Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче каҫару ыйтӑвӗпе комисси ӗҫлет. Унӑн черетлӗ ларӑвӗ ҫак эрнере иртнӗ. Хальхинче те унта вӑл е ку енпе айӑпланнисем хӑйсене каҫарма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухнӑ.
Сӑмах май ҫакна каламалла: айӑпланнисем ыйтса ҫырнине малтан регионсенчи комиссисем пӑхса тухаҫҫӗ. Вӗсем шеллесе каҫарас тесе шухӑшласан федерацин субъекчӗсен кӗпӗрнаттӑрӗ ячӗпе ҫыру шӑрҫалаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ пӑхса тухать. Унтан Элтепер алли витӗр кӑларса кирлӗ хутсене Раҫҫей Президенчӗн патне ӑсатаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи каҫару ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комисси хальхи ларура 15 ҫын ыйтса ҫырнине тишкерсе тухнӑ, кашнин тӗлӗшпех вӑл е ку йышӑну тунӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене каҫарма йышӑннӑ.