Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ҫитес вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӑл ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ.
Штат режимне куҫиччен, пациентсене йышӑнма тытӑниччен пульницӑра дезинфекци тӑвӗҫ. Палӑртмалла: вӑл пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем валли 425 койка хатӗрленӗ. Чирлисене 500 ытла медик сипленӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗн тӗп пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пӑрахнӑ.