Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Правительство ҫуртӗнче Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗн директорӗпе Евгений Дмитриевпа тӗлпулнӑ. Унта Раҫҫейри паллӑ архитектор, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине уявласа ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнӑ. Питӗрти урамсенчен пӗрне, сӑмах май, ентешӗмӗр ятне партарасшӑн. Республика Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне ҫыру янӑ. Ӑна Топоним комиссийӗнче пӑхса тухмалла. Зодчи ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарти савӑнӑҫлӑ мероприяти иртмелле. Ҫавӑн пекех кӗнеке пичетленмелле. «Петр Егоров. Наш современник» кӑларӑма хатӗрлессипе халӗ Мускаври, Питӗрти, Эстонири, Шупашкарти ӑсчахсем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |