Хулара
![]() severstolici.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм финанс пирамидине укҫа хывнӑ, унтан палламан ҫынна ӗненсе ӑна укҫа панӑ. Хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та микрофинанс компанийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Организаци 2018 ҫулта хупӑннӑ, хӗрарӑм вара шӑпах ӑна 180 пин тенкӗ панӑ. Арҫын куншӑн компенсаци пулассине пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, процентсем те тавӑрӗҫ-мӗн – 700 пин тенкӗ ытла. Анчах куншӑн укҫа куҫармалла имӗш – урӑх вкладчиксем валли. Хӗрарӑм ҫакна ӗненсе 451 пин тенкӗ кредит илнӗ. Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие кун пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() PIXABAY.COM сӑн ӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Арҫынсен пӗтӗм тӗнчери кунне палӑртаҫҫӗ. «Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, уява Тринидад тата Тобаго утрав патшалӑхӗ 1999 ҫулта йышӑннӑ. Каярах ҫавна Кариб бассейнне кӗрекен, Астралири, Ҫурҫӗр Америкӑри, Азири, Европӑри ҫӗршывсем ырласа йышӑннӑ, каярах — Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ. Уява йӗркелекенсем арҫынсемпе арҫын ачасен сывлӑхне, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне, тимлӗх уйӑрма чӗнсе калаҫҫӗ. Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Арҫынсен пӗтӗм тӗнчреи тата тепӗр кунне палӑртаҫҫӗ. Ӑна йӗркелеме Совет Союзӗн Президенчӗ пулнӑ Михаил Горбачёв 2000 ҫулта сӗннӗ. Чӑн-чӑн арҫын ҫӳлте тытакан арҫынсене ҫав кун лауреат ячӗ парса хавхалантараҫҫӗ. Мӗнех, пӗр уйӑхра икӗ хутчен саламлар арҫынсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Вӑрмарти чӑх-чӗп хапрӑкне каллех тӗрӗсленӗ. Унта каллех йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрнӑ: унччен асӑрхаттарса хӑварнӑ ҫитменлӗхсене те тӳрлетмен-мӗн. Ҫавна май юридици сӑпачӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Административлӑ ӗҫе Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ. Юридици сӑпачӗ айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑка ҫитменлӗхсене пӗтерме предписани ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Юлашки эрнере ОРВИпе чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ: 27,1 процент. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 8-14-мӗшӗсенче чирленӗ 4 165 ҫынна шута илнӗ. ОРВИпе чирлекенсен 69,9 проценчӗ – 17 ҫула ҫитеймен ачасем. 2 ҫула ҫитеймен ачасем те самай чирленӗ: 19,3 процент. 3-6 ҫулсенчи шӑпӑрлансен хушшинче чирлисен йышӗ – 29,3 процент, 7-14 ҫулсенчи ачасен хушшинче 58 процент, 15-17 ҫулсенчи ҫамрӑксен йышӗнче – 52,6 процент. Пульницӑна ОРВИпе чирлӗ 110 ҫын выртнӑ. Ку, эрне каяллахипе танлаштарсан, 26 ҫын нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() votkinsk.net сайтри сӑн Шупашкарта раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑнӑҫсӑр ҫемьере пурӑнакан ачасем валли парнесем пухӗҫ. Акци «Юлташа тетте парнеле» ятлӑ. Сирӗн те ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас килсен Шкул умӗнхи вӗренӗве аталантармалли центра ҫитмелле. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Эгер бульварӗ, 6/1-мӗш ҫурт. Теттесене Шупашкарти кирек мӗнле ача пахчине те илсе килме юрать. Акци вӑхӑтӗнче пухӑннӑ теттесене йывӑр лару-тӑрӑва лекне ачасене парӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансене ыркӑмӑллӑх елкисенче те парнелӗҫ. Сӑмах май, кунашкал мероприятисем раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вероника Тимофеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Иркутск тӑрӑхӗнче пурӑнакан хастар чӑвашсем ниме ирттернӗ. Кӳршӗ-арша, тӑван-пускиле, ял-йыша ырӑ кӑмӑлпа, укҫа-тенкӗсӗр пулӑшас йӑла юлашки ҫулсенче, мӗн пытармалли, манӑҫса пырать. Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑрӑн ырӑ йӑли-йӗрки пуррине аса илтернӗ. Ун пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Ӳрӗк чӑвашсем нумаях пулмасть «Юлташ» автономин Ваттисен канашӗн ертӳҫи Геннадий Моисеев патӗнче ырӑ ӗҫ тунӑ. Геннадий Моисеевич ҫӗнӗ ҫӗре куҫнӑ иккен. Ҫӗнӗ ҫӗре куҫаканӑн тимлемелли нумай. Япала та куҫармалла, юсавне те ирттермелле. Арҫынсем маччана тата урая ҫӗнетнӗ, хӗрарӑмсем обой ҫыпӑҫтарнӑ, ҫунӑ-тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттере ҫӑлавҫӑсем балкон урлӑ кӗнӗ. Вӗсене кӳршисем чӗнсе илнӗ. Ара, хваттерте йытӑсем уланӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку паян Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Йытӑсем уланӑран кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, хуҫисем чӗрчунсене пӗччен хӑварнӑ. «Йытӑсем ӗнертенпе вӗреҫҫӗ, улаҫҫӗ. Ирхине ҫӑлавҫӑсем тата полици килчӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем хваттере балкон урлӑ кӗрсе икӗ йытта апат ҫитернӗ. Хваттерте кушаксем те пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ. Полицейскисем килсен кил хуҫи хӗрарӑмӗ те ҫитнӗ. Чӗрчунсем хваттерте мӗн чухлӗ выҫӑ ларни паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӑрмар районӗнчи Антонина Юнатанова воспитатель «Воспитатель года России» (чӑв. Раҫҫейри ҫулталӑк воспитателӗ) конкурсӑн финалне хутшӑнать. Ӑмӑртӑва чӳк уйӑхӗн 17-сменче Мускав облаҫӗнчи Красногорск хулинчи Примаков ячӗллӗ гимназире савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Конкурсӑн финалне регионсенчи ҫӗнтерӳҫӗсем, пурӗ 79 ҫын, пырса ҫитнӗ. Антонина Юнатанова Вӑрмар районӗнчи «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчинче 2014 ҫултанпа ӗҫлет. 2004 ҫулта вӑл Узбекистанри Ферганӑри ӳнер коллеждӗнчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ куҫӑнсӑр майпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи «Шкул ҫулне ҫитменнисен тата коррекци педагогики тата психологи» факультетра ӑс пухать. Виҫӗ ача амӑшӗ фетртан тата тутӑртан пуканесем ӑсталама юратать. Скрипкӑпа калать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара «тӳре лини» ирттерессине ҫӗнӗрен йӗркелеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Халӑхпа чи малтан ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ҫыхӑнӗ. Вӑл кунне те палӑртса хунӑ ӗнтӗ. «Тӳрӗ линие» асӑннӑ министерство чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йӗркелӗ. Каярах – ЧР Культура министерстви (чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче), Ӗҫ министерстви (раштавӑн 5-мӗшӗнче), Спорт министерстви (раштавӑн 19-мӗшӗнче). Мӗнпур «тӳрӗ линие» Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен видеохостингӗнче video.cap.ru онлайн-режимпа кӑтартӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ирттерекен «тӳрӗ лини» 15 сехетре пуҫланӗ. Ыйтусене халех йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене электрон адреспа https://forms.cap.ru/modules/form_builder/published/zdrav.php ӑсатма май пур. Видеоыйтусене «Там-Там» (https://tt.me/Pryamaya_liniya) мессенждерта йышӑнаҫҫӗ. «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче (8352) 56-51-00 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсем яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра мар, урӑх вырӑнта иртӗҫ. Пӗлетӗр пулӗ: Хӗрлӗ лапамра реконструкци пырать, ҫавна май уяв «Шупашкар: 500 ҫул» паркра пулӗ. Унтах пӑр катокӗ тӑвӗҫ, Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлӗ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӗп хуламӑра илемлетсе пӗтерӗҫ. Кӑҫал Граждан урамӗнче, Эгер бульварӗнче, Мир проспектӗнче, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче те илем кӳрӗҫ. Чи пысӑк тӑвайкки Лакрей вӑрманӗнче вырнаҫӗ. «Шупашкар: 500 ҫул» парка раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне илемлетсе пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |