Культура
![]() Чӑваш Енри икӗ вулавӑш Мускав укҫипе тӗслӗхлӗ пулса тӑрӗ. Ҫав тӗллевпе 2020 ҫулта нухрата кама парассине конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пирӗн тӑрӑхран икӗ учреждени лекнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 75 субъектӗнчен ҫур пин ытла заявка пухӑннӑ. Вӗсенчен 52 регионти 110 вулавӑша суйласа илнӗ. Пирӗн республикӑран конкурса Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри районсенчи 9; Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри, Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшсем тата Шупашкарти В. Чаплина ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшне: Мӑн Сӗнтӗртине тата Кӑшавӑшрине — суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-вулавӑшсене федераци хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл пулӑшнипе вулавӑшсене хальхи вӑхӑтри учрежденисене ҫавӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://ussurmedia.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗрин ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗ пулнӑ ҫынна шалу тӳлемен. Парӑм чылайранпа татӑлман енне ку пӑтӑрмах РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленинех ҫитнӗ. Директор тӗлӗшпе унта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалӑва пуҫлӑх 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӳлемесӗр пурӑннӑ. Ҫав хушӑра юрист умӗнчи парӑм 310 тенкӗрен иртнӗ. Халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче РФ Пуҫиле кодексӗнче улшӑнусем пулса иртнине аса илтереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн шалӑва тата унпа вӑхӑтра татӑлманшӑн пухӑннӑ компенсацие икӗ уйӑхра тӳлесен ӗҫе чарса лартма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://rock-cafe.info сайтри сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗш каҫхине, Йӗпреҫре паркри йывӑҫ ҫунма пуҫланӑ. Инкек вырӑнне ҫулӑмпа кӗрешекенсем васкавлӑн ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автана» вӗсем вӑрах пуҫтахланма ирӗк паман — сӳнтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Ӗнерех Комсомольскинче пушар тухнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, ҫурт-йӗр ҫунман. Машина сиенленнӗ. Канаш урамӗнчи «ВАЗ-2104» автомобиль хыпса илни пирки пушар сӳнтерекенсене ирхи 9 сехет те 44 минутра хыпарланӑ. Транспорт «Мир продуктов» (чӑв. Апат-ҫимӗҫ тӗнчи) лавккана хирӗҫ ларнӑ. Пушар мӗн сӑлтавпа алхаснине специалистсем тӗпчесе пӗлӗҫ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пушарсенче никам та вилмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри чылай вӗренӳ учрежденийӗнче кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ каярах пуҫланӗ. Пӗр кун. Ҫакӑн пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин сайтӗнче хыпарланӑ. 2019-2020-мӗш ҫулсенчи вӗренӳ ҫулӗ каярах пуҫланни вӗренӳ учрежденийӗсем хатӗр маррипе ҫыхӑнман. Пӗлӳ кунӗ, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ, вырсарникуна лекет-ҫке. Ҫавна май ашшӗ-амӑшӗпе вӗренӳ учрежденийӗсен администрацийӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса савӑнӑҫлӑ линейкӑна авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ытларикун, ирттерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ача пахчисенче, шкулсенче, аслӑ шкулсенче, техникумсемпе колледжсенче 274,6 пин ытла ачапа ҫамрӑк вӗренӗ. Вӗсенчен 29,7 пинӗшӗ — пӗрремӗш класа тата пӗрремӗш курса каякансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппи ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, масарсем ҫинче пулнӑ. Вӗсем театрта ӗҫленисен тата пьесӑсем ҫырнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе вӗсене тирпейлеҫҫӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йӑла учрежденире тахҫантанпах пырать. Йыш чи малтанах Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫине кӗрсе тухнӑ. СССР халӑх артистки Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Артистсем СССР халӑх артисчӗн Алексей Ургалкинӑн, РСФСР халӑх артисчӗн Виктор Родионовӑн, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗн Леонид Семеновӑн вил тӑприсене тирпейленӗ. Театра питӗ юратнӑ Валерий Ярды Олимп чемпионӗ канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫ тайнӑ. Карачурари, Лапсарти, Явӑшри ҫӑвасем ҫине те кӗрсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Ене 41,3 миллион тенкӗ килнӗ. Ку укҫа-тенкӗпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем валли ҫурт-йӗр туянӗҫ. Нухрата РФ Президенчӗ ҫу уйӑхӗнчи хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ. Ку укҫа-тенкӗпе республикӑри 20 ветеран валли ҫурт-йӗр туянма кайӗ. Кун пирки ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтерет. Кашнине ҫурт хӑпартма е туянма 1,2 миллион тенкӗ парӗҫ. Каласа хӑвармалла: 9 ҫулта Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 6026 ветеранне пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() newizv.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем тин ҫуралнӑ ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ, тӑрук ҫӑмӑлланнӑ амӑшне пулӑшнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ир-ирех ҫамрӑк хӗрарӑм «03» номерпе шӑнкӑравласа шыв кайнине пӗлтернӗ. Тухтӑрсем 6 минутран ун патне ҫитнӗ. Шурӑ халатлисем киличчен пӗр минут маларах хӗрарӑм ҫуратма пуҫланӑ. Лару-тӑру ҫӑмӑлах пулман: ача вӑхӑтран маларах ҫуралнӑ, унӑн асфикси пулнӑ. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр пӗчӗкскере пулӑшнӑ: кӑвапине каснӑ, сывлав органӗсене йӑлмакаран тасатнӑ, маска витӗр ингаляци тунӑ. Вӗсем ачана амӑшлӑх центрне чиперех илсе ҫитернӗ. Халӗ амӑшӗпе ачи килте ӗнтӗ. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Стройминӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен ипотека йышлӑн илекен Раҫҫейри 10 регион йышне кӗнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ. Вӑл вара «Новости» (чӑв. Ҫӗнӗ хыпарсем) информаци агентствин тӗпчевне тӗпе хунине палӑртнӑ. Танлаштарӑма йӗркелекенсем ӗҫлекен ҫынсем юлашки 12 уйӑхра (2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен) ҫурт-йӗр хӑпартма е туянма банксенчен кивҫен укҫа илнине тишкернӗ. Пирӗн тӑрӑхра пин ҫынтан вӑтамран 26,8-шӗ ипотека илнӗ. Ку вӑл Раҫҫейри кӑтартуран 1,4 хут пысӑкрах. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Чӑваш Енре 6,5 пин ҫемье 11,2 миллиард ытла тенкӗлӗх ипотека кредичӗ илнӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ укҫана хваттер пая кӗрсе тума уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Альберт Лустухин архивӗнчи сӑн Биологи тата экологи облаҫӗнчи хисеплӗ ҫынна Альберт Ластухина РФ Президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ экологӗ» ят пама йышӑннӑ, хушу алӑ пуснӑ. Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин Шупашкар ҫыннисене наградӑсем панӑ. Вӗсен йышӗнче Альберт Ластухин та пулнӑ. «Ахальтен мар эпӗ 50 ҫул билогипе экологие вӗрентӗм», - наградӑшӑн савӑннине палӑртнӑ вӑл. Альберт Ластухин экологсен темиҫе ӑрӑвне воспитани панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://newsbel.by сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын шӑллӗне вӗлернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. 54 ҫулти арҫынна суд РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче икӗ тӑван пӗрле эрех ӗҫнӗ. Ҫав вӑхӑтра иккӗшӗн тавлашу пуҫланнӑ. Хӑйӗнчен 11 ҫул кӗҫӗн шӑллӗне асли кӑкӑр тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе сакӑр хут ытла чикнӗ. Хытӑ суранланнӑ ҫамрӑк арҫын кӑштахран вырӑнтах куҫне хупнӑ. Алла ҫӗҫе ярса илнӗ арҫынна тӗпчев вӑхӑтӗнче следстви изоляторне хупса хунӑ. Унӑн ҫӗҫҫине туртса илнӗ. Тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ, ҫав шутра — судпа психиатри экспертизи те. Усалланнӑ арҫын пуҫӗ ӑслӑ-тӑнлах иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |