Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр хулинче тата районӗнче аварие пула газ пама пӑрахни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Инкек пула ун чухне 10,3 пин ҫурт ҫутҫанталӑк газӗсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Авари 13 сехет те 25 минутра пулнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи «Ардатов» ятлӑ газ валеҫекен станци тӗлӗнче пӑрӑх сиенленнӗ-мӗн те «Улатӑр-1» станцие кӗрекен объектсем шар курнӑ.
Инкеке яваплисем ҫийӗнчех сирме шантарнӑ пулин те хӑвӑрт кӑна юсама йывӑртарах ҫав ӗнтӗ. Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ бригада та пырса ҫитнӗ, анчах Инкеклӗ ӗҫсен министерстви газ пама тепӗр куннех пама тытӑнасса шантарни пурнӑҫа кӗреймен. Ҫапла вара Улатӑр хула администрацийӗнче ӗҫе акан 9-мӗшӗсӗр пӗтерме май килмест тени тӳрре килнӗ. Инкек ӗнер каҫхине кӑна сирсе пӗтернӗ.