Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Ҫурҫӗре юратнӑ чӑваша фильм халалланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.02.2020 19:59 | 1341 хут пӑхнӑ
Персона

Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗ (ертӳҫи — Геннадий Храмов, экономика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ) тата унти «Дом кино» (чӑв. Кино ҫурчӗ) «К полярной звезде» фильм кӑтартнӑ. Фильм-портрет операторӗ — «Красноярск» ГТРКра ӗҫлекен Денис Жемчугов.

Юратса та тӗплӗн хатӗрленӗ ҫак ӗҫе чӑваша, Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче ҫуралнӑ, вӑл 8 ҫулта чухне ҫемйи Ҫӗпӗре тухса кайнӑ Владимир Мешков художника халалланӑ.

Пулас художник малтанласа сысна та пӑхнӑ. 15 ҫулта типографие ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑнта наборщик ӗҫне хӑнӑхнӑ. Унта райхаҫат кӑларнӑ май хаҫат валли ӳкерме пуҫланӑ.

Ҫапла вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пысӑк художника ҫити ӳснӗ. Тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ ятсене тивӗҫнӗ. Унӑн куравне Куба ертӳҫи Фидель Кастро йыхравланипе асӑннӑ ҫав ҫӗршывра та йӗркеленӗ.

Ҫурҫӗр енчи халӑхсем пирӗн ентешӗмӗре юратнӑран кашниех хӑйсен тесе калаҫҫӗ иккен. Ҫакӑ ытахальтен мар пулӗ. Владимир Мешков Ҫурҫӗре капашсӑр юратнӑ.

#Шупашкар районӗ, #художник, #ӳнер, #Красноярск, #астӑвӑм, #культура, #Ҫатра Марка

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 1797.11.0838
2020.02.06 01:32
Ҫатра Марка чӑвашӗ ЧНК пӗрремӗш съездне Красноярск делегцине ертсе килни асран тухмасть! Маттурсем!
Ялава ан усӑнтарӑр, Хӗрлӗяр чӑвашӗсем; эсӗте, Геннадий
Иванович, хастар пулма манса ан кай!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем