Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Респубикӑри психпульницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку пукана ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Федор Орлов йышӑннӑ Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫӗнӗ ҫынпа пульницӑри ӗҫченсене паллаштарнӑ. Федор Витальевич 1964 ҫулта ҫуралнӑ, 1991 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне пӗтернӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Республикӑри психпульницӑра 1991 ҫултанпа ӗҫлет. Палӑртмалла: унччен ку дожноҫра Елена Калинина вӑй хунӑ. Вӑл халӗ Республикӑри наркологи диспансерне ӗҫлеме куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() youtube.com сайтри сӑн Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хура ҫӗлен нумайланни вӑрттӑнлӑх мар. Ара, ҫулман лаптӑксем сахал мар, хуҫасӑр дачӑсем те пур вӑрмансенче те чӑтлӑх… Кӑҫал 25 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ. Кун пирки Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтерет. Ҫак 25 ҫынран 2-шӗ – ачасем. Ытларах чухне ҫынсем асӑрханмасӑр ҫӗлен ҫине пуснӑ чухне шар кураҫҫӗ. Юрать-ха, кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑран ҫын вилмен. Ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пуҫ ҫаврӑннине, хӑсас килнине, вӑй пӗтнине туятӑр пулсан пӗр тӑхтамасӑр васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле. Суранланнӑ вырӑнти наркӑмӑша ҫӑварпа ӗмсе кӑларма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри икӗ спортсмен Пензӑри марафона хутшӑнса 500-шер пин тенке тивӗҫнӗ. Сӑмах май, ку марафон виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Перьмре иртнӗ пӗтӗм тӗнчери марафона Шупашкарти Александр Новиков хутшӑнса абсолютлӑ чемпион ятне тивӗҫнӗ. Вӑл 42 ҫухрӑма 2 сехет те 20 минут та 17 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Хӗрарамсен йышӗнче те Шупашкар спортсменки ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗн хӗрӗ, Олимп вӑййисен призерӗ Татьяна Архипова ҫак дистанцие 2 сехет те 30 минут та 4 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Вӑл хӗрарӑмсен йышӗнче сезонри чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ШӖМ сайтӗнчи сӑн Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрне палӑртнӑ. Ку пукана Волгоград облаҫӗнчи ШӖМ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен службин генерал-майорӗ Виктор Шметков йышӑннӑ. Виктор Анатольевич Астраханьте 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Ене килмен-ха, пирӗн пата ҫитсен унпа ШӖМ ӗҫченӗсене, республика ертӳлӗхне паллаштарӗҫ. Аса илтерер: унччен ку тивӗҫе полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пурнӑҫланӑ. Вӑл ку ӗҫре виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ ӑна отставкӑна янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Елчӗк районӗнчи Тип Тимеш ялӗ ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Транспортра 20 ача пулнӑ. Аварире автобус водителӗ тата икӗ ача шар курнӑ. 12 ҫулти арҫын ачана тата 15-ри хӗрачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ, водителе – Патӑрьелти пульницӑна. Водителӗн алли хуҫӑлнӑ, ачасен кӑштах сурансем пур. Автобус район шкулӗнчен ачасене киле леҫме тухнӑ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водитель малта пыракан автобуса юраман вырӑнта хӑваласа иртме тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра автобус сулахаялла пӑрӑннӑ. Следстви комитечӗ халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Алексей Фадеев 17 ҫул ӗнтӗ ӗнесем тытать. Унӑн – ферма. Алексей патшалӑх программине хутшӑнса 10 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, вӑл унта пӗрре мар хутшӑннӑ. Условисемпе килӗшӳллӗн, патшалӑх проект суммин 60 прцентне финанс тӗлӗшӗнчен пулӑшать. «Ферма хута ямашкӑн патшалӑх 8 миллион тенке яхӑн памалла. Ытти – хамӑрӑн. Пӗтӗмпе ферма 14 миллион тенке яхӑн кайса ларӗ. Резин матсем, ҫутӑ, вентиляци пулӗ», - каласа кӑтартнӑ фермер. Кунсӑр пуҫне Алексей Фадеевӑн хуҫалӑхӗнче 100 ӗне вырнаҫмалӑх ферма хута каять ӗнтӗ. Ӗҫсене вӗҫленӗпе пӗрех, кирлӗ оборудование туяннӑ палӑртмалла: фермер патшалӑх пулӑшнипе сӗт нумай паракан 15 ҫамрӑк ӗне туяннӑ. Ку кӑна мар, вӑл выльӑх шутне ӳстересшӗн, пӑрусем валли тепӗр корпус тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специаличӗсем палӑртнӑ тӑрах, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ. Шел те, пушар нимӗн те хӑварман – пӳрт ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара виҫӗ ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Шӑпӑрлансем пурте пӗчӗк. Нумай ачаллӑ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсене пулӑшу кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sputnik-georgia.ru сайтри сӑн Шӑмаршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел ялӗнче пӗр хӗрарӑм, 1948 ҫулта ҫуралнӑскер, пӗчченех пурӑннӑ. Шел те, унӑн инкек тӳсме тивнӗ – хӗрарӑм пушарта ҫунса вилнӗ. Ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 22 сехетре пулнӑ. Пӑчӑрлӑ Пашьелте йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, ватӑ хӗрарӑм ҫунакан пӳртрен тухайман. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн унӑн виллине тупнӑ. Халӗ ҫалӑм мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Сӑмах май, ҫав кунах Йӗпреҫ поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем юнашар ларакан икӗ пӳрте сыхласа хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() atomic-energy.ru сайтри сӑн Пӗлетӗр ӗнтӗ: ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра хӑйӗн страницине тытса пырать. Страницӑна пӑхса тӑракансем нумай. Ҫынсем унта Элтепер патне тӗрлӗ ыйтпу ҫырса яраҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр вара хӑйсене туйпа саламлама ыйтнӑ. Михаил Игнатьев ҫак ҫамрӑксен ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: туй кунхине, аванӑн 7-мӗшӗнче, хӗрпе каччӑ Правительство ҫуртӗнче, 17-мӗш хутра, пулнӑ, Элтеперпе сӑн ӳкерӗннӗ. Михаил Васильевич вӗсеме калаҫнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ ятпа саламланӑ. Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче вара Элтепер хулара пурӑнакан Петр Корняковӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗпе тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн. «Халӑх тетелӗсенче пирӗн #мечтыдолжнысбываться хештегпа акци пуҫланнӑ. Эпир Чӑваш Енре пурӑнакансен ырӑ ӗмӗчӗсене пурнӑҫлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() riafan.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен республикӑра 71 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларнӑран пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен 18-шӗ – ачасем. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсенчен кӑларнӑ 178 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче энцефалит вирусне тупнӑ, тӑхӑрӑшӗнче – боррелиоз. Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе 1872 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларсан пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 909-шӗ – Шупашкар ҫыннисем. Асӑрханӑр: сӑвӑссем халӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |