Республикӑра
![]() ptzgovorit.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын тӑван мар пӗчӗк ывӑлне тӑтӑшах хӗненӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче ҫак арҫын, Хирпуҫ ялӗнче пурӑнаканскер, пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк ывӑлне хӗненӗ. Ҫав самантсене вӑл ӳсӗр пулнӑ. Арҫын 5 ҫулти арҫын ачана аллипе ҫапнӑ, урипе тапнӑ. Халӗ судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Следователь вара арҫынна следстви вӑхӑтӗнче ирӗксӗр хӑварас ыйтӑва татса парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |