Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехет те 20 минутра Шупашкарти Айхи проспектӗнчи ҫул ҫинче, «Садовый» микрорайонта, 17 ҫулти хӗре машина ҫапса кайнӑ. Ҫамрӑкскер светофор ҫук вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, ун ҫине «ВАЗӑн» вунтӑваттӑмӗш моделӗ пырса кӗнӗ.

Йывӑр суранланнӑ пикене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнаҫӗшӗн икӗ эрне кӗрешнӗ, анчах, шел те, ҫамрӑкскерӗн чӗри тапма пӑрахнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 18 ҫулти каччӑ ларнӑ, вӑл урах пулнӑ. Хайхискер водитель правине 3 уйӑх каялла кӑна илнӗ, анчах ҫав кӗске хушӑра та ҫул-йӗр правилисене пӑсшнӑшӑн 8 штраф илме ӗлкӗрнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Спорт

Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пирӗн республикӑра Спорт аэробики енӗпе «Венец Поволжья» (чӑв. Атӑлҫи пуҫ кӑшӑлӗ) пӗтем Раҫҫейри ӑмӑрту иртӗ. Унта ҫӗршывӑн 21 регионӗнчи 700 ытла спорстмен хутшӑнмалла. Тупӑшӑва Шупашкарти «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексне пуҫтарӑнӗҫ.

Спортсменсем «уйрӑм», «хутӑш мӑшӑр», «трио», «ушкӑн», «ташӑ гимнастики», «гимнастика платформи» номинацисенче ӑмӑртӗҫ.

Ӑмӑртӑва 6 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхисем тата аслисем хутшӑнӗҫ.

Пӗтӗм Раҫейри ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, шӑматкун, 14 сехетре уҫӗҫ. Малтанхи икӗ кун ӑмӑрту ирхи 9 сехетре пуҫланӗ, вырсарникун — 10 сехетре. Курма пыракансене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.

 

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем паян ирпе ирех Самар тӑрӑхне тухса кайнӑ.

Виҫӗ кунлӑх гастролӗн малтанхи кунӗнче артистсене асӑннӑ тӑрӑхри Димитровград хулинче кӗтеҫҫӗ. Унти А. Островский ячӗллӗ драма театрӗн сцени ҫине чӑваш артисчӗсем «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакльпе тухнӑ. Ӑна А. Попов пьеси тӑрӑх лартнӑ.

Ыран Тольятти хулинчи 93-мӗш вӑтам шкула ҫитме шухӑшлаҫҫӗ. Самар тӑрӑхӗнчи ачасене чӑваш сценин ӑстисем «Космический спецназ и волшебная сила» вырӑсла юмах (ӑна В. Соболев пьеси тӑрӑх лартнӑ) кӑтартӗҫ.

Эрнекун, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Шӑмӑршӑра чарӑнӗҫ. Унти культура ҫуртӗнче вӗсем «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакль кӑтартма палӑртнӑ.

 

Культура
chfila.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chfila.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян иртнӗ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗпе ҫыхӑннӑ калаҫу та пулнӑ.

Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков филармони коллективне тытса тӑни республикӑн тӗп хулин хыснине тӑкак кӳнине палӑртнӑ. Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, коллектива е Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн, е Трактор тӑвакансен культура керменӗн йышне кӗртмелле.

Республикаӑн культура министрӗ Константин Яковлев филармонире реконструкци вӗҫлениччен хула хыснинчен куҫарасшӑн маррине палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев филармони артисчӗсем чӑн-чӑн профессионалсем пулнине кура коллектива упраса хӑвармаллине татӑклӑн каланӑ. Филармонипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва яваплисем ҫывӑх вӑхӑтра тишкерӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти кинотеатрсенчен пӗрне пынӑ ҫынна кинозала апатпа кӗртмен. Ҫавӑн пирки республикӑри МИХсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Кинозала кӗрейменни — асӑннӑ хаҫатӑн журналисчӗ иккен.

Арҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, кинотеатрта Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсаҫҫӗ. Вырӑнти барта илнӗ апатпа кӗме чармаҫҫӗ иккен. Анчах урӑх ҫӗртен туяннипе ирттермеҫҫӗ. Кинозала кӗрес умӗн хуралҫӑ апата тӗрӗслет.

Журналист кино та курайман, ӑна билет укҫине те тавӑрса паман.

Ҫак хыпара вуланисенчен хӑшӗсем кино пӑхнӑ вӑхӑтра чӑмласа ларнине хурлаҫҫӗ. «Хам пулсан тортпа тата пӗр тарелка яшкапа кайнӑ пулӑттӑм. Кино пӑхнӑ вӑхӑтра начарланса кайӑп тата», — йышши тӑрӑхласа ҫыракан та тупӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61098
 

Республикӑра
Суд приставӗсен сайтӗнчи сӑн
Суд приставӗсен сайтӗнчи сӑн

54 ҫулти хӗрарӑм, машина хуҫи, налук тата ҪҪХПИ штрафӗсене тӳлемен. Парӑм 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ.

Хӗрарӑмӑн машинине арестлесе штрафстоянкӑна илсе кайсанах парӑма татма укҫа тупӑннӑ. Суд приставӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫа парӑма татсан машинине тавӑрса панӑ.

Аса илтерер: 2018 ҫулшӑн налук тӳлемелли срок раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленет. Тӳлемесен приставсем килӗҫ, пенисем пухӗҫ – кайран парӑм нумайрах пулӗ.

 

Тӗнчере
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн

Мускавра Пӗтӗм тӗнчери офис ӗҫченӗсен хушшинче иртнӗ «Офис мисӗ» илем конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта Раҫҫейри 30 пике тата ытти ҫӗршыври чиперккесем хутшӑннӑ. Шупашкарти «Ӗҫ тата укҫа» компанире клиентсемпе ӗҫлекен Валерия Любимова менеджер финала тухнӑ пикесенчен пӗри пулса тӑнӑ.

Конкурсҫӑсене жюри хакланӑ, председателӗ Валентин Юдашкин модельер пулнӑ. «Офис мисӗ» ята Новосибирскри Елизавета Знагован ҫӗнсе илнӗ. Ӑна тӗп парне – корона тата 2 миллион тенкӗ панӑ.

Пирӗн ентеш Валерия Любимова «Мисс очарование» номинацире ҫӗнтернӗ.

 

Республикӑра
53news.ru сайтри сӑн
53news.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Суд вӑл ывӑлне хӗненине, тивӗҫлипе пӑхманнине палӑртнӑ.

37 ҫулти хӗрарӑм амӑшӗн тивӗҫне лайӑх пурнӑҫламан. Вӑл кирек мӗнле вӑхӑтра та ытти ҫынсемпе эрех ӗҫме пултарнӑ, ывӑлӗпе интересленмен.

Утӑ уйӑхӗнче вара хайхи амӑшӗ ӳсӗр чухне пӗчӗкскере хӗненӗ. Ачапа мӗн пулса иртнине опека органӗ пӗлсен ӑна пульницӑна вырнаҫтарнӑ, унтан – ача ҫуртне. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61112
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире аш-пӑш тирпейлемелли цех уҫӑлнӑ. Ҫакӑ унта ларакансене е ӗҫлекенсене тутлӑ ҫитерес тенипе ҫыхӑнман. Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплава колонире ирттерекенсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерни паха. Ӗҫлесе илнӗ укҫа айӑплисен тавӑҫпа килешӳллӗн тӳлемелли парӑмсене саплаштарма кайӗ.

Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аш-пӑш тирпейлемелли цеха колонире хӗрлӗ хӑю карсах уҫнӑ. Ӑна касма асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене шаннӑ.

Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цехра санитари правилисене туллин пӑхӑнаҫҫӗ. Производствӑра колонире туса илекен чӗр таварпа та усӑ кураҫҫӗ, аякран та туянаҫҫӗ. Хатӗр ҫимӗҫе тӗрмере ларакансене апатлантарма усӑ курӗҫ тата лавккасенче сутӗҫ.

 

Хулара
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн

Шупашкарти «Мир Луксор» кинотеатр» общество транспорчӗ чарӑнӑвне улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Ку тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттереҫҫӗ. Ҫынсене икӗ ятран пӗрне суйлама май панӑ: «Мир» кинотеатр» е «Ача-пӑча тӗнчи» суту-илӳ центрӗ».

Сасӑлав пуҫланнӑ, вӑл раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗччен иртӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн общество траснпорчӗн чарӑнӑвӗн шӑпине татса парӗҫ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти «Питомник» чарӑну ятне «Чӑвашкино» ятпа улӑштарма сӗннӗ. Анчах сасӑлавра чылайӑшӗ чарӑнун пирвайхи ятнех хӑвармаллине палӑртнӑ. Ҫапла майпа унӑн ятне улӑштарман.

 

Страницӑсем: 1 ... 1676, 1677, 1678, 1679, 1680, 1681, 1682, 1683, 1684, 1685, [1686], 1687, 1688, 1689, 1690, 1691, 1692, 1693, 1694, 1695, 1696, ... 3937
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 13

1934
91
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
80
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
72
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
59
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...