Раҫҫейре
![]() РИА Новости сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей Правииельстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗпчевӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Алексей Зубец экономика кризисӗн ҫӗнӗ индексне кӗртес шухӑшлине пӗлтернӗ. Институт сӑмакун туса илнин индексне кӗртесшӗн. «Российская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Финанс университечӗн специалисчӗсем ҫӗршывӑн пысӑк тата вӑтам хулисенче пурӑнакансем хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Сӑмакун чи нумай юхтаракан хуласен шутӗнче — Чӗмпӗр, Саранск, Аҫтӑрхӑн, Липецк тата Новороссийск. Сӑмакун юхтарни тата ӗҫни, тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври экономика тӑрӑмне палӑртакан индикаторсенчен пӗри. Зубец шухӑшланӑ тӑрӑх, экономика йывӑрлӑхне пула халӑх хӑй эрех-сӑра туса илме е йӳнӗ эрех туянма пуҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шурашкарта пурӑнакан 28 ҫулти мотоциклист хапха алӑкне пырса ҫапӑннӑ. «Сузуки» мотоцикл рулӗ умне ларнӑ чух ҫамрӑк арҫын мотошлем тӑхӑнман. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра пулнӑ. Мотоциклист Атӑлӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫыранӗнче вырнаҫнӑ яхтӑсен клубӗ патӗнчен иртнӗ. Малтан вӑл 24-ри Шупашкар хӗрӗ ҫине пырса кӗнӗ. Унтан мотоцикл ҫултан пӑрӑнса кайса хапха алӑкне пырса ҫапӑннӑ. Сурана пула мотоциклист та, унӑн пассажирӗ те (Мари Элти 26-ри хӗрарӑм) вырӑнтах вилнӗ. Сӑмах май, пассажир та мотошлем тӑхӑнман. Инкеке лекнӗ ҫуран ҫӳрекен ҫав териех аманман. Унӑн сывлӑхӗ аптӑрамасть тесе ӗнентернӗ тухтӑрсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Карас телефонӗ сутанҫи пулса укҫа вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ. Шупашкар ҫынни смартфон туянас тенӗ. Ӑна вӑл тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ тӑрӑх суйланӑ. Сутуҫи тавара он-лайн меслетпе тӳлемелли каҫӑ ярса панӑ. Шупашкар ҫынни итлесе ҫав каҫӑпа иртнӗ. Ҫав самантра унӑн шучӗ ҫинчи 10 пин тенкӗ ытла илӗннӗ. Улталаннӑ ҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн. ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл этем — Мускавра пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ иккен. Вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Наркотик енӗпе преступлени тунӑшӑн. Ҫамрӑка Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӑн тӗп хулине командировкӑна кайсан тытса чарнӑ. Ҫамрӑк ҫын улталанине йышӑннӑ, парӑма саплаштарма пулнӑ. Халӗ ҫав ҫамрӑк ыттисене те маларах улталаман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал пирӗн республикӑна мобильлӗ 16 фельдшерпа акушер пункчӗ килнӗ. Вӗсенчен саккӑрӑшӗ утӑ уйӑхӗнче ҫитнӗ. Ҫак кунсенче республикӑна таиа тепӗр 8 ФАП килнӗ. Ҫавӑн валли федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ тесе пӗлтерет Чӑваш.Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Пӗлтӗр пирӗн республика туяннӑ пилӗк мобильлӗ ФАПпа пӗрлех Чӑваш Енре куҫса ҫӳрекен 21 феььдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлӗ. Вӗсем кашни районта пӗрер пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне тата ҫулталӑк вӗҫлениччен куҫса ҫӳрекен маммограф тата флюорограф илсе килӗҫ. Урапа ҫинчи ФАПсем сахал йышлӑ ялсене ҫитӗҫ. Вӗсем пулӑшнипе ялта пурӑнакан 33 пин ҫынна тухтӑрсем тӗрӗслӗҫ тесе шантараҫҫӗ ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Наци кросне» ирттересси йӑлана кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал вӑл паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулчӗ. Мероприятие републикӑри районсемпе хуласенче пухӑннипе пӗрлех Шупашкарта та пуҫтарӑннӑ. Пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртекен чупӑвӑн Шупашкарти тӗп стартне Атӑл кӳлмекӗ хӗрринчи Юрӑ уйӗнче йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва уҫма Лана Прусакова фристайлистка хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ыттисем те пулнӑ. «Наци кросне» тухнисем ҫулне кура тӗрлӗ инҫӗшне ҫӗннӗ: 1, 3, 4, 6, 8, 12 километра. Чӑваш Ен Правительствинче ӗҫлекенсем те яланхиллех старта тӑнӑ. Светлана Енилина премьер-министр финишра палӑртнӑ тӑрӑх, тӳре-шара мала тухма тӗллев лартман, халӑхпа пӗрле пулас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "ПТРК" тунӑ видео скринӗ Елчӗк районӗнчи Кипеҫ ялӗнче туслӑ ҫемье пурӑнать. Галина тата Петр опекӑна илнӗ 8 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Хӑйсен вара – виҫӗ ача. Анчах хуйхӑ вӗсен алӑкӗнчен шакканӑ – ывӑлӗ сарӑмсӑр вилнӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем ача ҫуртӗнчен шӑпӑрлан илнӗ. Андрей ун чухне 8 ҫулта пулнӑ. Унтан ҫемьене Кемӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ 14 ҫулти Владислава илнӗ. Халӗ вӑл ҫара кайса килнӗ ӗнтӗ. Кайран мӑшӑр Кристинӑна, Анастасийӑна, Ангелинӑна тата Аринӑна ӑшӑлӑх парнеленӗ. Кун хыҫҫӑн Алексейпе Сергея опекӑна илнӗ. Ачасене ӗҫпе пиҫӗхтерсе ӳстереҫҫӗ. Анчах малтанах ҫӑмӑл килмен. Асли, тӗслӗхрен, содержани те каласа кӑтартайман. Ашшӗ-амӑшӗ унпа ҫур ҫӗр иртни 2 сехетчен урок тунӑ. Халӗ вӑл лайӑх паллӑсемпе вӗренет. Галинӑпа Петр тӑлӑхсене чун ӑшшине парнелеме хӗрхенмеҫҫӗ. Вӗсем тата та ача илме хирӗҫ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере кӑна Чӑваш Енре шӑрӑхчӗ. Паян вара – чӑн-чӑн кӗркунне. Ку кӑна мар-ха, синоптиксем юр ҫума пултарасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Вырсарникун ҫӗрле юр ҫума пултарӗ, вӑл ҫӗр ҫинче пӗр вӑхӑт выртӗ. Уйрӑмах ку тинӗс шайӗнчен 100 метр ҫӳлерех вырнаҫнӑ ял-хуласене пырса тивет. Ку шута Шупашкар та кӗрет. Ҫӗрлесерен 0 градус ҫеҫ пулӗ, кӑнтӑрла та ӑшах мар. Ҫитменнине, ҫил самай вӑйлӑ вӗрӗ. Ытларикунран пуҫласа 5 градус таранах сивӗтӗ, кӑнтӑрла 2-7 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Эрнекун каллех ҫӗр ҫийӗн юр ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ хӗрлӗ тӗслӗ машина пуҫтахланнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳрекенсем ҫул ҫинче ларнине кура хастарсем ҫынсем машинӑна урӑх ҫӗре куҫарма сӗннӗ. Автомобиль хуҫи итлеме мар, ҫуран ҫӳрекенсен ҫулӗпе сӗмсӗррӗн кайнӑ. Машинӑна чарма хӑтланнӑ хастара капот ҫинче «ярӑнтарнӑ». Автомобиль хуҫи вырӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитсен те лӑпланман. Хӑйне чараканпа ятлаҫнӑ, инспекторсене прокуратурӑра ӗҫлетӗп тесе хӑратнӑ. Пуҫтах ҫинчен ӳкернӗ сюжета «Рен.ТВ» телеканал «Экстренный вызов» кӑларӑмра кӑтартнӑ. «ProГОРОД» кӑларӑм прокуратурӑпа ҫыхӑннӑ та, унтисем пуҫтах водитель надзор органӗнче ӗҫлеменнине ӗнентернӗ. Ҫуран ҫӳрекенсене ҫын вырӑнне хуман водитель Шупашкар районӗнчен-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вӑрнарти историпе краеведени халӑх музейӗ кӑсӑклӑ ҫеҫ мар, сайра тӗл пулакан экспонатпа пуянланнӑ. Унта халӗ — салтак кашӑкӗ. Вӑл — 1917 ҫулхи. Кашӑк хуҫи те паллӑ. Вӑл — Филипп Иванов. Экспоната музее Вӑрнарта пурӑнакан Мария Павлова илсе пынӑ. Реликви хуҫи — унӑн аслашшӗ (тен, кукашшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «дед» тенӗ). Филипп Иванович Иванов маларах асӑннӑ районти Уравӑшран. Салтак кашӑкӗ япӑх мар упраннӑ. Филипп Иванов Пӗрремӗш тӗнче, Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ. Музея унӑн экспонатне маларах та панӑ. Ун чухне — вӑл Етӗрнери уесри училищӗне лайӑх вӗренсе тухни ҫинчен калакан свидетельствӑна. Филипп Иванов — уес училищине чи малтан малтан вӗренсе пӗтернӗ 12 вӗренекентен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Промтрактор» предприяти туса илекен продукци калӑпӑшне кӑҫал пӗлтӗрхинчен 2 хут ӳстересшӗн. Продукцин пӗтӗмӗшле калӑпӑшне укҫа ҫине куҫарсан вӑл 6 миллиард тенке яхӑн пуласса шанаҫҫӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн ятарлӑ вооруженин, боеприпассен тата ятарлӑ химин кластерӗн индустри директорӗ, «СоюзМаш России» обществӑн Тӗп канашӗн пайташӗ Сергей Абрамов «Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсенче пулнӑ чух каланӑ. Элтеперпе индустри пуҫлӑхӗ концернӑн «Промтрактор» тата «Промлит» предприятийӗсенче паян, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пулнӑ. «Промтракторӑн» конференц-залӗнче концернӑн граждан дивизионӗн хӑвачӗпе паллаштаракан хӑтлав ирттернӗ. Кайран хӑнасем цехсенче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |