Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Атӑл тӗпӗнчен арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ҫавӑнтанпах ӑна шыранӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Куславкка арҫынни пулла раштавӑн 7-мӗшӗнче каҫ енне тухса кайнӑ. 37-рискер пулӑ тытса сутса пурӑннӑ. Ку енӗпе вӑл профессионал пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх инкек хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмаран сиксе тухнӑ. Пулӑҫ шыв ҫинче шӑнмасӑр юлнӑ вырӑна лекнӗ пуль теҫҫӗ. Пӑр ҫийӗн вӑл мотобуксировщикпа пынӑ.
Арҫын виллине тата унӑн техникине водолазсем раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Атӑл тӗпӗнче тупнӑ.