Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм руль умне ӳсӗрле ларнӑ. «Рено Логан» машинӑна тытса пыраканскере пакунлисем Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 20 сехет тӗлӗнче асӑрханӑ. Машинӑна чарас тенӗ те автомобиль хуҫи хӑнк та туман — малалла шӑлнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем хӑвалама йышӑннӑ. Вӗсенчен тарма хӑтланса пӗр ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнман. Водитель эрех ӗҫни те палӑрнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем килсе ҫитиччен ҫул-йӗр инспекторӗсем хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме ҫавскер килӗшмен. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Хӗрарӑм-водителӗн машина рулӗ умне ларма ирӗк пулман иккен. Хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн кӑҫал кӑна ӑна административлӑ майпа пилӗк хутчен явап тыттарнӑ. Ӳсӗр водительсем пирки пакунлисене, сӑмах май, 102 е 8 (8352) 62-00-22 номерсемпе пӗлтерме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти йӗрке хуралҫисем чиркӳ вӑррине тытса чарнӑ. Кукӑр алӑлли хӗрарӑм пулнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӗве кайсан япала ҫухални пирки евитлекенсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче тупӑннӑ. Вӗсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи чиркӗве кайсан мулсӑр таврӑнма тытӑннӑ. Пӗр хӗрарӑмӑн сумкинче, сӑмахран, 10 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх пулнӑ. Шупашкарти полицейскисем оперативлӑ шырав ӗҫне кӳлӗннӗ. Ют кутамккана вӑрлама хӑтланнӑ вӑхӑтра хӗрарӑма полицейскисем тытса чарнӑ. Вӑрӑ Шупашкарта пурӑнать иккен. Вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарма килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӑрӑ-хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн Пушкӑртстанри гастролӗ вӗҫленнӗ. Гастроль вӑхӑтӗнче артистсем 11 спектакль кӑтартнӑ, сцена ҫинчи хӑйсен пултарулӑхӗпе 1500 ытла куракана тыткӑнланӑ. Совет саманинче «чӑваш пуканисем» гастрольсене вӗҫӗмех ҫӳренӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-80-мӗш ҫулӗсенче театр ҫулсерен гастрольсенче пулнӑ. Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан тӑрӑхсене ҫитсе вӗсем ачасем тата аслисем валли хатӗрленӗ ӗҫсене кӑтартнӑ. Юлашки ҫулсенче театр гастрольсене унчченхилле тӑтӑш ҫӳреймен. Юлашки хутчен ушкӑн Пушкӑртстанра 2007 ҫулта пулнӑ. Хальхинче тулли графикпа ӗҫленӗ: кӑнтӑрла ачасем валли спектакль лартнӑ, каҫхине — аслисем валли хатӗрленӗ программӑпа. Артистсен кунсерен темиҫешер ҫухрӑм кайса тепӗр вырӑна ҫитме тивнӗ. Гастроль вӑхӑтӗнче Ӗпхӳ тата Бирск хулисенчи тата ултӑ ялти сцена ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru%3Bimages%2Fpad%2Fsearch%3Bimages%3B%3B&text=&etext=5656.tI8Q9vKI6jXzxT3K-StLhbGE4nQtlNo01pqJ_n8cvcIznV9c2Se4DjhtzWtKoIJIMv2D3zmj_Y_ajHvzzOv3Dw.e070ec18653c1fb0afae505b82a1bfaf7bea5225&uuid=&state=tid_Wvm4RM28ca Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра кӗрхи тата хӗллехи тапхӑра епле хатӗрленнине ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи канашлура тишкернӗ. Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен ларура Михаил Васильевич кӑҫал хӗллехи тапхӑр иртерех пуҫӑнма пултарасси пирки каланӑ. «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӑрӑшакансен социаллӑ объектсене, нумай хваттерлӗ ҫуртсене ӑшӑ иртерех пама хатӗр пулмалла. Ахальлӗн ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе, ытти чирпе аптӑракансен шучӗ ӳссе кайӗ. Вӑл вара ҫемье хыснине пырса тивӗ», – тенӗ Михаил Игнатьев. Республикӑн Строймин ертӳҫи Алексей Грищенко ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗле мӗнпур объектӑн 98 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ. 12 муниципалитетра: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем ҫуртсене ӑшӑ пама хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Черновсем Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьепе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртне Шупашкарта пурӑнакан Черновсене йыхравланӑ. Ҫемье Чӗмпӗр хулинче авӑн уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче иртнӗ Ҫемье йӑлисен фестивалӗнче ҫӗнтернӗ. Ирина тата Николай Черновсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа — 13 ҫул. Вӗсем тӑватӑ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫемьере пӗрне-пӗри хисеплеҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ. «Ҫулталӑк ҫемйи – 2019» конкурсра вӗсем муниципалитет шайӗнче мала тухнӑ, халӗ финалти ӑмӑртӑва хатӗрленеҫҫӗ. Чӗмпӗрти конкурсра Черновсем чӑвашсен йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ, ҫемье йӑлипе паллаштарнӑ, авалтан упранса пынӑ, хӑйсен ашшӗ-мӑшӗ вӗрентнине ӑша хывса пурӑннине кӑтартнӑ. Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫемьене республика чысне хӳтӗленӗшӗн мухтаса тав тунӑ, ачасене юратса, тӗрӗс тӗкел ура ҫине тӑратнӑшӑн ырланӑ. «Чӑвашсен хитре кӗписене эсир тӑхӑннӑ. Чӑвашлӑха юратни курӑнать. Йӑла-йӗркене тытса пыни пушшех хавхалантарать. Раҫҫей культурин уйрӑлми пӗр пайӗ ҫакӑ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 2gis.com сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче троллейбус мӑкӑрланма тытӑннӑ. Тӗтӗм 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен общество транспортӗнче тухнӑ. Ку пӑтӑрмаха Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Кун пирки ЕДДС пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Алексей Петров каласа кӑтартнӑ. Троллейбусра тӗтӗм тухнине каҫхи 7 сехетре асӑрханӑ. Ун чухне троллейбус Максим Горький проспекчӗпе пынӑ. Тӗтӗм водитель кабининчен тухнӑ. Юрать, никам та - водитель те, пассажирсем те – шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() onf.ru сайтри сӑн РФ премьер-министрӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта амӑшӗн капиталне малтанлӑха палӑртнӑ инфляци чухлӗ – 3,8 процент – ӳстересшӗн. Ҫитес ҫул амӑшӗн капиталне тӳлемешкӗн хыснарана 149,9 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Инфляципе килӗшӳллӗн иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑн ҫуралакан е усрава илекен ачашӑн паракан ҫак тӳлев виҫи 466 617 тенкӗ пулмалла. Аса илтерер: амӑшӗн капиталне Раҫҫейре 2007 ҫултанпа параҫҫӗ. 2015 ҫултанпа вӑл 453 026 тенкӗпе танлашать, мӗншӗн тесен унӑн виҫи тӑватӑ ҫул ӳсмен. Амӑшӗн капиталӗн укҫипе ҫурт-йӗре лайӑхлатма, ача вӗреннӗшӗн тӳлеме е амӑшӗн пенсине пысӑклатма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти общество транспорчӗсенче каллех улшӑнусем пулӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗ пӗлтерет. Транспорт ыйтӑвне Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Унта пилӗк маршрут ҫинче пулакан улшӑнусене пӑхса тухнӑ. Ку транспорта урӑххипе улӑштарассине пырса тивет. Мэри пӗлтернӗ тӑрӑх, контрактпа килӗшӳллӗн 5-мӗш, 37-мӗш, 45-мӗш, 46-мӗш тата 33-мӗш маршрутсемпе вӑтам тата пысӑк автобуссем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Ку килӗшӳ 10 ҫуллӑха пулӗ. Ҫӗнӗ транспортсем кӗҫех, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче вертолет-палӑк уҫнӑ. Палӑртмалла: унашкалли халӗ республикӑра – ултӑ палӑк. Асӑну объектне Хутар шкулӗнчен тата Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ вертолетчиксене, «хӗрӳ точкӑсенче» пулнӑ ҫынсене халалланӑ. Хутарта вертолет-палӑка унчченех лартма шутланӑ. Ку пуҫарӑва РФ Хӳтӗлев министерстви ырланӑ. Халӗ унта Ми-24 вертолет вырнаҫтарнӑ. Вӑл Сызраньти ҫав авиаци училищинче вӗренӳ машини пулнӑ. Палӑка уҫнӑ чухне хисеплӗ хӑнасем пилеш аллейи лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑвашсем «Чӳклеме» уява иккӗмӗш хут ирттернӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, «пӗлтӗрхи кӗрхи тухӑҫ праҫникӗ ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулмалла». Яла кӗнӗ ҫӗрте хӑнасене «чӗрӗ коридор» туса кӗтсе илнӗ. Хӑнасен йышӗнче Теччӗ районӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Аркадий Семенычев, Тутарстанри Халӑхсен ассамблейин ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров, ТР ЧНКА канашӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Владимир Иванов, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Трифонова, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ЧНКА канашӗн председателӗ Олег Мустаев, Пӑва районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Владимир Ильин, Чӑваш Енрен ҫитнӗ хӑнасем тата ыттисем пулнӑ. Хӑнасем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Вӗсене унтах вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсен панорамине кӑтартнӑ. Яковлев халалӗнчи сӑмахсене ҫырса хунӑ асӑну чулне те уҫнӑ хисеплӗ хӑнасем. «Пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнӑр», — тенӗ унта. Володар Тимофеев ертсе пыракан Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗ районти Культура управленийӗ пулӑшнипе уява лайӑх хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |