Сывлӑх
![]() projunior.ru сайтри сӑн Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 200 ытла шкул ачи кӑшӑлвируспа чирленӗ. Хальхи вӑхӑтра 16 ҫӗрте шкул ачисем чирленӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, каланӑ тӑрӑх, республикӑра 13 класа дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Ҫапла майпа 301 ача хальлӗхе килте пӗлӳ илет. Кадет корпусӗнчи пӗр класра ачасем ОРВИпе чирленине палӑртнӑ. Класра 20 проценчӗ ку амакпа аптӑранӑ-мӗн. Ҫавна май вӗсене дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Ҫапла пӗлтернӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |