Ҫутҫанталӑк
![]() Паян тата ыран пирӗн республикӑра «Симӗс Чӑваш Ен» экологи форумӗ онлайн-мелпе иртет. Унта тухса калаҫакансенчен пӗри — «Ту!» волонтер-экологсен пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн ертӳҫи Андрей Руднев. Вӑл ҫӗршывра экологи волонтерӗсем епле ӗҫленипе паллаштанӑ. Мероприяти ыран та малалла тӑсӑлӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал пирӗн республикӑра вӑрман ӗрчетес ӗҫе 1059,2 гектар ҫинче пурнӑҫламалла пулнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, палӑртнине планпа пӑхнинчен 1 процент ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |