Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

«Ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Малтанах Иван Яковлевич Яковлевӑн палӑкӗ умӗнче чечек кӑшӑлӗсем хуртӑмӑр, музейпа паллашрӑмӑр. И.Я. Яковлев уҫнӑ шкул халӗ те тирпейлӗ, ҫирӗп ларать. Питӗ нумай экспонатсене курса тӗлӗнтӗмӗр», — тесе пӗлтернӗ Муркаш районӗнчи «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ Тутарстана кайса килни пирки.

Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче «Чӳклеме» уявӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Фольклор уявне Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.

Кӑнна Кушкисем иккӗмӗш хут ирттернӗ уява пуҫараканӗ, аслӑ режиссерӗ, проектӑн никӗсне хываканӗ — Чӑваш Республикинчи культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов.

Уява Тутарстанри Теччӗ, Пӑва, Ҫӗпрел районӗсенчи, Хусанти тата Чӑваш Республикинчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Енрен «Чӳклемене» Муркаш районӗнчи Катькасри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ кайнӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Наци кросне» ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ. Мероприяти републикӑри районсемпе хуласенче иртӗ. Чи пысӑк старт Шупашкарта пулӗ.

Кӑҫал та, ытти ҫулсенчи пекех, мероприяти кӳлмекре, Юрламалли уйра, иртӗ. Кроса хутшӑнакансене 8 сехет ҫурӑран пуҫласа 11-ччен регистрацилӗҫ. 11 сехет те 45 минутра мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

Чи малтан 3 ҫухрӑм чупакансем старта тухӗҫ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӳсӗмрисем тӗрлӗ дистанцие чупӗҫ. Юлашкинчен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене чыслӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
fermilon.ru сайтри сӑн
fermilon.ru сайтри сӑн

Кӑҫал, чӑнах та, ҫӗрулми тупӑшӗпе савӑнтарать. Анчах унӑн хакӗ «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫитӗнтерекенсене тивӗҫтерет-и?

Ҫӗрулми ӑнса пулнӑшӑн савӑнмалла-ха, анчах япӑх енӗ те пур: унӑн хакӗ пӗчӗк. Хуҫалӑхсем пӗр килограма 6,5 тенкӗпе сутаҫҫӗ, ахаль ҫынсенчен вара 3-4 тенкӗпе кӑна пуҫтараҫҫӗ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, тухӑҫ лайӑх чухне ҫӗрулмие тӳрех сутма йывӑр. «Кӑҫал уйӑракан, ҫӑвакан, федераци сечӗсен центрне илсе ҫитерекен пӗрремӗш кооператив пулӗ», - тенӗ министр.

Палӑртмалла: халӗ хуҫалӑхсенче ҫӗрулми пуҫтарас ӗҫ малалла пырать. 6.5 пин гектартан 2-пинӗшне пухса кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59645
 

Культура

Чӑваш Енре виртуаллӑ концерт залӗсем уҫӑлӗҫ. Пурӗ иккӗ. Вӗсене уҫма «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрӗҫ.

Виртуаллӑ концерт залӗсем уҫас кӑмӑллисен заявкисем ҫӗршывӗн 68 субъектӗнчен пурӗ 257 пухӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтернисем — 80 учреждени. Вӗсем ҫӗршывӑн 44 регионӗнчен. Виртуаллӑ концерт залӗсем 80 хулара уҫӑлӗҫ.

Пирӗн республикӑран конкурсра Улатӑрти тата Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗсем. Вӗсенче виртуаллӑ концерт залӗсем уҫӑлӗҫ. Вӗсене валли республикӑна федераци хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Укҫа техника тата технологи оборудованийӗ туянма кайӗ. Виртуаллӑ концерт залӗсенче Раҫҫейри коллективсен тата солистсен концерчӗсене онлайн та, унччен ҫырса илнисене те кӑтартӗҫ.

 

Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Шупашкар хула администрацийӗн ывӑлӗ Олег Ладыков следстви изоляторӗнче пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна авӑнӑн 22-мӗшӗччен хупма йышӑннӑ. Авӑнӑн 14-мӗшӗнче суд ӑна киле яман – тепӗр уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗччен следстви вӗҫленмесен ӑна киле ямасан та пултарӗҫ.

Палӑртса хӑварар: кӑҫал утӑн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вӑл «Ауди» машинӑпа УАЗпа ҫапӑннӑ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен тарнӑ. УАЗ водителӗ тата пассажир суранланнӑ. Ладыкова тепӗр икӗ кунран тытса чарнӑ.

Ҫакна та каламалла: Олег Ладыков унччен те судпа айӑпланнӑ. Ун чухне ӑна полицейские хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59648
 

Республикӑра

Ҫитес ҫул пирӗн республика хӑйӗн юбилейне, 100 ҫулхине, уявлама хатӗрленет. Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче паян юбилея хатӗрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнӑ.

Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта уяв пирӗн тӑрӑхри кашни районпа хулана ҫитӗ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи 40-е яхӑн мероприяти ирттермелле. Вӗсен шутӗнче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем» йӑлана кӗнӗ фестивальсемпе пӗрлех халиччен пулманнисем те. Сӑмахран, «Раҫҫей купӑсҫисен Атӑлти кӗвӗ тупӑшӑвӗ», «Асанне арчинчен» арт-проект, хорсемпе классика музыкин шыв ҫинчи фестивалӗ. Чӑваш Енӗн 3 пинлӗ хор юрлӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Ҫичӗ фестивале» хутшӑнса уҫӑ пӗлӗт айӗнче наци постановкисене кӑтартӗ. Ача-пӑча пултарулӑхӗн «Песенка года» (чӑв. Ҫулталӑк юрри) фестивальне (унӑн ертӳҫи — Раҫҫей халӑх артисчӗ Ангелина Вовк) ирттерес пирки калаҫу ирттереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10 сехетре Шупашкарти Николаев урамӗнче инкек пулнӑ. Строительство ӗҫӗсем пынӑ чухне ҫамрӑк арҫын, 30 ҫултискер, сарӑмсӑр вилнӗ.

Андриян Николаев урамӗнче пӗр ҫуртӑн фасадне ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫак арҫын леса ҫинче ӗҫленӗ. Хайхискер асӑрханман – аялалла ӳкнӗ.

Вырӑна васкавлӑ мудпулӑшу, полици ҫитнӗ. Анчах ҫамрӑк арҫыннӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ – вӑл сывлама пӑрахнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59652
 

Политика
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫурла уйӑхӗнче хатӗрленӗ танлаштарӑмра самаях аяла анни пирки хыпарланӑччӗ. Вӑл Раҫҫейӗн ытти регионӗсен пуҫлӑхӗсен хушшинче 76-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Мӗнле-ха капла?

Михаил Игнатьев ҫакӑн сӑлтавне хӑйех пӗлтернӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Элтепер массӑллӑ информаци хатӗрӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне Михаил Игнатьев танлаштарӑмра мӗншӗн аялалла чакни пирки пӗлтернӗ.

«Отставкӑна ячӗҫ», «президент хушӑвне кӑларчӗҫ». Анчах юридици тӗлӗшӗнчен кунашкалли пулман. Мӗн кӑна тумарӗҫ. Пӗр сӑмахпа, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таран пылчӑкпа вараларӗҫ. Ку манӑн ят-сума витӗм кӳмесӗр пултарайман», - тенӗ Михаил Васильевич.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59655
 

Чӑваш чӗлхи

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ — ку хутӗнче В.Г. Егоров хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ хушӑнчӗ. Ҫапла май халь ҫак сайт 13 словарӗн электронлӑ варианчӗпе паллаштарайрать. Вӑл шутра Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» те пур.

Сӑмахсар 1964 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ. М.Р. Федотовӑн этимологи словарӗпе чӑваш чӗлхинчи сӑмахсем мӗнле пулса кайнине тата пирӗн чӗлхене ӑҫтан лекнине ӑнлантарса парать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл 2000 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. 356 страницӑллӑ кӗнекере пурӗ 2 298 ытла сӑмах тишкерӗвӗ шутланать.

Словаре электронлатма пулӑшаканӗ — Алина Иванова. Сайта кӗртекенӗ — Николай (Аҫтахар) Плотников.

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫывӑх вӑхӑтра тата та пуянланмалла. Черетре Н.И. Ашмаринӑн 3-мӗш тата 5-мӗш томӗсем тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://samah.chv.su/dict/16.html
 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм руль умне ӳсӗрле ларнӑ. «Рено Логан» машинӑна тытса пыраканскере пакунлисем Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 20 сехет тӗлӗнче асӑрханӑ. Машинӑна чарас тенӗ те автомобиль хуҫи хӑнк та туман — малалла шӑлнӑ.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем хӑвалама йышӑннӑ. Вӗсенчен тарма хӑтланса пӗр ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнман. Водитель эрех ӗҫни те палӑрнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем килсе ҫитиччен ҫул-йӗр инспекторӗсем хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме ҫавскер килӗшмен. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.

Хӗрарӑм-водителӗн машина рулӗ умне ларма ирӗк пулман иккен. Хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн кӑҫал кӑна ӑна административлӑ майпа пилӗк хутчен явап тыттарнӑ.

Ӳсӗр водительсем пирки пакунлисене, сӑмах май, 102 е 8 (8352) 62-00-22 номерсемпе пӗлтерме сӗнеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1684, 1685, 1686, 1687, 1688, 1689, 1690, 1691, 1692, 1693, [1694], 1695, 1696, 1697, 1698, 1699, 1700, 1701, 1702, 1703, 1704, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.