Спорт
![]() Канаш хулинче ҫуралнӑ биатлонист Раҫҫей кубокӗнче врҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку хыпара эпир Чӑваш Енри паллӑ журналист, халӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче информаципе аналитика управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Михаил Вансяцкий Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Канашра ҫуралнӑ Алексей Петров Пушкӑртстан чысне хӳтӗлет. Биатлон енӗпе иртекен Раҫҫей кубокӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче вӑл спринтра палӑрнӑ. Чӑваш Ен ҫӗрӗнче ҫуралнӑскер виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче ентешӗмӗр — малти виҫҫӗмӗш вырӑнта, Раҫҫей биатлонисчӗсен союзӗн танлаштарӑмӗнче раштавӑн 3-мӗшӗнче вӑл тӑваттӑмӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ парк «Ҫӗнӗ ҫул карнавалӗ» костюмсен конкурсне ирттерӗ. Мероприяти раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Унччен заявка парса ӗлкӗрмелле. Унта ят-хушамата, шкул, ача пахчи номерне, ӑҫта вӗреннине е ӗҫленине, телефон номерне , костюм ятне кӑтартмалла. Раштавӑн 14-мӗшӗнче парка костюм тӑхӑнса пымалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртӗҫ: «Ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи пӗчӗк Хӗл Мучи», «Чи пӗчӗк Юр Пике», «Юр кӗлетке мистер», «Юмах патӗнче – хӑнара». Регистраци 11-12 сехетсенче пулӗ. Пӗтӗмлетӗве 13 сехетре тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() moygorod-online.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Турцири Стамбул хулинче кулинарсемпе кондитерсен хушшинче тӗнче шайӗнчи конкурс иртнӗ, вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унта Шупашкарти Ирина Щетинина та хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак ҫӗршывӑн президенчӗн Тайип Эрдоганӑн администрацийӗ пулӑшнипе йӗркеленнӗ. Ирина Шупашкарти пӗр кондитерскинче ӗҫлет. Пирӗн ентеш жюри пайташӗсене «Незнакомка» (чӑв. «Палламан хӗр») ӗҫпе тӗлӗнтернӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Ирина Щетинина «Арт-класс» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() youtube.com сайтри сӑн Улатӑрти хастарсем хулана Мӑкшӑ Республикипе пӗрлештересси пирки калаҫма тытӑннӑ. Кун пирки «Известия Мордовии» хаҫатра ҫырнӑ. Хастарсем ҫакна темиҫе сӑлтавпа ӑнлантарнӑ. Чи пӗрремӗшӗ – Улатӑр Шупашкартан 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, Саранскран вара – 150 ҫухрӑмра. Статьяра палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 5 ҫулта 5 мэр улшӑннӑ, хула лайӑх енне аталанман. Тӗслӗхрен, ҫӗнӗ ача пахчисем ҫӗклес вырӑнне «Солнышко» ятлине хупнӑ. Кӳршӗ республикӑра вара пач тепӗр май: шкулсем, ача пахчисем, спорт керменӗсем, ытти учреждени ҫӗкленеҫҫӗ. Улатӑрти стадиона чылай ҫул юсаман, ку ыйтӑва вара тахҫанах ҫӗкленӗ. Улатӑрсене япӑх ҫулсем те пӑшӑрхантараҫҫӗ. Кунти чи лайӑх ҫулсем Мӑкшӑ Республикинчи чи япӑх ҫулсемпе танлашаҫҫӗ-мӗн. Хулара ҫӳп-ҫап контейнерӗсем сахал пулнӑран пӗлтӗр ӑпӑр-тапӑр сапаланса выртнӑ иккен. Хастарсем контейнерсем ларттарнӑ, анчах вӗсем те кивӗ тата ҫӗтӗк-ҫатӑк. Вырӑнти тӳре-шара вара халӑх шухӑшне витӗм кӳресшӗн. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Мӑкшӑ Республикин патшалӑх парӑмӗ пысӑк. Анчах хастарсене ку та хӑратман – Чӑваш Енӗн те парӑм пур. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑрта пысӑк улшӑнусем ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан Петр Димитриевич Заказова тӑванӗсем ҫухатнӑ. Вӗсем ӑна раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнченпе курман. Арҫын ҫухалнӑ. Ӑна халӗ следовательсем те шыраҫҫӗ. 50 ҫулти Петр Заказов тӑванӗсемпе юлашки хутчен раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫыхӑнӑва тухнӑ. Унӑн хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсем унӑн машинине тупнӑ, хӑй вара ҫук. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ведомство хыпарсӑр ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ, ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче рейс автобусӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Пассажирсене илсе ҫӳрекен транспорт ҫӑмӑл автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Малтаналӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 61 ҫулти арҫын транспорта итлеттереймен, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта ҫӑмӑл автомашина пынӑ. Ку пӑтӑрмах 14 сехет те 15 минутра пулнӑ. Аварире ҫӑмал автомашинӑн 52 ҫулти водителӗ аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Автобус салонӗнче 11 пассажир пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те суранланман. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫине Юрий Васильева ЧР Культура министерствин «За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн) кӑкӑр ҫине ҫине ҫакмалли паллӑпа чысланӑ. Коллективӑн ытти хӑш-пӗр артистне вара Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн Хисеп хучӗсемпе, Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче юрӑпа ташӑ ансамблӗ 95 ҫулхи юбилейне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче уявланӑ. Уява ансамбль пултарулӑхне пысӑка хурса хаклакан куракансем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫитернӗ. Вӑл коллектива ҫӗнӗ автобуссен уҫҫине те тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта вӗренекенсем Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура савутне экскурсие кайнӑ. Асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитӗнекен ӑрӑва пулас профессие суйласа илме пулӑшас тӗллевпе 9 класс ачисемпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Класс сехечӗсенче прфесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, вӗрентекенсем ачасене кӑсӑклантарнӑ ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ. Ӗҫ профессийӗсемпе кӑсӑкланнине кура Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура заводне 8, 9 класс ачисене экскурсие илсе кайнӑ. Экскурсие йӗркелеме шкулти ашшӗ-амӑшӗн ертӳҫи Анна Николаевна (вӑл савутра ӗҫлет) пулӑшнӑ. Савутри профсоюз пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Романов экскурсовод ачасене предприятири ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cnews.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти полици уйрӑмне такси водителӗ килнӗ, хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫав каҫ пӗр ҫамрӑк ҫын такси водительне, 37 ҫулти арҫынна, кафере апат-ҫимӗҫ туянса Дзержинский урамӗнчи пӗр ҫурта илсе пыма саккас панӑ. Лешӗ ҫимӗҫсене 3 пин тенке яхӑн туяннӑ, вырӑна ҫитнӗ. 17-ри каччӑ телефонран таксиста укҫа куҫарса панӑ пекки тунӑ, транзакци ӑнӑҫлӑ иртнине кӑтартнӑ. Анчах укҫа-тенкӗ таксист счечӗ ҫине килмен. Видеокамерӑсене пӑхсан полицейскисем ҫав 17-ри каччӑ кам пулма пултарнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те вӑрланӑшӑн уголовлӑ майпа явап тытнӑ, халӗ ун тӗлӗшпе урӑх преступленишӗн следстви пырать. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче пулса иртнӗ ҫул-йӗр ҫинчи инкекре виҫҫӗн вилнӗ. Пӑтӑрмах 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ «Киа-Риа» автомашина прицеплӑ трактор айне пырса кӗнӗ. Инкек «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче, Елчӗк районӗнче, пулса иртнӗ. «Киа-Рио» водителӗ ҫула май пыракан тракторпа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина инҫӗше пӑхӑнман. «МТЗ» трактор йыӑҫ тиенӗскер пулнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина хӑвӑрт пынӑ. 22-ри водитель правана икӗ ҫул каялла илнӗ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн ӑна кӑҫал ултӑ хутчен явап тыттарнӑ. Машина водителӗ тата машинӑри икӗ пике: 8-мӗш тата 10-мӗш класра вӗренекенскерсем — вилнӗ. Тракторист урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |