Персона
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче канать. Ҫакӑн пирки республикӑн влас органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнине асӑрхамарӑмӑр, анчах Олег Николаев Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. «Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗччен отпускра, анчах республикӑри лару-тӑрупа кӑсӑклансах тӑратӑп», — тенӗ вӑл постра. Олег Николаев Сурхуринче кӑшӑлвирусран асӑрханма чӗнсе каланӑ. Кӗлле килте телевизорпа та пӑхма май пуррине палӑртнӑ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе студентсен хӗллехи каникулне тӑсса памӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |