Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Ҫӗнӗрен йышӑнма палӑртнӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ. 2020 ҫулта сывлӑх сыхлавне хушма укҫа 1 млрд тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ. Вӑл тухтӑр ҫурчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме кайӗ. Республикӑри шкулсене ҫитес пилӗк ҫулта тӗпрен юсасшӑн. Отрасле 2020 ҫулта 1,2 миллиард тенкӗ хушма укҫа кайӗ. Муниципалитетсен архивӗсем, вулавӑшсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем валли 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Спорт лапамӗсене тума тата юсаса ҫӗнетме те палӑртнӑ. Ун валли килес ҫул 500 миллион тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн. Ял ҫыннисене паха шывпа тивӗҫтерме килес ҫул 200 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тӗпчевпе таврапӗлӳлӗх ӗҫӗсен конкурсӗ иртӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ. «История в архивных документах» (чӑв. Архив ӗҫӗсенчи истори) конкурса пичет тата электрон ӗҫсем хушшинче хаклӗҫ. Вӗсен авторӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Хальтерех пичетленнисем кирлӗ. Пичет ӗҫӗсене виҫӗ номинаципе: Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗн историйӗ (монографи кӑларӑмӗсем, истори материалӗсем); пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв историйӗ (уйрӑм ял-хулана халалланӑ краеведени кӑларӑмӗсем, республикӑри, районсемпе хуласенчи хаҫатсенче пичетленнӗ ярӑмсем); Чӑваш тӑрӑхӗн паллӑ ҫыннисем (монографи, краеведени кӑларӑмӗсем, районсемпе хуласенчи хаҫатсенче пичетленнӗ ярӑмсем) — хаклӗҫ. Электрон кӑларӑмсене икӗ номинаципе: Чӑваш Енпе чӑваш халӑхӗн историйӗ тата Чӑваш тӑрӑхӗн паллӑ ҫыннисем — тишкерӗҫ. Конкурс материалӗсене ЧР Культура министерстви кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫуралнӑ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята пиллӗкмӗш хут тивӗҫнӗ. Художество гимнастики енӗпе тӗнче чемпионачӗ Азербайджанри Баку хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫей спортсменӗсем 10 ылтӑн медальтен саккӑрӑшне ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсен — икӗ кӗмӗл тата виҫӗ бронза медаль. 5 мечӗкпе тунӑ хӑнӑхтарупа Раҫҫей спортсменкисем 30,00 балл пухнӑ. Ку вӑл — тӗнче чемпионачӗшӗн те, художество гимнастики енӗпе командӑсен ӑмӑртӑвӗшӗн те рекорд. Ҫӑлтӑрлӑ ушкӑнти Шупашкар хӗрӗ — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Пултарулӑхне тӑватӑ ҫултанпа художество гимнастики енӗпе туптать вӑл. Маларах Чӑваш Енӗн художество гимнастикин республикӑри командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер патӗнче ӑсталӑха илнӗ. 12 ҫулта Чулхулари олимп резервӗн училищине, художество гимнастикин уйрӑмне, вӗренме кӗнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине ӑна 2017 ҫулта йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Greatsvadba.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри суд приставӗсем парӑмсӑр ҫынтан парӑм шырас тенӗ. Юри мар-ха. Йӑнӑшпа. Шупашкар районӗнчи Мускав районӗнчи суд приставӗсем патӗнче парӑма шыраса илмелли йышӑну ҫитсе выртнӑ. Парӑма шалуран тытса юлма йышӑннӑ чух суд приставӗсем пӗр пек ятлӑ тепӗр ҫын ятне-хушаматне кӑтартнӑ. Никама пӗр пус тӳлемелле мар ҫын (вӑл ҫӗршывӑн Ҫурҫӗр енчи регионӗнче пурӑнать иккен) тӗлӗннипех ҫырлахман, Шупашкар хулин Мускав район прокуратурине ҫӑхавланӑ. Теп хулан Мускав районӗнчи суд приставӗсем йӑнӑшнине йышӑннӑ. Хайхи ҫынна пӗр пек ятлӑ ҫынсен реестрне кӗртессине пӗлтернӗ. Кӑштах пурӑнсан приставсем каллех ҫав ҫыннӑн счёчӗсене арестленӗ. Хальхинче вара прокуратура Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленине кӑлтӑка пӗтерме ыйтса хут ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче Пултарулӑх театрӗсен эрни пуҫланӗ. Ӑна Муркаш районӗнчи Орининри халӑх театрӗ уҫӗ. Пултарулӑх театрӗсен эрнине Раҫейри Театр ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри театрпа кану учрежденийӗсен пӗр ӗмӗрхине халалланӑ. Орининри халӑх театрӗ, сӑмах май, 1918 ҫулта уҫӑлнӑ. 1966 ҫулта вӑл «Халӑх коллективӗ» ята тивӗҫнӗ. Коллективра — 30 ытла ҫын. Халӑх театрне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аркадий Андреев ертсе пырать. Паян коллектив Геннадий Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юрату ҫунать чӗрере» спектакле кӑтартӗ. Ӑна курас тесен Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне каймалла. Спектакль 18 сехетре пуҫланӗ. Ӑна курма тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sitv.ru Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫак ялтах пурӑннӑ арҫын виллине тупнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӑл 47 ҫулта пулнӑ. Арҫын виллине хӑйӗн килӗнчех тупнӑ. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, ӑна пӑвса вӗлерме пултарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтерсе хӑварар: нумаях пулмасть Шупашкарта Николаев урамӗнчи пӗр ҫурт фасадне ҫӗнетнӗ чухне 30 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Наталья Сидюшкина тунӑ сӑн Ку шӑматкун республикӑра массӑллӑ мероприяти – «Наци кросӗ» - иртнӗ. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта старта 5 пин ытла ҫын тухнӑ. Спорта юратакансене улшӑнса тӑракан ҫанталӑк та хӑратман. Чылайӑшӗ «Наци кросне» ҫемйипех хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта старта тухнӑ чи аслӑ ҫын 78 ҫулта пулнӑ. 1941 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тухтӑрсенчен справка илсех килнӗ. Кинемей ыттисемпе пӗрле чупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх филармонине юсамалли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта пурӗ 3 компани хутшӑннӑ. Вӗсенчен ҫӗнтерӳҫӗ тесе «Просперити» тулли мар обществӑна йышӑннӑ. Контракт хакӗ — 213 миллион тенкӗ. Ӗҫе конкурс ҫӗнтерӳҫин 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Шупашкарти филармоние юсамалли аукционӑн пӗтӗмлетӳ протоколне патшалӑх закупкисен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Аукцион саккасҫи — Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Филармоние юсаса ҫӗнетекен организацие палӑртмалли аукционта ҫӗнтернӗ «Просперити» тулли мар яваплӑ общество контракт хакне 215 миллион тенкӗрен 2 миллион тенкӗ чакарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ организаци, уҫӑ ҫӑлкуҫсене ӗненсен, Чечен Республикинчи Аргун хулинче регистрациленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Енчен те чӑваш эстрадинчи чи паллӑ, чӑвашлӑхшӑн ир те каҫ ҫунакан, чӑваш эстрадине аталантарма шут тытнӑ, чӑваш эстрадинче ыттисене (ҫамрӑксене!) тӗслӗх кӑтартма пултаракан юрӑҫ ҫапла шухӑшлать пулсан... Мӗн кӗтмелле чӑваш эстрадинчен?», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринчи «Эс кам ачи?» пабликра. Унта Алексей Московский юрӑҫ тӗнче тетелӗнче сцена ҫинчи пур юрӑҫ та ҫӑлтӑр тесе калани пирки сӑмах пырать. «Алюш та — ҫӑлтӑр, ниме тӑман сцена ҫинчи ҫын кулли те — ҫӑлтӑр. Хӑйне кӳренмелле мар-ши? Эсир мӗнле шутлатӑр? «Пӗтӗм юрӑҫсем — ҫӑлтӑрсем» тенипе килӗшетӗр-и?» — калаҫтарма сӗннӗ пост авторӗ. Кам «ҫӑлтӑр» пулнине вӑхӑт тата халӑх палӑртать тесе шухӑшлать Алексей Московский шухӑшне ырламан ҫав ҫын. «Виҫӗ ҫын мар, Алюш мар — халӑх тата вӑхӑт. Темиҫе ниме тӑман юрӑ юрласа сывлӑш чӗтретнӗ юрӑҫсене «ҫӑлтӑр» теме-и? Каҫарӑр та», — хытах кӑмӑлсӑрланнӑ пост авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Bananatrip.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкар хӗрарӑмӗсем ют ҫынсен банк карттипе усӑ курнӑ. Ҫавӑншӑн вӗсене йӗрке хуралҫисем явап тыттарасшӑн. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмсем хӑйсем тупнӑ ют карттӑпа суту-илӳ точкисенче усӑ курнӑ. Шупашкарта пурӑнакар 24-ри хӗрарӑм 18 ҫулти каччӑн карттине тупнӑ. Хуҫи кулянать пуль, ӑна шыраса тупса карттӑна парасчӗ темен вӑл. Ют ҫыннӑн банк карттипе лавккана вӗҫтернӗ. Унта 2 пине яхӑн тенкӗлӗх тавар туяннӑ та каччӑн укҫипе тӳленӗ. 34 ҫулти хӗрарӑм та ют ҫыннӑн банк карттипе усӑ курнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер 53 ҫулти Шупашкар арҫыннин карттипе лавккасенче 8 пине яхӑн тенкӗлӗх тӗрлӗ тавар илнӗ. Ют ҫыннӑн банк карттисемпе хуҫаланнӑскерсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |