Ҫутҫанталӑк
![]() m.123ru.net сайтри сӑн Ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ те юр ҫума пуҫларӗ. Юлашки икӗ кунра Шупашкарта 7 сантиметр юр ҫуса лартнӑ. Паян Чӑваш Ен циклон тыткӑнӗнче-ха – атмосфера пусӑмӗ ӳсет, термометр кӑтартӑвӗ те анма пуҫлать. Халӗ сывлӑш температури 8-13 градус сивӗ патнелле ҫывхарать. Ыран ирхине вара пушшех те сивӗтӗ. Термометр тӑрук 19-24 градус кӑтартӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тата сивӗрех. Ыран ҫӗрле те шартлама сивӗ тӑрӗ. Ҫитес эрнере те кунашкал ҫанталӑк хуҫаланӗ. Кӑнтӑрла 10-15 градус тӑрӗ. Ҫитес канмалли кунсем валли ҫеҫ ӑшӑтӗ. Раштавӑн 26-27-мӗшӗсенче юр нумай ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |