Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 500 пин мӑшӑр хатӗрлерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.08.2020 13:53 | 1549 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗлтерӗшлӗ виҫе урлӑ каҫрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 500 пин ытла хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Аса илтеретпӗр, нейронлӑ меслетпе тивӗҫлӗ шайри куҫаруҫӑ тӑвас тесен сахалран те пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, пӗтӗмӗшле палӑртнӑ кӑтарту ҫеҫ пулин те эпир ҫак виҫен ҫурри урлӑ иртрӗмӗр-иртрӗмерех!

Мӑшӑрсем хатӗрлеме ҫӑмӑлах мар. Ҫак ӗҫе тӑваттӑн-пиллӗкӗн кӳленсе эпир уйӑхне 35-40 пин мӑшӑр тӑватпӑр. Вӑтамран пӗр кӗнекерен 5 пин мӑшӑр тухать: эпир кӗнекене сканерлатпӑр, саспаллатпӑр (ӳкерчӗкри саспаллисене Finereader программӑпа палласа илетпӗр), текстри йӑнӑшсене тӳрлететпӗр, ун хыҫҫӑн вара тӗнче тетелӗнче вырӑсла текста шыраса тупса пуплевӗшсене мӑшӑрласа тухатпӑр. Мӑшӑрлассине алӑпа тӑватпӑр — капла пирӗн мӑшӑрсен пахалӑхӗ самай ӳсет. Ҫак ӗҫе автоматизацилеме май паракан программӑсем те пур, анчах вӗсемпе ӗҫлес тесен чӑрмавсем чылай сиксе тухаҫҫӗ: пӗр енчен мӑшӑрлав ӗҫӗнче йӑнӑшсем каяҫҫӗ, тепӗр енчен чӑвашлипе вырӑсла текстсем пӗрешкел марри час-часах тӗл пулкалать. Калӑпӑр, Михаил Бубенновӑн «Шурӑ хурӑнне», Семен Бабаевскийӗн «Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерне» пирӗн тӑлмачсем ҫак хайлавсене улӑштариччен куҫарнӑ пулнӑ. Тӗнче тетелӗнче те, вулавӑшсенче те вырӑсла тексчӗн малтанхи вариантне тупма май ҫук — пур ҫӗрте те Сталин пирки асӑннисенчен хӑтарнисем ҫеҫ («Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерне» унсӑр пуҫне, калӑпӑр, автор тӗппипех ҫӗнетнӗ). Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр хайлавсен вырӑсла куҫарӑвӗсем те темиҫе тӗл пулаҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе Жюль Вернӑн «Грант капитан ачисем» палӑрнӑччӗ. Кашни ресурсрах вырнаҫнӑ куҫару питӗ йывӑррӑн мӑшӑрланчӗ. Кайран, ҫак ыйтӑва тӗпченӗ хыҫҫӑн, маларах тунӑ куҫарӑва тупма май килчӗ (пирӗн тӑлмачсем унпа усӑ курнӑ иккен) — вара ӗҫ самай ҫӑмӑлланчӗ. Ҫакнашкал чӑрмавсем пуррине кура мӑшӑрлас ӗҫе эпир алӑпа тӑватпӑр та.

Эпир маларах палӑртнӑ тӑрӑх, 500 пин урлӑ иртнӗ хыҫҫӑн хатӗрленӗ мӑшӑрсене Яндекс.Тӑлмача парас тетпӗр. Ҫапла май унти куҫару пахалӑхӗ тата та ӳсессе шанса тӑратпӑр. Хамӑр вара ӗҫе малалла тӑсӑпӑр — тем тесен те пӗр миллион мӑшӑр туса ҫитермеллех!

Пирӗн ӗҫе пулӑшас кӑмӑл пур пулсан — Сбербанк.Онлайн урлӑ укҫа куҫарма пултаратӑр: +79050276137 телефон номерне кӑтартса, е 4276 7500 2767 1261 карточка номерӗ ҫине. Ку ӗҫ ҫине эпир уйӑхсерен 20 пин ытла тӑкаклатпӑр.

#чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ, #сайтсем, #ҫитӗнӳсем, #Яндекс.Тӑлмач, #Яндекс

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем