Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() 21foto.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулара темӗнле химикат шӑрши кӗрет тесе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева евитленӗ. Ӗнер республика ертӳҫи вӗсен тата ыттисен хӑш-пӗр ыйтӑвне хуравланӑ. Сӑмах май каласан, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйӗн патне ыйтса ҫырнисене Элтепер пӗрмаях уҫӑмлатать. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти лару-тӑру пирки ӑна ҫийӗнчех систернӗ, вӑл лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑнине пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ Шупашкарта сывлӑша тӗрӗслеме талӑкне икӗ хутчен анализ илеҫҫӗ. Кӑлтӑк тупса палӑртсан материалсене прокуратурӑна парӑпӑр», — хуравланӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |