Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
wikipedia.org сайтри сӑн
wikipedia.org сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта 51 ҫулти арҫын ентешӗн ҫулталӑкри шурӑ сурӑхне вӑрланӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ сарай алӑкне питӗрмен, арҫын кунпа усӑ курнӑ – унта кӗнӗ те выльӑха йӑтса тухнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем сурӑх тирне ҫак ҫыннӑн картишӗнче тупнӑ, какайӗ холодильникре выртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пуснӑ сурӑха 5 пин тенкӗпе танлаштарнӑ. Ют ҫын сарайне кӗрсе выльӑх вӑрланӑшӑн арҫынна 1 ҫуллӑха тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59505
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер Елчӗк районӗнчи Тип Тимеш ялӗ ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта икӗ ача тата водитель шар курнӑччӗ. Водитель аллине хуҫнӑ, ачасене Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

Пульницӑна лекнӗ 12-ри тата 15 ҫулти ачасене паян киле сипленме янӑ. Вӗсен сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Водитель вара Патӑрьелти тӗп пульницӑра выртать, унӑн сывлӑхӗ йывӑрах мар.

Аса илтерер: авари 15 сехетре пулнӑ. «Тойота» машина автобусран иртсе кайма тӑнӑ, лешӗ вара шӑпах сулахаялла пӑрӑннӑ. Иномарка ун ҫине пырса тӑрӑннӑ, автобус кювета чӑмнӑ. Транспортра 20 ача пулнӑ.

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Удмурти Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ: 79 ватӑ ӑсчах, тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна леҫнӗ пулин те вӑл сывалайман — вилсе кайнӑ.

Чӑн та хӑрушла пулӑм пулин те тӳре-шарасем хӑйсене ӑнланман пек тытаҫҫӗ — «мӗншӗн-ха хӑйне ҫунтарса янӑ?» тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Чӗлхе таврашӗнчи лару-тӑру имӗш, республикӑра чиперех пулнӑ. Шкулсенче удмурт чӗлхине вӗрентнӗ, удмуртла теле- тата радиокӑларӑмсем тухнӑ… Вӗсене итлетӗн те Альберт Алексеевич Разин тӗрӗс мар тунӑ пек пулса тухать.

Анчах та тӗрӗссипе чӑн та йӗркеллех-ши чӗлхе лару-тӑрӑвӗ? Йӗркеллӗ тесе калас тесен вара пин-пин ыйту ҫуралать. Удмуртипе Чӑваш Ен хушшинче ку енӗпе лару-тӑру ытлашши раснах мар ӗнтӗ. Хамӑр республикӑрине пӑхсан вара — ку ыйтӑва ҫӑмӑл теейместӗн. Паллах, тӳре-шарасем чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсен шучӗпе сахал та мар тӑваҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас. Ав, шкулсенче, калӑпӑр, чӑваш чӗлхи урокӗсем пур. Ҫук мар вӗт, пур! Ҫакна палӑртса яланах тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Анчах та тӑван чӗлхепе туллин усӑ курас тесен эрнере 2–3 урок пулсан та ача ӑҫтан ӑна туллин ӑша хывайӗ?

Малалла...

 

Хулара
Г.Тафаев профессор блогӗнчи сӑн
Г.Тафаев профессор блогӗнчи сӑн

Шупашкарти пӗр урама истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн Василий Димитриевӑн ячӗпе хисеплеме сӗннӗ. Ку шухӑша Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пӗлтернӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Унта эсир те хӑвӑрӑн шухӑша пӗлтерме пултаратӑр. Хальлӗхе сасӑлава 916 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 794-шӗ ку шухӑша ырланӑ.

Василий Димитриев 300 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ. Вӗсен йышӗнче – 19 монографи, 14 брошюра. Вӑл 2013 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 89 ҫулта пулнӑ.

 

Кӳршӗре
Альберт Разин
Альберт Разин

Удмурт Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ. Альберт Разин ӑсчах хӑйӗн тӑван чӗлхине хӳтӗлесе пӗчченле пикета тухса тӑнӑ. Кӑшт каярахпа вара вӑл хӑйне чӗртсе янӑ. Вырӑнта пулнӑ ҫынсем ҫулӑма тӳрех сӳнтереймен. Вунӑ минутран ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫеҫ ӑна сӳнтерме пултарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑсчаха пульницӑна леҫнӗ. Хӑйне ҫунтарса янӑ ӑсчах сывалайман, пулницӑра вилсе кайнӑ.

Альберт Разин — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Удмуртин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Вӑл 79 ҫулта пулнӑ. Удмурт чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ, «Удмурт Кенеш» наци юхӑмӗн ӗҫне хутшӑннӑ.

Ку пӑтӑрмах пирки каланӑ чухне влаҫрисем республикӑра чӗлхе тӗлӗшӗнчен лару-тӑру йӗркеллех тесе пӗлтернӗ, ӑсчахӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтавсем пулман имӗш.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Респубикӑри психпульницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку пукана ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Федор Орлов йышӑннӑ

Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫӗнӗ ҫынпа пульницӑри ӗҫченсене паллаштарнӑ. Федор Витальевич 1964 ҫулта ҫуралнӑ, 1991 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне пӗтернӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Республикӑри психпульницӑра 1991 ҫултанпа ӗҫлет.

Палӑртмалла: унччен ку дожноҫра Елена Калинина вӑй хунӑ. Вӑл халӗ Республикӑри наркологи диспансерне ӗҫлеме куҫнӑ.

 

Статистика
youtube.com сайтри сӑн
youtube.com сайтри сӑн

Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хура ҫӗлен нумайланни вӑрттӑнлӑх мар. Ара, ҫулман лаптӑксем сахал мар, хуҫасӑр дачӑсем те пур вӑрмансенче те чӑтлӑх…

Кӑҫал 25 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ. Кун пирки Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтерет. Ҫак 25 ҫынран 2-шӗ – ачасем. Ытларах чухне ҫынсем асӑрханмасӑр ҫӗлен ҫине пуснӑ чухне шар кураҫҫӗ. Юрать-ха, кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑран ҫын вилмен.

Ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пуҫ ҫаврӑннине, хӑсас килнине, вӑй пӗтнине туятӑр пулсан пӗр тӑхтамасӑр васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле. Суранланнӑ вырӑнти наркӑмӑша ҫӑварпа ӗмсе кӑларма юрамасть.

 

Спорт

«Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри икӗ спортсмен Пензӑри марафона хутшӑнса 500-шер пин тенке тивӗҫнӗ. Сӑмах май, ку марафон виҫҫӗмӗш хут иртнӗ.

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Перьмре иртнӗ пӗтӗм тӗнчери марафона Шупашкарти Александр Новиков хутшӑнса абсолютлӑ чемпион ятне тивӗҫнӗ. Вӑл 42 ҫухрӑма 2 сехет те 20 минут та 17 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Хӗрарамсен йышӗнче те Шупашкар спортсменки ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗн хӗрӗ, Олимп вӑййисен призерӗ Татьяна Архипова ҫак дистанцие 2 сехет те 30 минут та 4 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Вӑл хӗрарӑмсен йышӗнче сезонри чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59488
 

Политика
ШӖМ сайтӗнчи сӑн
ШӖМ сайтӗнчи сӑн

Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрне палӑртнӑ. Ку пукана Волгоград облаҫӗнчи ШӖМ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен службин генерал-майорӗ Виктор Шметков йышӑннӑ.

Виктор Анатольевич Астраханьте 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Ене килмен-ха, пирӗн пата ҫитсен унпа ШӖМ ӗҫченӗсене, республика ертӳлӗхне паллаштарӗҫ.

Аса илтерер: унччен ку тивӗҫе полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пурнӑҫланӑ. Вӑл ку ӗҫре виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ ӑна отставкӑна янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Елчӗк районӗнчи Тип Тимеш ялӗ ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Транспортра 20 ача пулнӑ. Аварире автобус водителӗ тата икӗ ача шар курнӑ.

12 ҫулти арҫын ачана тата 15-ри хӗрачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ, водителе – Патӑрьелти пульницӑна. Водителӗн алли хуҫӑлнӑ, ачасен кӑштах сурансем пур. Автобус район шкулӗнчен ачасене киле леҫме тухнӑ пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водитель малта пыракан автобуса юраман вырӑнта хӑваласа иртме тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра автобус сулахаялла пӑрӑннӑ.

Следстви комитечӗ халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

 

Страницӑсем: 1 ... 1689, 1690, 1691, 1692, 1693, 1694, 1695, 1696, 1697, 1698, [1699], 1700, 1701, 1702, 1703, 1704, 1705, 1706, 1707, 1708, 1709, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.