Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн ҫар комиссариатне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Кун пирки калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин нумаях пулмасть алӑ пуснӑ. Ушкӑнӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн явапли тесе Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви йӗркелесе тӑрӗ. Ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫи пулма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева шаннӑ. Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин — ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫин ҫумӗ. Ушкӑн ертӳҫин тепӗр ҫумӗ — ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева. Ӗҫлӗ ушкӑн йышӗнче ытти ведомствӑра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшакансем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Черетлӗ ушкӑн авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен канӗ. 18 кунлӑх курссшӑн вӗсен пӗр пус та тӳлемелле мар. «Вега» центрта тӳлевсӗр канма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессине лексе реабилитаци витӗр тухнисен, сусӑрсен, ватлӑхпа пенси илекенсен ирӗк пур. Анчах икӗ ҫулта пӗрре. Путевка илес тесен Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра каймалла. Унта вӗсен заявлени ҫырмалла, паспорт копине илсе каймалла. Тухтӑрсем сывлӑх ҫинчен калакан панӑ справка, ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма ирӗк паракан документ, медицина страхованийӗн полисӗ кирлӗ. Черет ҫитсен ветерансене «Вега» центра ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарта ҫӗнӗ палӑк уҫнӑ. Вӑл — вертолет. Ӑна уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Палӑка Хутарти вӑтам шкултан тата Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ, хӗрӳ точкӑсене хутшӑннӑ вертолетчиксене хисеп туса лартма йышӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗмӗрлесем хула кунне уявланӑ. Элтепер хутарсене палӑк уҫнӑ ятпа тата хула кунӗпе саламланӑ. Сӑмах май каласан, Хутарта вертолет вырнаҫтарассине 2017 ҫулта Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви ырланӑ. «Ми-24» ҫар вертолечӗпе малтан Сызраньти авиаци училищинче усӑ курнӑ. Кивелсе вӗҫме юрӑхсӑра тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялне илсе килнӗ. Вертолета ял ҫыннисем сумлӑ вырӑна вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тата тепӗр Добрыня Никитич ҫуралнӑ. Ҫут тӗнчене килнӗ ҫӗнӗ чуна ҫапла ят панине вырӑнти загс уйрӑмӗнче шута илнӗ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Добрыня – Никитӑпа Екатерина Александровсен ҫемйинчи иккӗмӗш ача. Ҫӗн кайӑка ашшӗ-амӑшӗ вырӑс халӑх эпосӗнчи пӑхаттир ятне парас тенӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ашшӗ ячӗпе Добрыня питех те килӗшӳллӗн илтӗнет. Загс ӗҫченӗсем ҫемьене йыш хутшӑннӑ ятпа саламланӑ. Александровсен ывӑлне вӗсем сывлӑхлӑ пулма суннӑ. Сӑмах май каласан, Ҫӗнӗ Шупашкарта унччен те ачана Добрыня Никитич ят панӑ. Ку вӑл 2015 ҫулта пулнӑ. Чӑвашла ят паракансем, шел те, сайра тӗл пулаҫҫӗ. Илемлӗ чӑваш ячӗсене пӗлменнипе ҫыхӑннӑ-ши п ҫакӑ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенче ҫул-йӗр юсанине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе пахаланӑ. Тӗрӗслеве ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин тата «Чӑвашупрдор» хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Шупашкар районӗнче «Кӳкеҫ - Иккасси - Колешша», Вӑрнар районӗнче «Шӑхасан - Нурӑс» ҫулсене епле юсанине хакланӑ. Ик ҫӗрте те «ВолгаДорСтрой» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Шупашкар районӗнчи объекта ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче юсама тытӑннӑ. Контракт хакӗ — 136,6 млн тенкӗ. Ӗҫе чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Вӑрнар районӗнчи юсав хакӗ — 323,5 млн тенкӗ. Ҫула ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче юсама пуҫланӑ та чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗҫлемелле. Палӑртнине подряд организацийӗ вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри паллӑ тележурналистӑн, драматургӑн, сӑвӑҫӑн, сценаристӑн Марина Карягинӑн ӗҫӗ Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале хутшӑнӗ. Мероприяти Питӗр хулинче юпа уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртӗ. «Влюбленные в искусство» (чӑв. Ӳнере юратакансем) ят панӑ кинофестивале хутшӑнас кӑмӑллисем чылай ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем художниксемпе, кинематографистсемпе, музыкҫӑсемпе, балет артисчӗсемпе тата ыттисемпе паллаштарӗҫ. Фестивалӗн программа директорӗ Виктория Цетлина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, 300 ытла картинӑран чи лайӑххисене суйласа илме ҫӑмӑл пулман. «Тоня Стефанскаяпа иксӗмӗр 120-е яхӑн сехет видеопа паллашрӑмӑр», — тесе ҫырнӑ кинофестивалӗн программа директорӗ. Суйласа илнӗ фильмсем хушшинче Марина Карягинӑн ӗҫӗ те пур. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Владимир Максимов хутшӑннипе ӗҫлӗ канашлу иртнӗ. Унта Чӑваш Енпе Тутарстан чиккине палӑртас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Канашлӑва Росрестрӑн республикӑри управленийӗнче, «ЗЕМЛЯ» (чӑв. Ҫӗр) тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех Тутарстанран килсе ҫитнисем: асӑннӑ республикӑн Ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин, «Фонд пространственных данных Республики Татарстан» (чӑв. Тутарстан Республикин пространство даннӑйӗсен фончӗ) патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн — ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Чикке тӗрӗс палӑртасси объектсене кадастр учетне илессипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра регионсем хушшинчи чикӗсен 75 процентне кадастр учетне илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Авӑнӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче темиҫе ыйту пӑхса тухнӑ. Ҫав шутра – пӗр депутата мандантсӑр хӑварас ыйту та. Сӑмах – Алексей Никитин депутат пирки. Унччен маларах ЧР Элтеперӗн хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тата коррупципе кӗрешекен управлени тӗрӗслев ирттернӗ. Алексей Никитин декларацире хӑйӗн тата мӑшӑрӗн счечӗсене пурне те кӑтартманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Счетсем ҫинче вара – вун-вун миллион тенкӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн материалсене Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне ярса панӑ. Депутатсем вӗсене пӑхса тухнӑ та Алексей Никитина мандатсӑр хӑварма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() nevnov.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти зоопаркра пӑши ами вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Канмалли кунсенче зоопарка кайрӑмӑр. Пӑхатпӑр: пӑши ами пурӑннӑ вольер пушӑ. Вӑл ӑҫта кайса кӗнине ыйтрӑмӑр. Вилнӗ иккен. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулас», - ҫапла каласа кӑтартнӑ вӑл. Пӑши ами Галина ятлӑ пулнӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл килен-каян темӗн ҫитернӗрен чирлесе ӳкнӗ. Ун чухне чӗрчуна ҫӑлса хӑварайнӑ. Халӗ пӑши ами мӗншӗн вилнине ветеринарсем уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тутарстанри Аксу районӗнчи Мюд поселокӗнче пурӑнакан чӑваша район пуҫлӑхӗ Камиль Гилманов саламланӑ. Ирина Степанова патне пуҫлӑх килнех кайнӑ. Ирина Михайловна тӑван ен историне тӗпченипе паллӑ иккен. «Вӑл районти кашни ял хӑҫан тата мӗнле йӗркеленсе кайнине, вӗсене кам йӗркеленине тата мӗнле аталанса пынине тарӑн тӗпчесе кӗнекесем ҫырса кӑларать», — хыпарланӑ вырӑнти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра. Ирина Степанова тӑрӑшнипе 15 кӗнеке пичетленнӗ. Вӑл малашне те тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки хӗрарӑм район пуҫлӑхне пӗлтернӗ. Пӗлтерӗшлӗ ӗҫшӗн Ирина Степановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Аксу район ертӳҫи Камиль Гилманов вара Ирина Степановӑна Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |