Культура
![]() Хӗллехи сивӗ хӗл кунӗсенче самантлӑха та пулин ӑшӑ ҫӗре лекме пирӗнтен чылайӑшӗ ӗмӗтленет пулӗ. Ытти ҫул ют ҫӗршывсене кайма май килнӗ пулсан, кӑҫал ун пек май ҫукпа пӗрех. Чикӗ леш енне пули-пулми тухса каяймӑн. Хамӑр патра ҫу кунӗсем ҫитессе ҫеҫ кӗтме тивет. «Smartavia» авиакомпани халех ҫуллахи кану пирки шухӑшлама сӗнет. Вӑл хӑш-пӗр рейспа билетсене сутма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫав шутра Шупашкартан Симферополе вӗҫекен самолет та пур. Авиакомпани Чӑваш Ене Крымпа 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен ҫыхӑнтарасшӑн. Рейссен расписанийӗпе тата тарифсемпе авикомпанин сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |