Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр хулинче тата районӗнче аварие пула газ пама пӑрахнӑ. Ҫапла майпа 10,3 пин ҫурт газсӑр тӑрса юлнӑ. Унта 43,7 пин ҫын пурӑнать.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта ӗнер 13 сехет те 25 минутра газ пама пӑрахнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи «Ардатов» тӗлӗнче пӑрӑх сиенленнӗ-мӗн. Ӑна пула «Улатӑр-1» патне кӗрекен объектсем шар курнӑ.
Улатӑр хулинче газсӑр тӑрса юлнӑ ҫуртсен йышӗнче — 7 шкул, 10 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 11 объекчӗ, 16 котельнӑй. Улатӑр районӗнче вара 6 шкул, 3 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 7 объекчӗ газсӑр юлнӑ.
Аварие пӗтермешкӗн Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ бригада килнӗ. ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ир валли газ пама палӑртнӑ. Анчах Улатӑр мэрийӗ ку ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫеҫ пуласси пирки хыпарланӑ.