-мӗшӗнче тухнӑ. Хальлӗхе Раҫҫейре 2 000 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Кунер хыҫҫӑн вӗсем Хусана, унтан Ӗпхӳне, Омска, Казахстана, Китая, Непала ҫитӗҫ. Раштав уявне Автралире кӗтсе илме палӑртнӑ. Унта укҫа ӗҫлесе илнӗ хыҫҫӑн АПШна кайӗҫ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Йывӑҫ лартмалли куна Раҫҫейре нумаях пулмасть йышӑннӑ. Ӑна пӗрремӗш хут 2011 ҫулта ирттернӗ. 2011 ҫула ООН Пӗтӗм тӗнчери вӑрман ҫулталӑкӗ пулнине йышӑннӑ. Ҫавӑнтанпа кашни ҫулталӑкра ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш шӑматкунӗнче йывӑҫ лартма йышӑннӑ.

Етӗрне районӗн Ирҫе шкулӗ ҫак акцирен пӑрӑнман. Вӗсем шкул пахчине хурлӑхан лартма тухнӑ. Сӑваплӑ ҫак ӗҫе кашниех чунран пурнӑҫланӑ. Ара, ҫак тӗмсем кӗҫех ҫимӗҫ пама та тытӑнӗҫ-ҫке-ха. Шкул ачисем пӗтӗмпе 69 хурлӑхан тӗммине лартнӑ.

5–9-мӗш классенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем акцие хаваспах хутшӑннӑ. Вӗсем Ирҫе ҫулӗ айккинче 125 хыр, 25 тӗм слива тата чие йывӑҫӗ лартнӑ.

 

Спорт

Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче авиамодель спорчӗн «Сывлӑшри ҫапӑҫу» класӗ енӗпе Чӑваш Республикинчи шкул ачисен хушшинче спартакиада иртнӗ.

Тупӑшӑва 5 ушкӑн хутшӑннӑ: Патӑрьелтен, Ҫӗмӗрлерен, Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Муркаш районӗнчен. Муркаш районӗн чысне Юнкӑри «Авиамоделировани» спорт кружокӗн членӗсем хӳтӗленӗ. Ертӳҫи — Юрий Самушков.

Ӑмӑрту аслӑ тата кӗҫӗн ӳсӗмрисен хушшинче иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар команди пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Юнкӑ команди 2-мӗш пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Юнкӑ тӑрӑхӗнчи Алексей Тепеев 2-мӗш, Станислав Яргунькин 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Сӑнсем (8)

 

Раҫҫейре

ЧР Информаци политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен форумӑн официаллӑ сайтӗнче 188 проект регистрациленӗ. Вӗсемпе Атӑлҫи федераци округӗн «iВолга» ҫамрӑксен канашлӑвӗнче паллаштарӗҫ. 25 проект — «Арт-тӑваткал», 17 проект — «Ман хыҫҫӑн чуп», 48 проект — «Инноваци тата техника пултарулӑхӗ», 17 проект — «Информаци юхӑмӗ», 15 проект — «Манӑн Тӑван ҫӗршыв — пысӑк пултарулӑх», 5 проект «Политика», 48 проект — «Ырӑлӑх технологийӗ», 14 проект «Эсӗ — усламҫӑ» енӗсемпе. Чӑваш Енӗн хӑш проекчӗ форума лекессине экспертсен канашӗ йышӑнӗ.

Атӑлҫи федераци округӗн «iВолга» ҫамрӑксен форумӗ — «Селигер — 2014» вӗренӳ форумне хатӗрленмелли тапхӑр. Конкурсра ҫамрӑксен инноваци тата социаллӑ программӑсен проекчӗсем пулӗҫ.

Кӑҫал канашлу ҫӗртмен 18–28-мӗшӗсенче Атӑлӑн сулахай енче Самарпа Тольятти хулисен хушшинче пулӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, унта 2 000 ытла ҫамрӑк хутшӑнӗ. Чӑваш Енрен 90 ҫын хутшӑнӗ. Канашлӑва Китайран 200 яхӑн ҫын килмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Раҫҫейре Шупашкарти кӳлмек
Шупашкарти кӳлмек

Раҫҫейре ҫӗршыври чи лайӑх хулана палӑртас тӗллевпе каллех сасӑлав ирттереҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи пӗрремӗш сасӑлав пирвайхи хут 2012 ҫулта иртнӗ. Ун чухне «наци символӗн» ятне Смоленск хули тивӗҫнӗ.

Конкурс пӗлтӗр те иртнӗ. Ун чухне Шупашкар тӳрех малтисен ретӗнче пулнӑ. Хуламӑр ҫулталӑк тӑршшӗпех пӗрремӗш вырӑнта тӑнӑ, Раҫҫейри «чи паллакан хула» ята тивӗҫе сасӑлавра ҫӗнтернӗ.

Кӑҫал тӗнче тетелӗнчи сасӑлава тепӗр хут ирттереҫҫӗ. Шупашкар пуш уйӑхӗн варриччен иккӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗш вырӑна ҫитнӗ. Вӑл лидертан 20 пине яхӑн сасӑ тарса юлнӑ. Юлашки кӑтартӑва илес тӗк, Шупашкаршӑн 47 300 яхан ҫын сасӑланӑ.

Хальлӗхе сасӑлавра Ӗпхӳ пӗрремӗш. Уншӑн 65 719 ҫын сасӑланӑ. Пушкӑртсан тӗп хулине Майкоп хӑваласа ҫитнӗпе пӗрех. Уншӑн 65 483 ҫын сасӑланӑ. Шупашкар хыҫҫӑн списокра — Иркутск тата Калинград хулисем.

Тӗлӗнмелле те, туристсем питӗ килӗштерекен Питӗр малтисен 10-шӗн йышне те кӗреймен. Мускав та ҫавнашкалах.

Шупашкаршӑн ҫулталӑк вӗҫлениччен сасӑлама май пур. Сасӑлава раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Чӑваш чӗлхи

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктантне» пиллӗк паллӑлӑх ҫырнӑ ачасене, ҫамрӑксене татат ыттисене чыслӗҫ. Кун пирки ЧПГӐИ сайчӗ пӗлтерет. Чыслав 15 сехетре пуҫланӗ.

Унсӑр пуҫне текста «тӑваттӑпа» «пиллӗк» хушшинчи хаклавлӑх ҫырнисене те ахаль хӑвармӗҫ — вӗсене ӗнертерӳ хучӗпе (сертификатпа) тивӗҫтерӗҫ.

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акан 25-мӗшӗнче 13:00 сехетре иртнӗ. Ӑна 3-4 ҫӗрте вуланӑ, ҫавӑн пекех Чӑваш наци радиовӗпе итлесе ҫырма май пулнӑ. Кӑҫалхипе ӑна иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. «5» паллӑлӑх пурӗ 136 ҫын ҫырнӑ, тепӗр 52-шӗ — «тӑваттӑпа» «пиллӗк» хушшинче. Пӗтӗмпе кӑҫал 3 100 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Аудиторисенче 633 ҫын ҫырнӑ пулсан, тӗнче тетелӗ урлӑ тата наци радиовне итлесе — ыттисем. Ытларах 13–16 ҫултисем тата 30–45-рисем ҫырнӑ тесе палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/
 

Страницӑсем: 1 ... 3335, 3336, 3337, 3338, 3339, 3340, 3341, 3342, 3343, 3344, [3345], 3346, 3347, 3348, 3349, 3350, 3351, 3352, 3353, 3354, 3355, ... 3887
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 05

1888
137
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ.
1889
136
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1917
108
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
87
Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1991
34
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1995
30
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2002
23
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...