Персона
![]() Паян, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артисчӗн, Чӑваш АССР халӑх артисчӗн, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗн Виктор Родионовӑн асӑну хӑми патне чечек хунӑ. Артиста хисеп туса театр актерӗсем, журналистсем, актерӑн тӑванӗсем пухӑннӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Виктор Родионова аслӑ артист тени сахал тесе хакланӑ. «Сцена хыҫӗнче вӑл пӗр сӑмах каласанах, ура ярса пуссанах ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илетчӗҫ», — тенӗ вӑл. Унӑн уйрӑмах ӑнӑҫлӑ сӑнарӗсем камитсенче палӑрнине каланӑ. СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина Виктор Родионовпа пӗрле вӗреннӗ. «Унӑн Левитанла сасси, иниеллигентлӑхӗ, хӑйне епле тытни пурне те тыткӑнланӑ», — тенӗ Вера Кузьмина. Паян театрта Виктор Родионовӑн астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицея хурласа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, «Кугеси.рф /// Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф /// Халӑх канашӗ) ятлинче, ҫыракансем унччен те тупӑннӑччӗ. Ятне пытарма ыйтнӑ ҫын столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начарри, лицея вӗренме вырнаҫма йывӑрри, шкул ертӳҫисем ыйтӑва татма васкаманни пирки ӗнентернӗччӗ. Паян вара тата тепӗр ҫын тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Унта сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. Унта столовӑйӗнче ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр панине хыпарланӑ. Поста вуланисенчен пӗри Роспотребнадзорӑн республикӑри управленине тата Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя евитлеме сӗннӗ. Хӑшӗсем вара никама та, ниме те, тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ лицейра йӗрке пуласса ӗненменни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() donbasssos.org сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти студента суд ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хайхискер хӑй пурӑнакан ҫуртӑн подъездӗнче выртса тӑракан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна хӗненӗ. Кунсӑр пуҫне студент унччен те судпа айӑпланнӑ-мӗн. Следстви тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Каччӑ ҫав каҫ ҫапкаланчӑка вӑйлах хӗненӗ. Ирхине лешӗ тӑнсӑр выртнине пӗр хӗрарӑм асӑрханӑ, вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫын пульницӑра та тӑна кӗмен, кӑҫал ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Транспорт министерстви тунӑ сӑн ЧР транспорт министерствин ӗҫченӗсем Канаша ҫитсе муниципалитет хушшинче ҫӳрекен транспортсене каллех тӗрӗсленӗ. Аса илтерер: тӗрӗслев унччен те пулнӑ, ун чухне маршруткӑсем «заказной» ятпа ҫӳренине тупса палӑртнӑ. Хальхинче те йӗркене пӑснӑ кунашкал тӗслӗхе тупнӑ. Икӗ микроавтобус «заказной» тесе ҫыпӑҫтарнӑ та пассажирсене турттарнӑ. Куншӑн ҫынсенчен билет укҫи илнӗ. Ҫавӑн пекех ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пӗр таксиста тытнӑ. Вӑл та пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк ҫуккине пӑхса тӑман – ҫаплипех ӗҫленӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслевсем малашне те пулӗҫ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменки Татьяна Александрова Русский (чӑв. «Вырӑс») ҫурмаутрав тавра иртнӗ «Русская кругосветка» ишеве хутшӑннӑ. Спортсменсем пӗр талӑк ишнӗ. Кашни спортсмен шывра ҫур сехет ишнӗ, унтан катер ҫине хӑпарса каннӑ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Павел Комаров, хӗллехи ишев енӗпе чемпион ятне илнӗ Евгений Зозуля, Оксана Белецкая тата Руслан Зуев пӗршер сехет ишнӗ. Старт авӑнӑн 14-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пулнӑ. Спортсменсем тепӗр кун ирхи 8 сехетре финиша ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вӗсем 50 ҫухрӑм ытла парӑнтарнӑ. Палӑртмалла: ӑмӑртӑва 21 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен 12-шӗ ултӑ ҫул каялла Беринг пырӗ урлӑ ишнӗ. Ҫав йышра пирӗн Татьяна Александрова та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Николаев тата Николай Малов Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тем тӗрлӗ ҫыракан та пур. Вӗсенчен пӗринче Андрей Иванов журналист черетлӗ материал пичетленӗ. Унта вӑл республикӑна ертсе пыма черетлӗ тапхӑра кама суйласси пирки пуҫ ватнӑ. Андрей Ивановӑн статйинче ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗнӗ ятсене курмарӗ. Пурте вӗсем — эпир аван пӗлекен политиксем: Олег Николаев, Николай Малов, Анатолий Князев. Малтанхи иккӗшӗ — РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем. Олег Николаев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, Николай Малов — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин. Анатолий Князев Коми Республикинче ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшать. Юлашкинчен асӑнни Виктор Вексельберг миллиардер пулӑшасса шанать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мотоблок темле пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт мар-ха. Апла пулин те ун умне ларнӑ чух асӑрхануллӑ пулмалла. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче мотоблокпа пыракан арҫын инкеке лекнӗ. Ун пирки ШӖМӗн Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмне тухтӑрсем пӗлтернӗ. Васкавлӑ пуьюлӑшу уйрӑмне арҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула лекнӗ. Арҫын каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче «Шупашкар –.Сурски – Шӑпӑрлӑвар» ҫулпа пынӑ. «Нева» мотоблок прицеппа пулнӑ. Ҫул айккипе пыраканскерӗн транспорчӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умне лариччен кӑшт маларах эрех ӗҫнине арҫын тунман. Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах _ /news/23063.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер: Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул-йӗр инспекторӗсенчен тарма хӑтланса пульницӑна лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗн Инна Лялинан куравӗ уҫӑлнӑ. «Халӑх юррин янравӗ» курава художник халӑх юррисен сюжетне тӗпе хурса ӳкернӗ 28 ӗҫе тӑратнӑ. Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Инна Лялина – архитектор тата педагог-художник. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ. Инна Лялина республикӑри, ҫӗршыври куравсене вӗҫӗмех хутшӑнать. Шупашкарта унӑн уйрӑм куравӗсем темиҫе те ӗҫленӗ. Тури чӑвашсен музейӗнче Инна Лялина ӗҫӗсен куравӗ кӑҫал маларах та уҫӑлнӑ. Н.В. Никольский музейӗнче те унӑн ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑр районӗнче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ инкекре ГАЗель водителӗ вилнӗ. Инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳрече тиенӗ ГАЗ машинӑна 51 ҫулти водитель тытса пынӑ. Вӑл Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ енне ҫул тытнӑ. Тахӑш самантра машина ҫул айккине персе аннӑ. Инкек самантне асӑрханисем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй пыракан ҫултан машина кӗтмен ҫӗртен пӑрӑннӑ. Инкек ҫухатупа вӗҫленнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. Сӑмах май каласан, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ инкек сӑлтавне палӑртассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӳре-шара уяв пирки канашлать Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн пӗр ӗмӗрхине хатӗрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Канашлура республикӑн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов МИХсенче ӗҫлекенсене мероприятисене анлӑ ҫутатма хушнине пӗлтернӗ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ. Министр мӗнпур уяв пирки сюжетсем ирттерме тӗллев лартнине каланӑ. «Апла пулсан, Чӑваш Республики ҫинчен тӗнчипех ырӑ хыпарсем сарӑласси паллӑ, тӗрлӗ халӑх пирӗн ҫитӗнӳсемпе паллашӗ, ырӑ енсене курса ӗненӗ. Федераци шайӗнче уяв чаплӑ иртесси пӗрре те никама та иккӗлентермӗ», — пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |