Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -25.2 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
news.yandex.ru cӑнӳкерчӗкӗ
news.yandex.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Республикин Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева юлашки ҫула ӑсатма Правительство комиссийӗ йӗркеленӗ. Ҫак йышӑнӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе тунӑ.

Аса илтерер: Михаил Васильевич, ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл Питӗрти пульницӑра сипленни паллӑ.

Михаил Игнатьев вилнине Олег Николаев хурлӑхлӑ хыпар тесе каланӑ. Вӑл тӑванӗсемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе чунтан хурланнине пӗлтернӗ. «Ҫывӑх ҫын вилни чуна яланах ыраттарать тата кӗтменлӗх», — тенӗ вӑл.

Чӑн та, ҫывӑх ҫын кирек миҫере пурнӑҫран уйрӑлсан та калама ҫук хуйхӑ. Вӑйпитти вилнине йышӑнма пушшех те йывӑр. Михаил Игнатьев 58 ҫулта пулнӑ.

 

Раҫҫейре
salamnews.org сӑнӳкерчӗкӗ
salamnews.org сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑшӑлвирус саманинче ют ҫӗршывсене самолетсем вӗҫме пӑрахнине Чӑваш халӑхӗ темиҫе те пӗлтернӗччӗ. Ҫавна пула ентешӗмӗрсем тӑван ҫӗршыва килеймеҫҫӗ. Йывӑрлӑха лекнисене патшалӑх шайӗнче пулӑшаҫҫӗ, вӗсене ятарллӑ авиарейссемпе тӑван тӑрӑха илсе килеҫҫӗ.

Паян пирӗн республикӑна Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен Мускава ҫитнӗ 5 ҫынна илсе килмелле. Вӗсене Мускав облаҫӗнчи обсерватора вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Паян вӗсене тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, ҫитме пулӑшмалла. Виҫӗмкун АПШран Раҫҫее Чӑваш Енри 10 ҫын таврӑннӑ. Вӗсен хушшинче 2 ача пулнӑ. 5 ҫынна Муркаш районӗнчи обсерватора илсе килнӗ, тепӗр пиллӗккӗшӗ, каларӑмӑр ӗнтӗ, паян ҫтмелле.

Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне чикӗ леш енче — Чӑваш Енри 266 ҫын. Вӗсем хушшинче 35 ача. Асӑннӑ йышран пысӑк пайӗ, 35 ҫын, — АПШра, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире.

 

Персона
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак самантра питех те хурлӑхлӑ хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев вилнӗ. Ку усал хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вуласа пӗлтӗмӗр.

Михаил Васильевич юлашки вӑхӑтра Питӗрти пульницӑсенчен пӗринче сипленнине хыпарланӑччӗ. Федераци МИХӗсенчен пӗри, «РИА Новости», Михаил Игнатьевӑн ӳпки икӗ енлӗн шыҫнине, пӗлтернӗ. Вӑл чӗре чирӗпе те аптӑранӑ.

Шупашкар районӗнчи Тӑманакасси (халӗ вӑл ял Кӗҫӗн Турханӑн пӗр урамӗ шутланать) ялӗнче 1962-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вырӑнти хуҫалӑхри бригадир та пулнӑ вӑл, «Прогресс» хуҫалӑх председателӗнче, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче, ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшрӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ пулчӗ.

Мӗнех, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр...

 

Сывлӑх
report.az сайтри сӑн
report.az сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр 72 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Инфекциленнисен йышӗ 4331 ҫынна ҫитнӗ.

Юлашки талӑкра пульницӑран каларнӑ пациент нумай пулман – 15 ҫын кӑна. Сывалнисен йышӗ 2361 ҫынна ҫитнӗ.

Паянхи кун тӗлне 1949 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Вӗсенчен 28-шӗ ӳпкене сылаттармалли аппарат айӗнче выртать. Ку таранччен 21 ҫын инфекцирен вилнӗ. Вӗсен вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем те пулнине палӑртнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫак эрнере Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче пуху иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Йӑпӑлти ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑксенчен пӗрне строительство материалӗсем, хӑйӑр, вак чул валли уйӑрасшӑн пулнӑ. Ҫав ыйтупа унтисем халӑх итлевне пуҫтарӑннӑ. Пухӑва Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев та хутшӑннӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Депутата вӑл тӑрӑхрисем хӑйсем чӗнсе илнӗ.

Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл лаптӑка рекреаци тӗллевӗпе упраса хӑварма пултарнӑ.

Александр Андреев халӑх шухӑшӗпе кӑсӑкланманнинчен, сӗмсӗрлӗхрен тӗлӗннине пӗлтернӗ. Вӑл ҫавӑн пекех коммунистсен партийӗ ҫынсен интересне хӳтӗлеме ялан хатӗррине пӗлтернӗ.

 

Сывлӑх
proza.ru сайтри сӑн
proza.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусенчен тухма пӗрремӗш тапхӑра кӗме хатӗрленет. Эрнекун оперштабӑн черетлӗ ларавӗ иртӗ.

Унччен ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика пӗрремӗш тапхӑра Медицина ӗҫченӗн кунӗ тӗлне (ҫӗртмен 21-мӗшӗ) тухма пултарассине пӗлтернӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне пӗрремӗш тапхӑра кӗмелли план кӑтартӑвӗсене ҫӗннӗ: Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑшӑлвируспа чирлисем валли тепӗр 292 койка хатӗрленӗ.

Кун хыҫҫӑн инфекци сарӑлнин коэффициенчӗ 0,98-па танлашнӑ (ку кӑтарту 1-рен иртмелле мар), пушӑ койкӑсен фончӗ 63,2 процент пулнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 1955 койка хатӗрленӗ. Хальлӗхе 385 койка пушӑ.

Чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра ҫитсен продовольстви таварӗсем сутакан 400 тӑваткал метртан пӗчӗкрех лавккасем уҫӑлӗҫ.

 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче дамбӑра трактор ҫаврӑнса ӳкнӗ те пӗвене чӑмнӑ. Ҫакна ҫынсем курнӑ, пулӑшма пынӑ. Анчах кабинӑра тракторист пулман. Вӑл ӑҫта? Ӑна шыравпа ҫӑлав службин специалисчӗсем шырама пуҫланӑ.

Водолазсем пӗве тӗпне йӑлтах тӗрӗслесе тухнӑ. Анчах арҫынна тупайман. Вӑл вара инкек вырӑнӗнчен тарнӑ иккен. Трактор ҫаврӑнса ӳксен арҫын кабинӑран хӑй тӗллӗн тухнӑ та вырӑнтан ҫухалнӑ.

Трактора ял ҫыннисем тепӗр трактор пулӑшнипе туртса кӑларнӑ.

 

Политика

Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев финанс министрне Михаил Ноздрякова ЧР Правительствин пӗрремӗш вице-премьерне ҫирӗплетни пирки калакан хушӑва алӑ пуснӑ.

Унччен Министрсен Кабинечӗн структуринче унашкал должноҫ пулман. Анчах Олег Николаев Элтепер тата премьер-министр тивӗҫӗсене хӑй пурнӑҫласа пырать. Апла Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ Чӑваш Енри иккӗмӗш ҫын пулса тӑрать. Вице-премьерсем тӑваттӑн юлнӑ: Сергей Артамнов, Иван Моторин, Петр Чекмарев, Алла Салаева

 

Спорт

Чӑваш Енри Кире спорчӗн федерацийӗ «100 подъёмов гири к столетию Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫӗрҫуллӑхӗ тӗлне кире пуканне 100 хут йӑтасси) ятпа онлайн-акци пуҫарнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче йӗркеленӗ.

«Кире спорчӗ – халӑхра сарӑлнӑ спорт енӗсенчен пӗри. Кире пуканне йӑтакансем Республика кунне чылай ҫул хастар хутшӑннӑ. Кӑҫал, шел пулин те, палӑртнӑ мероприятисене ирттереймерӗмӗр. Ҫапах та онлайн-акци йӗркелес терӗмӗр», — тенӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, республикӑн пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ, рекордне Гиннес кӗнекинче ҫырса хунӑ Борис Глинкин.

Онлайн-акцие хамӑр республикӑри спортсменсем ҫеҫ мар, Киров, Иваново, Мускав, Чулхула, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи спорстменсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Видероликсене gbn1961@mail.ru электрон почтӑпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫынна сӑнӳкерчӗксемшӗн явап тыттарасшӑн. Вӑл тусӗн ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗкӗсене тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗрне вырнаҫтарнӑ. Унччен вӗсем ҫывӑх хутшӑннӑ, кӑштахран хирӗҫсе кайнӑ. Ҫавӑнпа тавӑрас тенӗ курӑнать те.

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче каччӑ страница йӗркеленӗ те унта тусӗн ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсене хӗрӗн тусӗ патне те ярса панӑ.

Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ япалана тӗнче курмалла уҫӑмлатнӑшӑн ҫамрӑк арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Ӑна суда ярса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1669, 1670, 1671, 1672, 1673, 1674, 1675, 1676, 1677, 1678, [1679], 1680, 1681, 1682, 1683, 1684, 1685, 1686, 1687, 1688, 1689, ... 4092
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 10

1892
134
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ вилнӗ.
1914
112
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Фёдоров Георгий Иосифович, чӑваш литературин тӗпчевҫи, хаклавҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1943
83
Романова Зоя Васильевна, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...