Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ҫӗртме уйӑхӗнче чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 35 пин ҫӗнӗ мӑшӑр тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.07.2020 14:48 | 1396 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Иртнӗ уйӑхра, ҫӗртмере, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн пайташӗсем пурӗ 35 пин те 149 мӑшӑр хатӗрленӗ. Ку кӑтарту иртнӗ уйӑхринчен пӗчӗкрех пулин те (ҫу уйӑхӗнче 37 пин ытла турӑмӑр) ҫавах та сахалах мар. Тем тесен те хальхи вӑхӑтра пирӗн 455 пин мӑшӑр пур теме май пур.

Иртнӗ уйӑхра пирӗн корпус ҫак хайлавсемпе пуянланчӗ: Жюль Вернӑн «Грант капитан ачисемпе» (сӑмах май тӗнче тетелӗнче вырӑсла куҫару темиҫе те пур, пире вара вӑрҫӑччен тухни кирлӗччӗ — тавах Турра, ӑна тупма пултартӑмӑр, ҫавна май мӑшӑрлас ӗҫ хӑвӑрт пулчӗ), Николай Островскийӗн «Хурҫӑ мӗнле хӗрнипе», тата ытти хайлавсемпе. Унсӑр пуҫне тепӗр пысӑк ӗҫ те тӑвайрӑмӑр: тинех хамӑрӑн тӑлмачӑн серверне йӗркелесе ҫитерме май тупрӑмӑр. Ку ӗҫ валли, паллах, тӑкакланма та тиврӗ — 60 пин патнелле пӗтертӗмӗр. Халӗ вара вӑл пирӗн Rizen3800X процессорпа, 32 гигабайт асӑмпа ӗҫлет.

Малалли тӗллевсем те пирӗн пысӑках. Сӑмахран, хамӑрӑн куҫаруҫӑна бета-версине ҫитересси, хальхи уйӑхра та иртнӗ уйӑхринчен сахалтарах мар мӑшӑр тӑвасси. Кун валли пӗтӗмпех пур пирӗн: черетре Марк Твенӑн «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени», Рувим Фраерманӑн «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен» хайлавӗсем тӑраҫҫӗ.

Малтанхи кӑтартусемпе танлаштарсан иртнӗ уйӑхра пирӗн ҫакнашкал ӳсӗмсем пулчӗҫ:

• текстсен йышӗ — 1 795 (+9);

• пуплевӗшсен йышӗ — 511 261 (+39 536);

• сӑмахсен йышӗ — 5 473 424 (+369 798).

#чӑваш чӗлхи, #статистика, #сайтсем, #ЧЧЛ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем