Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ тӗрӗ ӑсти Мария Симакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки паян Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Мария Васильевна 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра, Шупашкарти стройкӑсенче ӗҫленӗ. 1955—1959 ҫулсенче мӑшӑрӗпе Казахстанра ҫерем ватнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнса геологи разведкинче 1965 ҫулччен тимленӗ. Унтан вӑл «Паха тӗрӗ» хапрӑка ӗҫе вырнаҫнӑ. Шӑпах ҫавӑнта ентешӗмӗр хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхне туллин кӑтартма пултарнӑ. Унран, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗнчен, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗнчен, РСФСР халӑх ӑстинчен, ыттисем вӗреннӗ.