Спорт
![]() Ҫитес ҫул пирӗн республикӑри 10 муниципалитетра искусствӑлла курӑклӑ футбол уйӗсем тума палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен спорт министрӗ Михаил Богаратов районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ. Спорт сооруженийӗсене Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче, Етӗрнепе Шупашкар хулисенче тума палӑртнӑ. Ядрин и Чебоксары. Вӗсенче футбол уйӗсен вырӑнӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Хӑшӗсенче унччен хатӗрленӗ эскиз проекчӗсем те пур. Аса илтерер: Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Спорт сооруженийӗсене юсаса ҫӗнетме, пурлӑхпа техника базин никӗсне вӑйлатма 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Шупашкарта Раҫсейри вулавӑшсен ХVIII форумӗ уҫӑлнӑ. «Библиокараван–2019» мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейри вулавӑшсен тытӑмӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Форум теми — «Библиотека как центр культурного многообразия: перспективы развития в региональном пространстве» (чӑв. Вулавӑш — культура нумай енлӗхӗн центрӗ: регион хутлӑхӗнчи аталану малашлӑхӗ). Асӑннӑ тема, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти вулавӑшсене шӑпах кӑсӑклантарнӑ та. Ҫавна май форума ҫӗршывӑн 48 регионӗнчи 400 ытла профессионал килме кӑмӑл тунӑ. Ҫав йышра — Калининградран пуҫласа Сахалин тӑрӑхӗнчи культура сферинче тӑрӑшакансем. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те пур. Мероприяти паян 10 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Питӗр хулине гастрольпе тухса кайӗ. Нева ҫинчи хулара вӑл юпа уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл унти «Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухӗ. Чӑваш Енри театрсем тӑван республикӑри куракана савӑнтарнипе пӗрлех ытти региона та тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ, сӑмах май каласан, республикӑри районсенче те спектакльсем кӑтартать. Ют регионсенчен Тутарстанрӑ, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Самар, Чӗмпӗр, Пенза, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенче, Мускав, Питӗр, Чӗмпӗр, Нижнекамск, Альметьевск, Самара, Тольятти хулисенче гастрольсемпе фестивальсенче пулнӑ. Хальзинче Питӗите артистсем «Юрату пурах иккен» тата «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» камитсем кӑтартасшӑн. Спектакльсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ. Пӗчӗк куракансем валли Шарль Перрон «Кот в сапогах» юмахӗ тӑрӑх лартнӑ мюзикла илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() http://www.pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ район прокурорӗ пулнӑ ҫын Раҫҫей прокуратурин тытӑмне ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмах Дмитрий Теллин пирки пырать. Ҫӗрпӳ район прокурорӗ пулма ӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Халӗ вӑл Раҫҫей прокуратурин федерацин Атӑлҫи округӗнчи управленине куҫнӑ. Ҫӗрпӳ район прокурорӗн тивӗҫне Чӑваш Ен прокуратуринче право статистикин пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ Антон Бабаев пурнӑҫлать. Маларах асӑннӑ Дмитрий Теллина Раҫҫей прокуратурин федерацин Атӑлҫи округӗнчи управленине куҫарасси ҫинчен калакан приказа Раҫҫей тӗп прокурорӗ алӑ пуснӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумне Игорь Сахарова урӑх ӗҫе куҫараҫҫӗ текен сӑмах та ҫӳрет-мӗн. Анчах ведомствӑра вӑл хыпара ҫирӗплетмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлессинчен пӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн ӑна ӗҫлеттерсе юсанмалла тунӑ. Хӗрарӑмӑн 11 ҫулти ывӑл пур-мӗн. Анчах амӑшӗ ун пирки маннӑ тейӗн. Ачан хырӑм та выҫать, ҫипуҫ та кирлӗ. Явапсӑр хӗрарӑм ҫавӑн пирки шухӑшламан курӑнать. Алимент парӑмӗ унӑн 500 пин тенке ҫывхарнӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне те — алимент тӳлеменшӗн. 2014 ҫулта ӑна малтан ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пӑхӑнманнине кура 2 уйӑх та 20 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ. Хальхинче суд парӑмлӑ амӑшне 1 ҫул ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑӑрӑх, ҫав вӑхӑтра ӗҫлесе илнӗ тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанта «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта Шупашкарти Евгений Краснов медальона тивӗҫнӗччӗ. Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑччӗ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче. Халӗ Михаил Игнатьев Элтепер Евгений Краснова 40 пин тенкӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи паян алӑ пуснӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Саранск хулинче «Атӑл тӑрӑхӗнче ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс фестиваль иртнӗ. Унта Атӑл тӑрӑхӗнчи пур регионтан та хутшӑннӑ – пӗтӗмпе нумай ачаллӑ 14 ҫемье. Чӑваш Ен чысне Элӗк районӗнчи Тӑвӑш Юнтапа ялӗнче пурӑнакан Александровсем хӳтӗленӗ. Вӗсем хӑйсен виҫӗ пепкине тата опекӑна илнӗ ултӑ ачине воспитани параҫҫӗ, ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Вӗсем ҫемье пирки чӑваш наци костюмне тӑхӑнса каласа кӑтартнӑ, пушӑ вӑхӑтра мӗн тума юратни ҫинчен те пӗлтернӗ. Ҫемье ачисене ӗҫе мӗн ачаран хӑнӑхтарать, алисене хисеплеме вӗрентет. Палӑртма кӑмӑллӑ: Александровсем «Ӗҫ династийӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта наци культурисен «Семицветик» регионсем хушшинчи фестивалӗ иртӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут пулӗ. Мероприятие Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен этнокультура йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тата аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш Енре иртекен фестивале Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Мӑкшӑ Республикинчен, Тутарстанран, Удмурт Республикинчен, Чулхула облаҫӗнчен килсе ҫитмелле. Юлашки виҫӗ ҫулта унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Фестиваль юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлӗ. Мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() ria.ru сайтри сӑн Раҫҫейри регионсенче шалу мӗнле ӳснӗ? Специалистсем ҫакна тишкернӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пур регионта та шалу ӳснӗ. Анчах вӑл мӗнле хӑвӑртлӑхпа ӳсни кашни тӑрӑхра уйрӑлса тӑрать. Чӑваш Ен танлаштарӑмра ку енӗпе 18-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта вӑтам шалу 25 пин тенкӗпе танлашнӑ. Шалу ӳснипе Кострома облаҫӗ мухтанма пултарать. Вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тыва Республики. Чи аялти йӗркесенче - Питӗр тата Ямал-Ненецк автономи округӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moika78.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫын сӗтев панӑшӑн явап тытнӑ. Вӑл хӑйӗн ачине шкула яма хатӗрленнӗ, ӑна унта пӗр пӑтӑрмахсӑрах илччӗр тесе директора сӗтев сӗннӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти пӗр шкул директорне 60 пин тенкӗ сӗтев панӑ. Куншӑн вӑл ачине шкула ҫӑмӑллӑнах илеҫҫӗ тесе шутланӑ. Анчах арҫыннӑн судра явап тытма тивнӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |