Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн кӑрлач уйӑхӗнчи ӗҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.02.2021 12:02 | 1137 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

2021 ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхи лаборатоийӗ уйӑхри ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвне пӗлтерме хатӗр: ку уйӑхра пирӗн хастарсем пурӗ 27 979 мӑшӑр тума ӗлкӗрнӗ.

Калӑпӑшӗпе ку нумаях мар ӗнтӗ, анчах кун валли сӑлтавсем те пур: мӑшӑрлама текстсем сахалччӗ. Тӗслӗхрен, ку уйӑхра эпир ӗҫленӗ кӗнекесенчен пӗри — Михаил Алексеевӑн «Большевиксем» роман. Ӑна 1936 ҫултах кӑларнӑ, ҫавна май кӗнекене хальхи орфографине куҫарма тиврӗ. Унашкал кӗнекесене саспаллатнӑ (сканерласа распозновани тунӑ) хыҫҫӑн тата йӑнӑшсем нумай юлаҫҫӗ. Анчах мӗн тӑвӑн, вӑл кӗнекесемпе те ӗҫлемелле.

Хальхи вӑхӑтра эпир хамӑрӑн куҫаруҫӑн модельне ҫӗнетессипе ӗҫлетпӗр. Вӑл 675 пин мӑшӑр ҫинче никӗсленӗ (Яндекс.Тӑлмача 500 пин панӑ хыҫҫӑн вӑл халь епле аван куҫарнине эсир те асархарӑр пулӗ), ҫавна май пахалӑхӗ пысӑк пуласса шанса тӑратпӑр. Унсӑрӑн пуҫне малалли ӗҫлемелли кӗнекесен йышне те палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Вӗсен хушшинче: Василий Ажаевӑн «Мускавран инҫетре» романӗ, Иван Козловӑн «Крымра вӑрттӑн ӗҫлени» хайлавӗ, Митчель Чарнлейӗн «Райтсем» мемуар евӗр ҫырнӑ повеҫӗ (пӗрремӗш самолет ӑсталанӑ пӗртӑван Райтсем ҫинчен /чӑвашла ӑна 1936 ҫулта кӑларнӑ/), тата ыттисем те. Унсӑр пуҫне ҫывӑх вӑхӑтра эпир орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн ҫӗнӗ (пуянлатнӑ) файлне кӑларма хатӗрленетпӗр.

Хыпара вӗҫлесе, яланхи пекех ытти кӑтартусен ӳсӗмне пӗлтеретпӗр: текстсен йышӗ 2032 (+17) ҫитрӗ, пуплевӗшсен йышӗ — 741 710 (+28 983), сӑмахсен йышӗ — 7 670 053 (+270 852).

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем