Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ юпа уйӑхӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.11.2020 13:03 | 1117 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн авӑн уйӑхӗнчи ӗҫне тишкернӗ май эпир ӑна пӗтӗмлетсе «кахаллантӑмӑр» тесе хак панӑччӗ. Ку уйӑх та ҫавнашкалах вӗҫленме пултарӗччӗ, ҫавах та, иртнӗ уйӑхринчен ытларах тума мехел ҫитертӗмӗр-ҫитертӗмӗрех. Авӑнра пирӗн пурӗ те 24 пин те 192 мӑшӑр хатӗрленчӗ, ҫавна май ку кӑтарту питӗ пӗчӗк пулнишӗн эпир пӑшӑрхантӑмӑр. Шел те, юпа уйӑхӗнчи ӗҫ те ытла мала каяймарӗ — иртнӗ уйӑхра эпир пурӗ 24 пин те 332 мӑшӑр ҫеҫ хатӗрлерӗмӗр.

Паллах, авӑн уйӑхӗпе танлаштарас пулсан, нумайрах. Анчах ҫавах кашни уйӑхрах тенӗ пек 30 пин ытла тунӑ хыҫҫӑн ку кӑтарту пире тивӗҫтерсех каймасть. Ҫавах та сӑлтавӗсем те ҫук мар. Пӗрре вӑл Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» хайлавпа нумай ҫӑрӑлни (ҫавна май вӑл ытти кӗнекесемпе ӗҫлессине чарса лартрӗ), тепре Виктор Гюгон «Тӑхӑрвунвиҫҫӗмӗш ҫул» романӗ йывӑррӑн мӑшӑрланни. Унсӑр пуҫне «Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ӗҫри патшалӑхпа граждан обществин институчӗн вырӑнӗ» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хатӗрленесси те вӑхӑта илчӗ. Унта эпир Александр Антоновпа иксӗмӗр те тухса калаҫрӑмӑр.

Малашнехи плансене илес пулсан, чи малтанах, паллах, Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» хайлава мӑшӑрласа пӗтересси тӑрать. Тӗрӗссипе ун пирки эпир ҫурла уйӑхне пӗтӗмлетнӗ чухнех сӑмах тапратсаччӗ ӗнтӗ, анчах ҫавах халӗ те ку кӗнекепе ӗҫ вӗҫленмен-ха. Юрать-ха, «Тӑхӑрвунвиҫҫӗмӗш ҫулпа» ӗҫлесе пӗтерсе. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра эпир Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрне» мӑшӑрлатпӑр. Чӑвашли пирӗн тахҫанах пулсаччӗ, вӑт вырӑслипе вара кӑштах чӑрмав пурри курӑнкалатчӗ. Тӗнче тетелӗнче Александр Толмачев тунӑ куҫарӑва тупнӑччӗ те, унпа ӗҫлеме май ҫуккине асӑрханӑччӗ. Ку тӑлмач «Хура ҫӑкӑрӑн» пӗрремӗш кӗнекине ҫеҫ куҫарнӑ, тата унӑн куҫарӑвӗ те мӑшӑрлас ӗҫе йывӑрлатнӑ пулӗччӗ (пуплевӗшсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарма хӗнтерех). Каярах вара наци вулавӑшӗн сайтӗнче Зоя Романовӑн куҫарӑвне асӑрхарӑмӑр та ҫак романа мӑшӑрлас ӗҫе пуҫӑнас терӗмӗр. Паллах, кунта та йывӑрлӑхсемсӗр мар — Зоя Романовӑн куҫарӑвӗ PDF форматпа пулнӑран мӑшӑрлама усӑ куриччен ӑна малтан кӑшт якатма тивет.

Мӑшӑрсен йышӗ 583 пин те ҫичҫӗр ҫирӗм тӑватта ҫитни пирки каларӑмӑр ӗнтӗ, яланхи пекех вӗҫӗнче ытти кӑтартусене те палӑртни кирлӗ. Текстсен йышӗ пирӗн 1 895-е ҫитрӗ, иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан 49 ытларах. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» пуплевӗшсен йышӗ: 646 668 (+32 561). Сӑмахсен йышӗ: 6 777 295 (+306280).

#ЧЧЛ, #сайтсем, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем