Пӑтӑрмахсем
![]() Drive2.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче ҫав ҫыннӑн ячӗпе хушматне те кӑтартнӑ-ха. Суд приговорӗ пулман та, ята кӑтартни кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен илемлех мар тесе эпир ҫапах та асӑнмӑпӑр) тӗлӗшпе пуҫиле тепӗр икӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Депутат «Победа» строительство фирмин ертӳҫи пулнӑ чухне укҫана айккинелле ӑсатнӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем патне материалсене Шупашкар хулин Калинин районӗнчи прокуратури, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ тата ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗ ҫитернӗ. Экс-пуҫлӑх предприятин ҫӗрне сутнӑҫи тунӑ. Ӑна вӑл хӑйне пӑхӑнакан организаци ҫине куҫарнӑ. Ҫак ҫын тӗлӗшпе маларах та пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ун чухне — улталанӑ тесе. Халӗ мӗнпур ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ, тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Ӗҫ министерствинче республикӑри предприяти-организацисем шалу епле тӳленине тишкернӗ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне парӑм 103,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак цифрӑна ЧР Ӗҫ министерстви республикӑн тепӗр ведомстви — Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ — пӗлтернине тӗпе хурса хыпарланӑ. 103,4 миллион тенкӗ парӑма республикӑри 28 организаци 2227 ҫын умӗнче пухса тултарнӑ. Шалу парӑмӗ тесен каллех «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятие аса илнӗ. Унта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 728 ҫын умӗнче 91,5 миллион тенкӗ парӑм шутланса тӑнӑ. 2018 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсемшӗн парӑма таткаланӑ-ха. Ун валли республикӑн Резерв фондӗнчен самай укҫа уйӑрнӑччӗ. ЧР Ӗҫ министерстви шалу парӑмне таттарассишӗн республикӑра тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, газификаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Газ кӗртесси Чӑваш Енре ҫивӗч ыйтусен шутӗнче мар пулин те ҫӗнӗрен хута яракан объектсене кӑвак ҫулӑм кӗртме тиветех. ЧР Стройминӗнчи канашлура Раҫҫейӗн Монополипе кӗрешекен федераци служби газ кӗртекенсемпе тума сӗннӗ ҫӗнӗ йышши килӗшӗве сӳтсе явнӑ. Ҫапла вара министерствӑна пухӑннисем регулятор контракчӗн йӗркине тишкернӗ. Ҫӗнӗ меслет газ кӗртес ӗҫе хӑвӑртлатма тата тӑкаксене камӑн саплаштармаллине татса пама май парать тесе ӗнентереҫҫӗ. Сӑмах май ҫакна та палӑртар. Паян пирӗн республикӑра газификаци шайӗ — 93,2%. Вӑл шутра — уйрӑм ҫуртсемпе хваттерсем, тӗрлӗ объект. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Канашлура Чӑваш Енре Глаукома центрӗ уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Республикӑн клиника офтальмологи пуььницинче сӑмах хускатнӑ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗнче глаукома диагнозӗллӗ пациентсем валли уҫнӑ шкулӑн черетлӗ занятийӗ иртнӗ. Мероприятие пуььницӑн тӗп врачӗ, ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ-офтальмологӗ Дмитрий Арсютов уҫнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра глаукомӑпа чирлисен реестрне йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Глаукома центрне уҫасшӑн. Унта чирлисем ҫулталӑкра сахалтан та пӗр хут тӗрӗсленейӗҫ. «Глаукома — куҫӑн хӑрушӑ чирӗсенчен пӗри. Вӑл суккӑрлатма пултарать. Пирӗн пульницӑра ӗҫлекенсем ҫав чирпе аптӑракансемпе кунсерен тӗл пулаҫҫӗ. Чи кирли — пациентсемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисене глаукомӑн аталанӑвне чарса лартма май пуррине ӑнлантарасси», — тенӗ Дмитрий Арсютов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ патӗнчен Атӑл кӳлмекӗ патне анакан катлашкана кӳлмек патӗнчен республикӑн Правительство ҫурчӗ енне сарнӑ картлашкапа ҫыхӑнтарасшӑн. Ун валли кӳлмек урлӑ кӗпер хывмалла. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче канашлу иртнӗ. Ӑна Алексей Грищенко министр ертсе пынӑ. Унта архитекторсене пухнӑ. Канашлура, тӗпрен илсен, Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа туса ирттермелли ӗҫсене сӳтсе явнӑ. Маларах асӑннӑ кӗпер пирки калаҫнӑ май ӑна наци хӑйне евӗрлӗхне палӑртакан арт-объект евӗр йӗркелемелле тесе калаҫнӑ. Шупашкарта пурӑнакансем кӗпер тума тахҫанах сӗннӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() tatar-inform.ru сайтри сӑн Кӑҫал ҫӗрулми тупӑшӗ савӑнтарать. Анчах сутлӑх хакӗ пӗчӗк. Хальлӗхе пур районта та ҫӗрулмине пухса кӗртмен-ха. Ҫӗрулми ыйтӑвӗ пирки ЧР Элтеперӗ МИХсен элчисемпе тӗл пулнӑ чухне калаҫнӑ. Хӑш-пӗр журналист ытлашши ҫимӗҫе типӗ ҫанталӑкран шар курнӑ регионсене ӑсатма сӗннӗ. Тӗслӗхрен, Иркутск облаҫне. Вырӑнтисем ҫӗрулмине укҫасӑрах ӑсатма хатӗр-мӗн. «Ҫутҫанталӑкран шар курнӑ ҫынсене пулӑшма хатӗр ҫынсене тав. Пулӑшу пирки калас тӑк, эпир унашкаллине унччен те тунӑ, малашне те ҫапла пулӗ», - тенӗ Михаил Игнатьев. Элтепер каланӑ тӑрӑх, ку енӗпе йывӑрлӑхсем пулмӗҫ. «Анчах ҫакна ял хуҫалӑх предприятийӗсен шучӗпе туни тӗрӗсех мар. 2010 ҫула астӑватӑп, республикӑра типӗ пулчӗ. Ун чухне ҫӗрулми регионта пулмарӗ. Ӑна Омск облаҫӗнчен, Алтай крайӗнчен кӳрсе килчӗҫ ун чухне ҫӗрлуми 60 тенке ҫитрӗ. Анчах никам та ҫӑхавламан, пурте илнӗ. Ҫавӑнпа йӑлтах тупӑшлӑ условисемпе пулмалла», - ҫапла ӑнлантарнӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() semyaizakon.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан пӗр амӑшӗ патне опека органӗсем тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Хӗрарӑм ачисене пӑхманни, хӑй сиенлӗ йӑласемпе тусли пирки кӳршисем ҫӑхавланӑ-мӗн. Анчах тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетмен: ҫемьере йӑлтах йӗркеллӗ. Кӳршисем ҫӑхавланӑ тӑрӑх, амӑшӗ эрех ӗҫет, ачисене пӑхмасть, вӗсем ҫине пӗрмай кӑшкӑрать. Опека органӗсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ суя пулнине палӑртнӑ. Хӗрарӑм ачисене пӗчченех ӳстерет, пурӑнмалли условисем пур. Ачисем тутӑ, амӑшӗ эрех-сӑра ӗҫмест, ӗҫлет. Амӑшӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, шӑпӑрлансем питӗ «чӗрӗ», пӗр вырӑнта лармаҫҫӗ, ишме ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йӑлари хытӑ каяша пухмалли вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем Шупашкар районӗнче пулнӑ. Йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсене ялсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтарса тухма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑ. Ҫавна пурнӑҫлаканӗ — каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти. «Экоцентр» 1670 ял-хуларан каяш турттарать. Ку вӑл — республикӑри мӗнпур территорирен 97 проценчӗ. Шупашкар районӗнче предприяти мӗнпур ялта контейнерсем лартмалли вырӑнсене йӗркеленӗ. Вӗсенче евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ. Сӑмах май каласан, паянхи кун тӗлне ятарлӑ лапамсене 18 районта хатӗрлесе пӗтернӗ. Аса илтерер: йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ тытӑм ҫине пирӗн республика пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӳре-шара канашлать Чӑваш Енре «Плавание для всех» (чӑв. Пурин валли ишев) программӑна пурнӑҫа кӗртесшӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри ишев федерацийӗн вице-президенчӗпе Игорь Горинпа тӗл пулнӑччӗ. Унта ишме хӑнӑхтарас тӗлӗшпе ведомствӑсем хушшинче программа йышӑнасси пирки калаҫнӑччӗ. Федераци шайӗнчи программа тӗрлӗ ӳсӗмрисене тата халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне пырса тивмелле. Ӗнер Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ведомствӑсем хушшинчи канашлу пулса иртнӗ. Унта ишмелли бассейнсенче медицина пӳлӗмӗсем уҫас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта Владимир Викторов министр тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче авантюрлӑ детектив авторӗпе Татьяна Поляковӑпа тӗлпулу иртӗ. Вӑл хӑйӗн пултарулӑхне кӑмӑллакансемпе курнӑҫӗ. Унпа тӗл пулас текенсене пурне те тӳлевсӗр кӗтеҫҫӗ. Ҫыравҫӑпа вӗсем калаҫма, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнме пултарӗҫ. Автора вӗсем хӑйсем вуланӑ хайлавсем ҫинчен каласа кӑтартайӗҫ. Автограф та илме май пур. Татьяна Полякова 90-а яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 35 миллион ытла экземпляр. Унӑн хайлавӗсемпе «Тонкая штучка», «Чёрта с два» фильмсем, «Как бы не так», «Строптивая мишень», «Тень стрекозы», «Выйти замуж любой ценой», «Мавр сделал свое дело», «Барышня и хулиган» тата ытти сериал ӳкернӗ. Детектив жанрӗсене юратакансене тӗлпулӑва вулавӑшри акт залӗнче 17 сехет те 30 минутра кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |